Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Экономика тĕреклĕхĕ – пĕрле вăй хунинче

21 июля 2010 г.

Хуçалăх экономики, предприяти аталанăвĕ, пĕрле пулса ыранхи куна пăхни. Пурин хыçĕнче те ĕç тăрать. Пĕри – пуриншĕн, пурте – пĕриншĕн ĕçлени. Çак çыхăну Муркаш енре аслăрах ăрусем пуçарнипех тачă хутшăнура. Çĕр-шыв рынок хутшăнăвĕсен çулне суйласа илнĕ май юлашки çулсенче районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательство хăйне туллин кăтартма пуçларĕ. Анчах экономика хутшăнăвĕсен çĕнĕ тытăмĕнче те татса паман ыйтусем, пĕрле пулса тумалли йышăнусем çук мар-ха. Çакна курса-пĕлсе тăрса иртнĕ кĕçнерни кун, утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче, район администрацийĕ Муркаш енре пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăра ĕçлесе тăван тăрăх экономикине тĕреклетессипе вăй хуракансен кунне ирттерчĕ.

Çак кун пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăра вăй хуракансем пĕр çын пек пулса Мăн Сĕнтĕр райповĕн Москакассинчи «Илем» кафен пĕчĕк залне пухăнчĕç. Вĕсемпе ирттернĕ тĕл пулăва тĕрлĕ сфера специалисчĕсем, банкирсем хутшăнни уçă калаçу пĕлтерĕшне ÿстерчĕ. Çакна тĕл пулăва уçнă тата ертсе пынă май район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх пайĕн ертÿçи В.А. Калинин та палăртрĕ.

Район администрацийĕн экономика пайĕн ертÿçи Э. Симакова тĕл пулура туса панă докладра районти пĕчĕк тата вăтам предпринимательство аталанăвĕ яр уççăн куç умне тухрĕ.

Районăмăр экономикин аталанăвĕнче пĕчĕк тата вăтам предпринимательство палăрăмлă вырăн йышăнать. Уйрăмах хушма ĕç вырăнĕсем туса парассипе. 2010 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн енре пĕчĕк тата вăтам предприятисем 129, уйрăм предпринимательсем 895, хресчен (фермер) хуçалăхĕсем 90, ял хуçалăх производство кооперативĕсем 16 шутланнă. Вĕсенче районти ĕçлекенсен вăтам хисепĕн 25 проценчĕ ĕç вырăнĕ тупнă: 2800 çын. Отрасльсен структуринче ял хуçалăхĕ тĕп вырăнта – 32 процент, суту-илÿпе обществăлла апатлану – 30 процент, услугăсем парасси – 19 процент, промышленность производстви – 18 процент, строительство – 2 процент.

Районта «Пĕчĕк хуçалăх формисене 2007-2011 çулсенче аталантарасси» программа ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пырать. 5 çул хушшинче пĕчĕк предприятисене аталанма финансласси пĕтĕмпе 156 миллион тенкĕпе танлашнă. Вăл шутран район бюджетĕнчен салук сĕмĕпе пурĕ 15,220 миллион тенкĕ кайнă. Ку вăл çулсерен 3-шер миллион тенкĕпе танлашать. Пĕчĕк харпăрлăх формиллĕ субъектсем 2010 çулхи январь-июнь уйăхĕсенче 109 миллион тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Пĕтĕмĕшле калăпăшăн 24 проценчĕ. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательство субъекчĕсенче пулнă вăтам ĕç укçи 7580 тенкĕ.

Пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна аталантарма пулăшусем тĕрлĕ енлĕ. Уйрăмах илнĕ кредитсен процент ставки малта тăрать. Паян ку пулăшупа пĕчĕк бизнесăн 3 представителĕ усă курать. Вĕсен процент ставкине республика бюджетĕнчен субсидилеççĕ.

Муниципаллă программăсене патшалăх пулăшăвĕ парассипе «Пĕчĕк предпринимательство ĕçне кÿлĕнекенсене хăйсен бизнесне пуçарса яма грандсем парасси» йĕркепе районти пĕчĕк бизнесăн 3 представителĕ республика бюджетĕнчен кăçалхи пĕрремĕш çур çулта 100-шер пин тенкĕ выляса илнĕ. Вĕсемсĕр пуçне тепĕр икĕ предприниматель çак пулăшăва федераллă бюджетран кĕтет.

