Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкулти лагерьсенче – черетлĕ смена

14 июля 2010 г.

 

Малтанласа çуллахи каникул вăхăтĕнче районти шкулсем çумĕнче йĕркеленекен лагерьсем кăçал пĕр сменăпа çеç ĕçлессине планланă пулсан, çак кунсенче лагерьсенче черетлĕ смена уçасси пирки пĕлтерчĕç. Кун пирки тĕплĕнрех район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн ертÿçи З.Ю. ДИПЛОМАТОВА каласа пачĕ:

– Чăнах та, малтанласа бюджетран укçа-тенкĕ çителĕклĕ уйăрма май килменнипе шкулсенче йĕркеленĕ лагерьсене пĕр сменăпа çеç ĕçлеттерме пулнăччĕ. Халĕ вара вырăнти бюджетран ачасен çуллахи канăвĕпе ĕçне йĕркелеме тепĕр 250000 тенкĕ уйăрма май тупăнчĕ. Çавăнпа та август уйăхĕнче шкулсем çумĕнчи лагерьсенче черетлĕ смена уçăлать.

– Лагерьсем мĕнле енсемпе ĕçлĕç;

– Августри сменăра профиль лагерĕсем пулĕç. Ачасем экологи, спорт, журналистика, туризм тата ытти енсемпе хăйсен тавра курăмне аталантарма пултарĕç. Анчах та лагерьсенче ачасен сывлăхне çирĕплетесси тĕп вырăнтах пулĕ.

– Черетлĕ сменăра пурĕ миçе ачана активлă канупа тата ĕçпе тивĕçтерме май пулать;

– Уйăрнă укçа-тенкĕ 595 ачана шкулсем çумĕнчи лагерьсене çÿреме май парать. Çапла вара кăçал та, пĕлтĕрхи пекех, районти шкулсенче вĕренекенсен 47 процентне канупа тата ĕçпе тивĕçтеретпĕр.

Хальхи вăхăтра хула тулашĕнчи лагерьсене кайма путевкăсем паратпăр. 1-2-мĕш сменăсенче çак лагерьсенче районти 160 ача канчĕ. Пĕтĕмпе вара 4 сменăра пурĕ 293 ача лагерьсенче пулĕ.

Шкулсем çумĕнчи опытлă участоксем çинче шкул ачисем халĕ биологи предмечĕпе пăхса хунă çуллахи ĕçсене пурнăçлаççĕ.

– Районти вĕрентÿ учрежденийĕсенче юсав ĕçĕсем тата мĕнлерех сарăлнă; Ачасем тирпей-илем кĕртессипе пулăшма пултараççĕ-и;

– Районти пур вĕрентÿ учрежденийĕ та çитес вĕренÿ çулне хатĕрленет. Вĕсенче июнь уйăхĕнчен пуçласах юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Каламалла, ачасем шкул территорине тирпей-илем кĕртес ĕçсене пурнăçлама пултараççĕ.

Ĕçсем ытларах бюджет тулашĕнчи укçа-тенкĕпе пурнăçланаççĕ. Республикăри çивĕч лару-тăрăва пула Çурлатринчи «Лебедушка» ача садне вăхăтлăх чарса лартма тиврĕ. Унта паянхи кун централизациленĕ майпа шыв пымасть. Отарккăри «Малыш» ача сачĕн çивиттине çĕнĕрен тăвасси вĕçленсе пырать. Мăн Хураçкари «Тюльпан» ача сачĕн пĕр стенине çĕнĕрен хăпартса юсанă, халĕ ĕçсем çивитти çинче пыраççĕ. Вырăнти бюджетран уйăрнă укçа-тенкĕпе «Золушка» ача садĕнче канализаципе шыв пăрăхĕсене улăштаратпăр.

Кăçал районти икĕ шкул ял тăрăхĕсемпе пĕрле комплекслă строительство проекчĕсен конкурсне хутшăнать.

Йÿçкассинчи вăтам шкулта кивелнĕ чÿречесене çĕннисемпе ылмаштаратпăр, Çатракассинчи шкулăн çивиттине çĕнететпĕр: унăн тăрри икĕ хысаллă пулать.

Районти вĕрентÿ учрежденийĕсене ятарлă комисси августăн 3-6-мĕшĕсенче тĕрĕслет. Комисси йышăнче Роспотребнадзорăн территори уйрăмĕнчи специалистсем, пушар хуралĕнчи ĕçченсем, вĕрентÿ пайĕн специалисчĕсем, ГО тата ЧС специалисчĕ, шалти ĕçсен пайĕн тата федераллă хăрушсăрлăх службин представителĕсем пулаççĕ. Августăн 15-мĕшĕ тĕлне пур вĕрентÿ учрежденийĕн те çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрри çинчен акт илмелле.

Н. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика