21 июля 2010 г.
Кăçалхи пек вăрăма тăсăлнă шăрăх кунсем хресчен асĕнче çук тесен те вырăнлă. Çавна май ял хуçалăхĕ тÿсекен çухатусем те кашнин куçĕ умĕнчех. Çакă мĕн туса илнипе перекетлĕрех пулма, асăрхану мелĕсене ÿстерме ыйтать. Уйрăмах вырма пуçланнă май. Шăрăх çанталăкра пушар хăрушлăхĕ малти вырăнта. Иртнĕ çул утă уйăхĕн 19-мĕшĕ тĕлне пирĕн тăрăхра пулнă 23 пушарта çĕршер-çĕршер пин тенкĕлĕх пурлăх кĕлленнипе пĕрлех пĕр çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнăччĕ пулсан, кăçал та инкексен хисепĕ 23-не çитрĕ тата ирĕке кайнă çулăмра пĕр çынна çухатрăмăр.
Шăрăх кунсене пула килсе тухнă чрезвычайлă лару-тăрăва пула тÿсекен çухатусемпе пĕрлех тавралăх çĕнĕ тыр-пул илемĕпе, унăн техĕмлĕ шăршипе тулчĕ. Куратпăр, вăхăт утти хăйĕннех тăвать.
Хирти пÿлмери мар. Çакна çĕр ĕçĕпе пурăнакан çын ачаран ăша хывать. Урăхла пулаймасть те. Вырма – çĕр ĕçченĕшĕн чи ответлă тапхăр. Куç шăрçине сыхланă пек пăхса ÿстернĕ пур-çук тырă-пулăна çухатусемсĕр пуçтарса кĕртесси – ку чухне кашнин тĕп тĕллевĕ.
Вырма пуçлансан республикăра çулленех хире тухнă техника, тырă типĕтмелли агрегатсем, типĕтсе янтăланă утă-улăм, тырă склачĕсем çунса кĕлленнĕ тĕслĕхсем пулаççĕ. Çакă малашлăха пăхса ĕçлекен, «Агропромышленноçа аталантарасси» приоритетлă наци программине пурнăçлассишĕн тăрăшакан çĕр ĕçченĕшĕн – хăрушла ÿкерчĕк. Кунашкалли район территорийĕнче те çук мар. «Хĕрлĕ автан» тухнин сăлтавĕсем çултан-çул пĕрешкел майлах сыхланса юлни хытах шухăшлаттарать. Вĕсем: вырмара уçă çулăмпа усă курнă чух асăрханусăр пулни, ĕçе хутшăнакан техникăна пушар сÿнтермелли пирвайхи хатĕрсемпе çителĕклĕ комплектламанни, çиçĕм çапасран хÿтĕленменни, элктрооборудование юсавлă тытманни, тырă типĕтмелли агрегатсене температура датчикĕсемпе тивĕçтерменни (çак сăлтавпа çулленех тырă типĕтнĕ вăхăтра вуншар тонна тырă çунса кĕлете кĕреймесĕрех юлать) тата ытти те. Çаксене курса-пĕлсе тăнă çинчех ял хуçалăх производство кооперативĕсенче тата продукци тирпейлекен предприятисенче çĕнĕ тырă пухса кĕртнĕ вăхăтра пушар хăрушсăрлăх правилисене сĕмсĕррĕн пăснине, патшалăх пушар надзорĕн районти уйрăмĕ каланине-асăрхаттарнине шута хуманнине кашни çулах куратпăр, анчах... Кайран вара чавса çывăх та çыртма çук.
Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем вырмана тухрĕç те ĕнтĕ. Анчах çакă мĕн туса çитерейменни çине алă сулмаллине пĕлтермест. Пушар хăрушлăхĕ хĕрÿ ĕç çирен катара тăтăр тесен çĕр ĕçченĕн ĕнер туса çитерейменнине паян пурнăçлама тăрăшмалла. Вырмана хутшăнакансене – хуçалăхсен ертÿçисемпе специалисчĕсене, механизаторĕсемпе рядовой ĕçченĕсене – паян çакăн пек сĕнÿсем парас килет:
1. Кая юлман-ха, вырмана хутшăнакан ял хуçалăх техникине тата тырă типĕтмелли комплекссене пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнса ĕçе хатĕрленĕ хыççăн специалистсемпе ытти яваплă çынсенчен йĕркеленĕ комисси ятарлă актпа йышăнсан çеç ĕçе кĕртме юрать.
2. Вырмана хутшăнакан техникăна пушарпа кĕрешмелли пирвайхи хатĕрсемпе нормăпа палăртнă чухлĕ комплектламалла. Çак тĕллевпе кашни комбайн, машина-трактор, хирти е йĕтем çинчи агрегат çинче иккĕрен кая мар огнетушитель, икĕ кĕреçе, шăпăр, ятарлă ещĕкпе хăйăр, ятарлă шăнăçпа шыв пулмалла. «Хир карапĕсене» пушар сÿнтермелли пирвайхи хатĕрсемпе çителĕклĕ чухлĕ комплектламанни хуçалăхсемшĕн уйрăмах хакла ларма пултарать.
3. Вырма тапхăрĕ тырăпа пĕрлех улăмпа та пуян. Çак тапхăрта ăна вăхăтра пуçтарса кĕртме те техника йышлă хутшăнать. Çавăнпа та ку ĕçе двигательсен глушителĕсем çине хĕм сÿнтерекен устройствăсем вырнаçтарман техникăна кăлармалла мар.
4. Хĕрÿ ĕç çине хутшăнакансемпе тăтăшах пушар хăрушсăрлăх правилисемпе инструктажсем ирттермелле, вĕсене пушарпа пуçламăш самантра тĕрĕс кĕрешме вĕрентмелле.
5. Хиртен, улăх-çарантан пуçтарăнса кĕлете, капан-урана кĕнĕ тырă-пулă, утă-улăм упранакан вырăнсенче, складсемпе ампарсенче хурал тăратассине йĕркелемелле.
6. Çĕнĕ тырă упранакан тата ăна тасатса-аласа типĕтекен вырăнсенче усă куракан электричествăпа ĕçлекен техника хатĕрĕсене вĕсемпе ĕçлеме çирĕплетнĕ яваплă çынсен тĕплĕ тĕрĕслесе йышăнмалла. Вĕсемпе ĕçленĕ чух хăрушсăрлăх йĕркисене, пушар хăрушсăрлăх правилисене, ĕç технологине çирĕп пăхăнмалла.
7. Вырма вăхăтĕнче йĕтемсем çинче хуралçăсем тытасси пирки манмалла мар. Кунта ĕçлекенсем валли пирус туртмалли ятарлă вырăн, алă айĕнчех хăйăрпа шыв, огнетушитель пулмалла.
Напольнăй сушилкăсем пирки çулленех асăрхаттарса тăратпăр пулин те, чылай хуçалăхра вĕсене генераторсенчен кирпĕч стенапа уйăрма васкамаççĕ, ГСМ юхнине «асăрхамаççĕ». Йĕтемсем çинчен калаçнă май, кунти тепĕр çивĕч ыйту вăл – çиçĕм çапасран сыхланмалли устройствăсем çине çителĕксĕр тимлĕх уйăрни. Йĕтем çине илсе пынă тырă-пулăна вăхăтра типĕтсе ĕлкĕрейменнипе вăл хĕрсе каять, çакă çиçĕм çапас хăрушлăха нумай хут ÿстерет. Çавăнпа та çиçĕм çапасран сыхланмалли устройствăсене кая юлмасăр çук çĕрте лартмалла, юсавсăррисене юсамалла.
8. Вырмари тепĕр ответлă ĕç вăл – улăм пуçтарса тирпейлесси. Темех мар темелле, анчах кунта та пушар хăрушсăрлăх правилисене тĕп вырăнта тытмасан инкек алăк умнех пырса тăрать. Çак çултан пăрăнас тесен типĕ улăм патĕнче пирус туртассинчен асăрханмалла, улăм урисене пурне те пĕр çĕре вырнаçтарассинчен хăтăлмалла, вĕсене электропередача линийĕсенчен 15 метртан, çулсем хĕрринчен 20 метртан, çурт-йĕр таврашĕнчен 50 метртан кая мар инçĕшнерех вырнаçтармалла. Утă-улăм хранилищисен алăкĕсене тăтăшах хупса тăмалла.
Куратпăр, пĕлетпĕр, ăнланатпăр, вырмари пушарсем пĕри те ăнсăртран тухмаççĕ. Апла пулсан пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнса ĕçлени çеç çичĕ хут тар юхтарса ÿстернĕ тырă-пулăна тата утă-улăма çухатусемсĕр пухса кĕртме, сыхласа хăварма май парать.
А. ЕФИМОВ,
патшалăх пушар надзорĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх туса пыраканĕ.