Пĕчĕк предпринимательство субъекчĕсене консультаци, информаци, йĕркелÿпе методика пулăшăвĕ парассипе 2008 çултанпа бизнес-инкубатор ĕçлет. Унăн ĕçĕ-хĕлĕпе пухăннисене «Республикăри бизнес-инкубатор» ертсе пыракан компани представителĕ паллаштарчĕ.

Финанспа экономика кризисне пăхмасăрах районта потребительсен рынокĕ малалла аталанать. Юлашки вăхăтра çеç суту-илÿпе обществăлла апатлану предприятийĕсем 9 уçăлнă. Вĕсем 21 ĕç вырăнĕ туса панă.

Пĕтĕмĕшле тавар çаврăнăш районĕпе иртнĕ çулхинче 15 процент (285 миллион тенкĕлĕх) пысăкланнă пулсан, пĕчĕк бизнесăн унти тÿпи 17,2 процент.

Пĕчĕк бизнес представителĕсем район тата республика шайĕнче иртекен тĕрлĕ конкурссене тăтăшах активлă хутшăнаççĕ. Çапла вара кăçал республикăра ирттернĕ «Тавар туянакансен ыйтăвĕсене укçасăр (пластик карточкăсемпе) тивĕçтерессипе чи лайăх ĕçлекен» конкурсра Муркашри «Универмаг» чикĕллĕ яваплăхлă общество (ертÿçи В. Бардасов) 3-мĕш вырăн йышăнчĕ. «2010 çулхи çамрăк предприниматель» конкурсра вара «Бизнесăн çамрăк маçтăрĕ» номинацире Мăн Сĕнтĕрти Елизавета Ивановна Иванова 2-мĕш вырăна тивĕçрĕ.

Мăн Сĕнтĕрти «Сундырь-Хлеб» чикĕллĕ яваплăхлă общество (ертÿçи – Л.Г. Ильгечкин) республика шайĕнчи пĕр конкурсран та юлмасть. Ку предприятире пурнăçа кĕрсе пыракан çĕнĕлĕхсемпе канашлăва хутшăннисем вырăна тухса паллашрĕç. Предпринимательсемшĕн çавăн пекех Мăн Сĕнтĕрте вырнаçнă «Потап» пĕчĕк предприятире (ертÿçи – Е.И. Иванова) пулса курни те ĕçлес текенсем пĕр вырăнта ларманни курăнчĕ.

Ĕçлеме тăрăшни, çĕнĕлĕхсемпе паллашсах тăни лайăх-ха, анчах канашлăва хутшăннисем районта çĕнĕ технологисене алла илсе пурнăçа кĕртекенсем, конкуренцие хирĕç тăма пултаракан продукци çителĕксĕртерех кăларни палăрнине йышăнчĕç.

– Тулашри рынока тухма инновации активлăхне ÿстермелле – çакă районти предпринимательсем умĕнче тăракан тĕп задача. Эсир çакна пултаратăр. Мĕншĕн тесен Муркаш районĕ республикăшăн кирек хăш ĕçре те яланах тĕслĕх пулса тăнă. Çакăн пек канашлу ирттерни тата унта пурне те хумхантаракан ыйтусене хурав пама тăрăшни савăнтарать. Район администрацийĕн йышăнăвне предпринимательсем айккинче хăварманни те сирĕн пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна сумлăрах аталантарма çул уçă пулнине çирĕплетет, – терĕ пĕчĕк тата вăтам предпринимательство кунне хутшăнса Чăваш Республикин Экономикăпа суту-илÿ министерствин предпринимательствăпа ал ĕç аталану пайĕн пуçлăхĕ С. Ефимова «Сундырь-Хлеб» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă май. Вăл калани пирĕн предпринимательсемшĕн тухăçлăрах ĕçлеме чĕннĕнех туйăнчĕ.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика