Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăх апачĕ янтăласси тата кĕтĕве упрасси

17 июля 2010 г.

Шăрăх çанталăк çĕр ĕçченĕ умне пысăк калăпăшлă ыйтусем кăларса тăратрĕ. Вăрăма тăсăлнă типĕ кунсем выльăх апачĕллĕх курăксен аталанăвĕ çине те хирĕçле витĕм кÿчĕ. Курăксем çÿллĕ ÿсеймерĕç. Çапла вара выльăх апачĕ янтăлассипе чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухрĕ. Çавăнпах пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче утă янтăлассипе, сенаж-силос хывассипе ĕçсем тивĕçлĕ шайра пурнăçланса пыраймаççĕ. Паянхи куна пур хуçалăхсенче те выльăх апатне иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен сахалрах янтăланă.

Хатĕрленĕ апатăн пахалăхне тишкерни çакăн пек ÿкерчĕк кăларса тăратать. Тĕрĕсленĕ утăн 69 проценчĕ 1-мĕш класлă, 31 проценчĕ – 2-мĕш класлă. Силосăн 84-86 проценчĕ çеç пĕрремĕш класа тивĕçет. Ытти – 2-мĕш класлă апат.

Çакнашкал лару-тăрура хуçалăх ертÿçисем умне зооветспециалистсем çитменнипе пĕрлех выльăх-чĕрлĕх кĕтĕвне сыхласа хăварас ыйту çивĕччĕн тухса тăчĕ. Ку ыйту çине хурав хĕлле шыриччен паян кашни хуçалăхрах выльăх апачĕ хатĕрлемелли хушма çул-йĕрсемпе туллин усă курмалла. Тымар çимĕç çулçисемпе купăста çулçисем – силос саппасĕсене ÿстерме пулăшакан çул. Вырма çитнĕ май тырă аланă çĕрти каяшсемпе те усă курмалли çулсем шырани – выльăх кĕтĕвне сыхласа хăварас ĕçри пĕр утăм. Милĕксем, хăймине уйăрнă сĕт, ашпа шăмă çăнăхĕ, тĕрлĕ премикссем, БВМД т. ыт. те – çамрăк выльăхсемшĕн вырăнлă апат.

Янтăланă апата сыхласа хăварассипе те тимлĕ пулмалла. Утă-улăм хранилищисен çивиттийĕсенче шыв юхмалли шăтăксене питĕресси, ку таврашра пушар хăрушсăрлăхне çирĕп пăхăнасси, утă-улăм капанĕсене пăхса тăрасси, хатĕрленĕ апата яваплă çынсене актпа парасси кашни хуçалăхăн кун йĕркинче пулмалла.

Концентрат хатĕрлес ыйтура хуçалăхсен ăна валли епле тырă янтăлассине кун йĕркинчен кăларма юрамасть. Тырăна лапчăтни, вĕтетни, экструзилени – пулас апатăн пахалăхне ÿстерни. Фуражлăх тырăн апат пахалăхне ÿстрекен ансат мел вăл – ОСОЛАЖИВАНИ. Кун пек чухне сахăр виçи 10-12 процента çити ÿсет.

Утă-улăма çĕпрелетни (ДРОЖЖЕВАНИ) тырăн белок пахалăхне ÿстерет. Кун пек чух протеинпа улшăнман аминокислотасен виçи 2 хут ытла ÿсет. Çав вăхăтрах крахмал 30 процент çухалать.

КОМБИКОРМ хатĕрлесси. Ку çул тырăпа эффективлă усă курассине 25-30 процент ÿстерет. Комбикормсене выльăхсен тĕсĕсене тата вĕсен ÿсĕмĕсене кура хатĕрлеççĕ. Вĕсен биологилле пахалăхне белоклă, витаминлă, минераллă тата биологиллĕ активлă япаласем хушнипе ÿстереççĕ.

Апат балансĕн тĕп пайĕ консервланă сĕткен апат, силос пулнăран вĕсене хывнă чух технологие çирĕп пăхăнни хĕл кунĕсемшĕн питех те пĕлтерĕшлĕ. Иртнĕ çул хатĕрленĕ силос ултă хуçалăхра 2810 тонна юлнă. Юлни лайăх, анчах вĕсене выльăхсене париччен тĕрĕслеттерни вырăнлă.

Апат çителĕксĕр чухне улăмпа усă курасси те кун йĕркине тухать. Унăн тутлăлăхне тĕрлĕ майпа ÿстерме пулать. Уйрăмах лайăххисем известь, каустика тата кальци содисем. Силосласси – улăма выльăхсене пама хатĕрлемелли чи ансат мел. Çакна валли улăма ваклаççĕ, бетон траншейăсене хураççĕ. Пĕр тонна улăм çине 1,4 – 1,6 тонна шыв, 30 кг фуражлăх тырă, 10 кг диаммонийфосфат, 10 кг пура, 10 кг тăвар, 5 кг мочевина хушаççĕ. Çавăн пекех силослама хуракан улăма углеводлă апат хушма манмалла мар. Силос валли пăхнă закваскăна пĕр тонна пуçне 4-5 кг ямалла.

Пĕр тоннăна улăм 40-50 процент, утă 20 процент, сенаж 10 процент, силос 15-20 процент, концентрациленĕ апат 1-2 процент хушса апат хутăшĕ те хатĕрлеме пулать.

Силоспа сенажа хывнă чух технологие пăхăнни çухатусенчен пăрăнма çул уçать. 1000 тонна силос масси валли 200 килограмм пропионат кирлĕ. Сенаж е силос хывма ял хуçалăх предприятийĕсенче «Закваска – К» препаратпа усă кураççĕ. Ăна кирек епле симĕс массăпа та усă курма пулать.

Т. АЛЕКСЕЕВА,

ял хуçалăх пайĕн тĕп специалист эксперчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика