Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисеплĕ сывлăх хуралçи

21 июля 2010 г.

– Эпир ĕçленĕ вăхăтра врачсем сахалччĕ. Хальхи пек вăйлă оборудовани те пулман. Анчах та эпир наркоз та тĕп-тĕрĕс панă, юн та янă. Чирлĕ çынна сиплес тесе пирĕнтен мĕн килнине пĕтĕмпех тунă. Васкавлă пулăшу уйрăмĕ пулман вăхăтра та ĕçлеме тÿр килчĕ. Пире вара, врачсене, талăкăн хăть те хăш вăхăтĕнче те пулăшу пама чĕнетчĕç. Каймасăр тăман, – çапла аса илет паян хăйĕн ĕç вăхăтне тивĕçлĕ канури Вера Алексеевна Ильина.

1935 çулта Шурча ялĕнче кун çути курнă хĕр шкул пĕтерсен Хусанти медицина институтне вĕренме кĕрет. Ултă çул теори тата практика енĕпе пухнă ăспа каялла Муркаш çĕрĕ çинех таврăнать. Çапла 1958 çулхи август уйăхĕнчен хăйĕн ĕç биографине Муркаш район больницинче çырма пуçлать. Çамрăк специалиста тÿрех тĕп врачăн санитарипе эпидемиологи енĕпе ĕçлекен çумĕ пулма шанаççĕ. Кулленхи ĕçри хастарлăхпа тăрăшулăх вара тепĕр вунă çултан Вера Алексеевнăна тĕп врач «туса хураççĕ». Çак йывăр та ответлă ĕçре ку таранччен пухнă опыт питĕ кирлĕ пулать.

1972 çултанпа Вера Алексеевна тĕп врачăн сиплев енĕпе ĕçлекен çумĕнче вăй хума тытăнать, кăшт каярах – терапевтра. Хăйĕн должноçне тепре те улăштарма тивет унăн: 1985 çултанпа участокри терапевт врачĕ пулса мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех çак ĕçре вăй хурать, чылай çынна пулăшать. Анчах ответлăха туйса ĕçлеме хăнăхнă сывлăх хуралçи пур должноçра та чирлисене май пур таран пулăшас тесе пĕтĕм вăй-халне парса ĕçленĕ. Ĕçтешĕсемпе – врач-и вăл е сантехник – яланах пĕр чĕлхе тупма пĕлнĕ. Çакăншăнах пысăк хисепре пулнă вăл. Хисепĕ вара паян та чакмасть: ырă сĕнÿ-канаш ыйтакансем килсех çÿреççĕ опытлă медицина ĕçченĕ патне. Вĕсем хушшинче чирлисем те, ĕçри специалистсем те.

Вера Алексеевна «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçни те ăнсăртран пулнă утăм мар. Ĕçне кура унăн наградисем те нумай: Совет Союзĕн Аслă Канашĕн Укзĕпе панă «Хисеп палли» орден та, «Ĕçре палăрнăшăн» медаль те, тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисем те...

Тĕп ĕçпе юнашар вара обществăлла ĕç те пĕрлех пулнă: Вера Алексеевнăна райсовет депутатне темиçе йыхравра та суйланă. Çынсем хисепленипе, шаннипе çыхăннă ĕнтĕ çакă.

Таврари хисеплĕ тухтăрăн çулĕпе унăн тăванĕ А.А. Алексеева та кайма шутланă. Вăл хальхи вăхăтра участок терапевчĕ пулса тăрăшать. Районти фтизиатр О.В. Михайлова та унăн çывăх тăванĕ. Вера Алексеевнăн мăнукĕ вара Чăваш патшалăх университечĕн медицина институтĕнче вĕренет. Çакă, паллах, савăнтарать.

Паян вара, июлĕн 21-мĕшĕнче, Вера Алексеевна шăпах хăйĕн 75 çулхи юбилейне паллă тăвать. Çывăх тăванĕсен саламĕсем çумне хутшăнса эпир те ăна çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал сунатпăр.

Н. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика