Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыйтусене пĕрле сÿтсе яврĕç

17 июля 2010 г.

Районта вăл е ку отрасль аталанăвне пулăшма, унти ĕçсемпе çывăхарах паллашса малашлăх планĕсене палăртма ятарлă кунсем ирттересси ырă йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Тĕслĕхрен, выльăх пăхакансен кунĕ, информаци кунĕ т. ыт. те. Иртнĕ кĕçнерни кун вара, утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче, район администрацийĕ Муркаш енре пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăра ĕçлесе тăван тăрăх экономикине тĕреклетессипе вăй хуракансен кунне ирттерчĕ.

Палăртнă вăхăта Мăн Сĕнтĕр райповĕн Москакассинчи «Илем» кафен пĕчĕк залĕнче районти предпринимательсен пысăк йышĕ пухăнни тата вĕсемпе тĕрлĕ сфера специалисчĕсем калаçма кăмăл туни, предпринимательсемпе банкирсем хушшинче уçă калаçу иртни район администрацийĕ çак куна ирттерме шут тытни тĕрĕсе килнине кăтартрĕ. Çакна тĕл пулăва уçнă май район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-ял хуçалăх пайĕн ертÿçи Владимир Аркадьевич Калинин та палăртрĕ. Ун хыççăн районти предпринимательство ĕçĕ-хĕлĕпе район администрацийĕн экономика пайĕн ертÿçи Э.И. Симакова тĕплĕн паллаштарчĕ.

– Муркаш районĕ республикăшăн кирек хăш ĕçре те яланах тĕслĕх пулса тăнă. Çакăн пек канашлу ирттерни тата унта пурне те хумхантаракан ыйтусене сÿтсе явса хурав пама тăрăшни савăнтарать. Район администрацийĕн йышăнăвне предпринимательсем айккинче хăварманни те сирĕн пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна сумлăрах аталантарма çул уçă пулнине çирĕплетет, – терĕ пĕчĕк тата вăтам предпринимательство кунне хутшăнса Чăваш Республикин Экономикăпа суту-илÿ министерствин предпринимательствăпа ал ĕç аталану пайĕн пуçлăхĕ Светлана Геннадьевна Ефимова.

Предпринимательство кунĕнче çак ĕçре вăй хурса район экономикине аталантаракансем Перекет банкĕн тата «Россельхозбанкăн» районти ертÿçисемпе Герман Владимирович Никитинпа, Ирина Валентиновна Павловăпа, «Чăваш Республикинче пĕчĕк бизнеса пулăшакан агентство» обществăн, «Республикăри бизнес-инкубатор» ертсе пыракан компанин» специалисчĕсемпе, РФ Пенси фончĕн Муркаш районĕнчи управленийĕн представителĕпе Ольга Николаевна Алексеевăпа тĕл пулса калаçрĕç. Пурте хăйсене хумхантаракан ыйтусем çине хуравсем илчĕç.

Хыççăн пурте пĕрле пулса «Сундырь-Хлеб» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика