Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çынсен культура пулмаллах

14 июля 2010 г.

Паянхи манăн сăмахăм çынсем хăйсене хисеплеме пĕлни, вĕсен культури пирки. Кулленхи пурнăç условийĕсем кунсерен тенĕ пекех лайăхланса пыраççĕ пулин те, хальлĕхе вара вĕсен культура шайĕ çитсех кайманнине курма пулать.

Акă пирĕн пахча хыçĕнче пысăках мар тип çырма пур. Эпĕ ача чухне тата шкулта вĕреннĕ çулсенче те кунта ачасен чупмалли-вылямалли, канмалли вырăнĕ пулнă. Яланах унта ачасен шавĕ тăнă. Кунтанах Чапаев урамĕнчен пирĕн енне выльăхсене кĕтме хăваласа каятчĕç. Кунти вырăн тасаччĕ, курăк кăна ÿсетчĕ унта. Нимĕнле кирлĕ мар çÿп-çап та пулман.

Халĕ вара çак тип вара çÿп-çап килсе тăкмалли вырăн туса хунă. Мĕн кăна çук пулĕ унта: тимĕр-тăмăрĕ те, кантăк ванчăкĕсем те, пластик кĕленчесем те.

Çавна каласа хăварасшăн. Таçтан аякран килсе тăкнă каяш мар кунта. Çакăнта вырăнта пурăнакансемех çак тасамарлăха тăвакансем. Хăйсем хăтлă костюмсемпе çÿреççĕ, хаклă эрехсем, тĕрлĕрен сĕткенсемпе шывсем ĕçеççĕ, пуш кĕленчисемпе пакечĕсене вара кунта килсе йăвантараççĕ. Совеç тени пур-ши вара кун пек çынсен;

Çак йĕркесĕрлĕхе чарас тесе иртнĕ çул кунта хăма çине «Çÿп-çап тăкмалла мар!» тесе çырнине вырнаçтартăм. Тепĕртакран вара çак хăма таткине вистесе илсе пирĕн пахчана вăркăнтарса хăварнă. Вăт мĕн патне çитсе тухрăмăр капла.

Çавна май Чăваш Республикин Президенчĕ республика Патшалăх Канашне янă Çырури сăмахсем аса килеççĕ. Вăл тĕрĕсех палăртать, пирĕн урамсене тата ялсене таса тытса тăма пысăк укçа-тенкĕ кирлĕ мар. Культура шайне ÿстерес пулать.

Паллă ĕнтĕ, вăхăт ĕлĕкхи мар. Халĕ çынсем тĕрлĕрен продуктсемпе, хатĕрсемпе, таварсемпе ытларах та ытларах усă кураççĕ. Анчах та çакă вăл çÿп-çап айне пулмалла тенине пĕлтермест вĕт-ха. Урамсенче çÿп-çап пухмалли контейнерсем вырнаçтарма тытăнас пулать. Кунсăр пуçне тата йăлара пухăнакан каяшсене сортламасăр та май çук. Кантăк таврашне, тимĕр-тăмăрне, хутне, пластмассине уйрăм сортласа пухмалла.

Теприсем çак сăмахсем хыççăн: «Кун пекки вăл хăçан пулĕ-ши;»– тесе калама та пултарĕç. Анчах та çак ĕçе хăçан та пулин тытăнасах пулать вĕт-ха. Мĕн чухлĕ маларах тытăнатпăр, çавăн чухлĕ лайăхрах кăна.

Çавна та асăнса хăварас тетĕп. Пластмассăна çунтарма юрамасть. Пĕрремĕшĕнчен сывлăш вараланать, тепĕр енчен тата пухăннă кĕле çынсем пĕлнĕ-пĕлменнипе çĕре сапаççĕ, тăпраран вăл шыва, ÿсен-тăрана, выльăхсене лекет. Кайран хамăр ку е вăл чир-чĕр ăçтан тупăннинчен тĕлĕнетпĕр.

Тĕрĕссипе цивилизаци çитнĕ ялсенче çÿп-çап пуçтарассине йĕркелемен мар. Нимĕнле кăткăслăх та çук. Палăртнă вăхăтра вырăна çÿп-çап пухакан автомашина килет. Çынсем хăйсен çÿп-çапне автомашина çине тиеме витресемпе илсе тухаççĕ. Пулĕ-ши пирĕн патра та çакăн пекки;

В. МАСТЕРОВ.

ĕç тата вăрçă ветеранĕ.

Муркаш ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика