14 июля 2010 г.
Анне субсидие тивĕçет-ши;
Манăн аттепе анне те вăрçă участникĕсем. Çамрăк чухне вĕсем ялта пÿрт лартнă. Атте çĕре кĕнĕ, анне вара 89 çулта. Вăл пĕчченех пурăнать. Пÿрт кивелнĕ ĕнтĕ, унта юсав ĕçĕсем кирлĕ. Анне çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма субсидие тивĕçет-ши;
К. ПЕТРОВА.
Раççей Федерацийĕн çурт-йĕр кодексĕн 51 статйинче çырса панă тăрăх граждансем социаллă найм килĕшĕвĕпе пурăнмалли çурт-йĕр требованийĕсене тивĕçтермен пÿлĕмре е çуртра пурăнни вĕсене çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма ыйтакансен шутне кĕме ирĕк парать.
Раççей Федерацийĕн 2006 çулхи январĕн 28-мĕшĕнчи 47 " постановленийĕпе килĕшÿллĕн пурăнмалли пÿлĕм е çурт пурăнмалли условисене еплерех тивĕçтернине ведомствăсем хушшинчи комисси тĕрĕслет. Вырăнти хăйтытăмлăх органĕ муниципаллă çурт-йĕр фончĕн пÿлĕмĕсемпе çурчĕсене тĕрĕслесе хаклама çирĕплетнĕ йĕркене пăхăнса комисси туса хурать. Комисси йышне вырăнти хăйтытăмлăх органĕн представителĕсене те кĕртеççĕ. Çак комисси пÿлĕмре е çуртра пурăнмалли условисене хаклатăр тесен вырăнти хăй тытăмлăх органĕнче ыйтмалла.
Хăтлă çурта куçма май пур-и;
Анне 80 çулта, вăрçă участникĕн тăлăх арăмĕ. Уйрăм çуртра пĕчченех пурăнать. Хăтлă кил-çуртпа тивĕçтерме пултараççĕ-и ăна;
С. КАЗАКОВА.
Раççей Федерацийĕн 2006 çулхи январĕн 28-мĕшĕнчи 47 " постановленийĕпе пурăнмалли çурт-йĕрте инженери системи пулмалла: электричество, газ, шыв кĕмелле, ăна хуçалăхра усă курма, ĕçме май пултăр, вĕри шыв та, хутса ăшăтмалли системăпа вентиляци те. Централизациллĕ инженери системисĕр пурăнмалли 1-2 хутлă çуртсенче шыв пăрăхĕ пулмасан та пултарать, туалет та урамра пулма пултарать.
Хăтлă çурт-йĕре тивĕçессипе вырăнти хăй тытăмлăх органне пырса çуртра пурăнма условисем çителĕксĕр пулнине хакласа пĕлме ыйтмалла.
Э. СОКРАШКИН,
прокурора пулăшаканĕ, 3 класлă юрист.