17 июля 2010 г.
Н. Федоров Президент питĕ тĕрĕс калать: паянхи шкулăн ачана нумай енлĕ аталанса, пуян ăс-хакăллă та ырă кăмăл-сипетлĕ, ыттисемпе килĕшÿллĕ те тирпейлĕ çын пулса ÿсме пулăшмалла. Ку вăл – «Вĕрентÿ» наци проекчĕн тĕп критерийĕсенчен пĕри. Пĕтĕм тытăмри педагогсен тĕллевĕ – ачасене вĕренме вĕрентесси. Çакăн пек тĕллеве ĕç ĕмĕрĕн пĕрремĕш кунĕнченех ума лартса Фаина Фадеевна Тринитатова 48 çул Москакассинчи вăтам шкулта ĕçлесе ирттерчĕ.
Çăмăллăх мĕнне пĕлмен чăваш хресченĕ... Йывăрлăхсене пăхмасăрах вăл ывăлĕ-хĕрĕсене вĕрентсе çĕр-шыва юрăхлă çын тăвас тесе тăрăшнă, тăрăшать те. Фаина Фадеевна 1932 çулта Етĕрне районне кĕрекен Мăн Шемертенри нумай ачаллă çемьере çуралнă. Килте 8 ача пулни Фаинăна мĕн утма пуçласанах ĕçпе туслаштарнă. Çĕр ĕçĕ ачашăн çăмăл пулман пулин те, вăрçă тата выçлăх çулĕсене хăйне май парăнтарса хĕр çутă малашлăха ĕненсе пурăннă, аслисен ĕç опытне алла илсе пынă. Туслă çемьере хăйĕн умĕнхисем учитель пулса ĕçленĕ пирки тата вĕсем хăйсен ĕçĕнче тĕслĕх пулнăран Фаина ачаранах учитель профессине алла илесси пирки ĕмĕтленнĕ.
Фаинăн ашшĕ нумай çул ялта учитель пулса тăрăшнă, хресчен ачисене вулама-çырма вĕрентнĕ пулсан, амăшĕ вара иртен пуçласа мĕн тĕттĕмчченех колхоз уй-хирĕнче вăй хунă. Çичĕ çул ялти шкулта ăс пухнă хыççăн малашлăха шанакан хĕр упраç 1946 çулта Етĕрнери педагогика училищине шкул уйрăмне вĕренме кĕрет. Пĕр сисĕнмесĕрех иртет студент пурнăçĕ. 1950 çулта училищĕрен ăнăçлă вĕренсе тухса хĕр кĕçĕн классене вĕрентекен дипломне алла илет. Ĕмĕт пурнăçланчĕ темелле, анчах мĕн вĕреннине ĕçре çирĕплетмелле-çке-ха.
1951 çулхи çурла уйăхĕнче Фаина Фадеевна Москакассинчи çичĕ çул вĕрентмелли шкулта пуçламăш классенче ĕçлеме пуçлать.
– Учительсем ун чухне нумай марччĕ. Çапах вĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлени паян та асран тухмасть. Çамрăк учителе вĕсем айккалла тĕксе ямарĕç, малтанхи вăхăтра питех те пулăшса пычĕç, – аса илет педагог-ветеран.
Ачасене юратса, вĕсен пĕлĕвĕнчи «шăйрăксене» тата ытти «кăлтăксене» пула пĕчĕкскерсем вĕренÿрен сивĕннинчен хăтăлма тивĕçлĕ ĕçсене васкавлă тытăннă. Вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнче лăпкăлăх ытамĕнче тĕлĕрсе ларнипе çитĕнÿсем тăваймăн çав. Çакна çамрăк учитель лайăх ăнланнă. Ĕç сукмакĕн пĕрремĕш кунĕнченех Фаина Фадеевна вĕренÿре ĕлкĕреймен ачасем çине уйрăм тимлĕх уйăрнă. Вĕсемпе пĕр чĕлхе тупма тăрăшнă учительница хăнăхтармалли уроксем хыççăн пĕрре мар пĕрле юлса ĕçленĕ, вĕсен килне çитсе ашшĕ-амăшĕсемпе калаçнă. Хăшне-пĕрне килте те пулăшмалла пулнăран унран та пăрăнман.
Хутла вĕренесси ялта анлă сарăлнă çеç пулсан та кунта пурăнакансем тунсăх мĕнне пĕлмен. Ял çамрăкĕсемпе кÿршĕ ялсене концерт-спектакльсемпе мĕн чухлĕ çÿренĕ-ши тата! Мĕн чухлĕ лекци тата доклад вуланă-ши; Чи йывăрри, чуна ыраттараканни вара халăх хуçалăхне ура çине тăратма ялта пурăнакансене ĕç заемĕн облигацийĕсене çырăнтарасси пулнă. Вăрçă хыççăнхи 50-мĕш çулсем вĕт! Чăнласах çавăн чухнехи пурнăç йывăртан та йывăр пулнă. Ун чухнехи шкул директорне Илья Данилович Данилова халь те тав тăвать Фаина Фадеевна.
– Шкула çирĕп алăра тытса пырса тĕрĕc ĕçлеме, хамăр ĕçе тивĕçлипе хаклама вăрентнĕшĕн ырă асра вăл маншăн, – аса илет вĕрентÿ ветеранĕ. – РОНО та çамрăк учительсене малта пыракан опытлă вĕрентекенсемпе ĕçлеттерме тăрăшатчĕ.
Калайкассинчи вăтам шкул учительницин Антонина Федоровна Федорова урокĕсене çÿре-çÿре аванах вĕренсе çитрe хăй суйласа илнĕ ĕçе Фаина Фадеевна. Туртакан лаша çине нумай тиеççĕ тенĕ пек ĕмĕр тăршшĕпех лавне пушатаймарĕ вăл. Ачасене вулама, çырма тата шутлама вĕрентнисĕр пуçне мĕн кăна туман пулĕ вăл! Çамрăк чух шкулти комсомол организацийĕн секретарĕ, драма тата хор кружокĕсен ертÿçи пулнă. Кашни уяв умĕн таврари ял клубĕсенче спектакльсемпе, концертсемпе ял çыннисене савăнтарнă.
Çулсем иртнĕ май пурнăçра пысăк улшăнусем пулчĕç. Ялта ачасем йышланнăран шкулта малтанах сакăр çул вĕрентме пуçларĕç, каярахпа вăтам шкул ятне пачĕç. Ку вăхăта Фаина Фадеевна опытлă учитель ĕнтĕ. Обществăлла ĕçре те ялан хастарскер шкулти профсоюз организацийĕн комитет председателĕ пулса нумай çул тăрăшать вăл.
Классем хушăннă май учительсен йышĕ те пысăкланчĕ. Пĕр-пĕрин ĕçĕпе паллашма-вĕренме хамăр шкултах май килет. Учительсен пĕлĕвне ÿстерекен институтран килсе Москакасси шкулĕнчи учительсен ĕçĕсене тĕпчеме пуçларĕç. Курсра вĕренекен ытти районсенчи учительсене те Москакассисен ĕçĕпе паллаштарма тăтăшах илсе килетчĕç. Каярахпа вара Вĕрентÿ министерствин приказĕпе çак шкула методика пĕлĕвне саракан база туса хучĕç. Пединститутран студентсем кунта практикăна çÿреме пуçларĕç.
Пуçламăш классенче вырăс чĕлхи вĕрентес ыйту çивĕчленсе çитсен çĕнĕ программăпа эксперимент тума Фаина Фадеевнăпа пĕрле тата икĕ учитель килĕшрĕç: Н.В. Шутеева тата Л.С. Парандеева. Ку ĕçе ертсе пыраканĕ учительсен пĕлĕвне ÿстерекен институтра ĕçлекен М.К. Волков пулчĕ. Кашниех вăтăршар ытла уçă урок ирттерчĕ. Вĕрентÿ ĕçĕнчи çакăн пек йывăрлăхсене Фаина Фадеевна Москакасси шкулĕнче ĕçлекен ытти учительсемпе пĕрле чăтса ирттернĕ. Результатсем лайăх пулчĕç – программăна çирĕплетрĕç. Хыççăн Фаина Фадеевнăна учебник кăларас ĕçе явăçтарчĕç. Вăл вĕрентÿ пособийĕ паян та ĕçлет.
Ытти шкулсенчи учительсене методика пулăшăвĕ пултăр тесе РОНО инспекторĕсемпе район тăрăх темиçе кун та çÿреме лекетчĕ. Ун чух Фаина Фадеевна класне Любовь Степановна Парандеева иккĕмĕш сменăпа вĕрентетчĕ. Ачасем вĕренÿ программинчен юлмастчĕç.
Паян Фаина Фадеевна тивĕçлĕ канура. Çапах Москакассинчи вăтам шкула манмасть вăл. Шкул пурнăçĕпе тăтăшах кăсăкланса тăрать. Çемьере вара мăнукĕсемпе савăнса пурăнать.
Фаина Фадеевнăн тăрăшулăхне çĕр-шыв туллин чысланă. Унăн аллинче паян район, республика, Раççей шайĕнчи Хисеп грамотисем. Ветеран кăкăрне «Отличник народного просвещения», «Отличник просвещения СССР», «Ĕç ветеранĕ» медаль илемлетеççĕ.
– Çамрăксене вĕрентсе воспитани парас ĕçре Муркаш районĕ яланах малта пырать. Савăнатăп, мĕн-шĕн тесен кунта манăн ĕç тÿпи те пур. Шкул ĕçĕнче 48 çул иртрĕ. Тĕрĕс çул суйласа илме пĕлнĕшĕн хамăн шăпана тав тăватăп. Пурнăçа каялла çавăрса тепĕр хут професси суйламалла пулсан, пĕр тытăнса тăмасăрах учитель ĕçне суйласа илĕттĕм. Эпĕ вĕрентнĕ ачасем хама манманни савăнтарать. Ман ĕçĕме тивĕçлипе хакланăшăн район, вĕрентÿ пайĕн ертÿçисене, Москакасси шкул коллективне чĕререн тав тăватăп, – терĕ хамăр калаçăва вĕçлесе пирĕн ветеран.
Ветеранăн тав сăмахĕсем пире çĕнĕ хавхалану параççĕ.
О. СТОЛЯРОВА, Москакассинчи вăтам шкулăн аслă вожатăйĕ.