14 июля 2010 г.
Питĕ шăрăх та çумăрсăр çанталăка пула районта лару-тăру çивĕч тăрать.
2010 çулхи пушар тухас хăрушлă тапхăр пуçланнăранпа Атăлçи федераллă округра пĕтĕмĕшле лару-тăру йывăр. Акă Чăваш Республикинче 704 пушар тухнă. Тăкакĕ вара питĕ пысăк – 35,5 миллион тенкĕ. Çулăмра 60 çын çунса кайнă, вĕсен шутĕнче 2 ача. Муркаш районĕнче 23 пушар пулчĕ (пĕлтĕр – 21), пушарта 1 çыннăн пурнăçĕ татăлчĕ.
Пушар тухассин тĕп сăлтавĕсем пирус туртнипе, çÿп-çап е типĕ курăк çунтарнă чух асăрханманнипе, электричество пралукĕсем юсавсăр пулнипе çыхăннă. Район территорийĕнче июнь-июль уйăхĕсенче тухнă пушарсен çурри шăпах электричество пралукĕсем юсавсăр, кивĕ пулнăран тухнă.
Кивĕ пралуксене çĕннипе улăштарма пĕтĕм хуçалăха, пĕтĕм тупрана çĕнĕрен тăвассинчен темиçе хут йÿнĕрех ларать вĕт. Çакна темшĕн çынсем ăнланасшăн мар. Кайран вара чавса çывăх та...
Шăрăх, типĕ... Çак йывăр тапхăра чăтса ирттерме пурин те вăй-хал çитермелле. Каçхи-çĕрлехи вăхăтра «ĕлĕкхи» пек ял хуралĕсем туса хурассипе те ялсенчех тимлемелле. Районта 177 ял, кашни яла «çÿлтен» пырса çак ĕçе йĕркелесе парассине кĕтмелле мар. Пуçаруллă пулмалла. Çак ĕçе пурнăçа кĕртсен хăш-пĕр инкеке çийĕнчех сирме те майсем ытларах пулаççĕ. Вăхăтра çынсене, пушар хуралçисене пĕлтерме пулать. Вăхăтра пĕлтерменрен ĕнтĕ пушар машинисем те çулăм хуçалăхри çуртсене тĕп тусан тин çитеççĕ.
Паянхи тепĕр хăрушлăх вăл – шыв. Пĕр енчен вăл çитмест е пачах та çук. Пурте аптăраççĕ: çынсем те, чĕр чунсем те. Ял хуçалăхĕнче лару-тăру питĕ йывăр: тĕрлĕ культурăсем, çĕр улми, ытти пахча çимĕç пĕтнĕрен выльăх-чĕрлĕх валли апат çителĕклĕ хатĕрлеме май килмест. Çăлсем типеççĕ, пĕвесенчи шыв та хухать. Çĕр айĕнчи шыва илме те кунсерен йывăрлансах пырать. Шыв вăл укçа, паян вара ылтăн вырăннех пулса тăчĕ. Паянхи лару-тăрура ĕçме те шывĕ аран-аран çитет пулсан, пăрăхпа пыракан шывпа пахча çимĕç (çĕр улми таранах!) шăварни питĕ тĕрĕс мар, вырăнлă мар. Çакна кашнин ăнланса илмелле. Шăварма пĕвери шыв та аван вĕт, çак ĕçре пурин те унпа усă курмалла.
Тепĕр енчен илсен. Шыв хĕрринче канасси çынсен йăлине çирĕпрех те çирĕпрех кĕрсе пырать. Шыв вара илемлипе пĕрлех тарăн та. Шыва кĕмелли тапхăр пуçланнăранпа районта 4 çын путса вилчĕ, вĕсенчен иккĕшĕ шыва кĕнĕ чух. Юлашки 5 çул хушшинче шывран 41 вилнĕ çын кĕлеткине кăларнă.
Хамăрăн пурнăçа сыхлас, çывăх çынсене хурлантарас мар тесен çак сĕнÿсене асра тытмалла:
- хĕвел çинче нумай вăхăт пулнă хыççăн шыва кĕмелле мар;
- эрех ĕçнĕ пулсан шыва кĕмелле мар;
- юнашар шыва кĕмелли ятарлă вырăн пулмасан шыв тĕпĕ таса тата çырантан вăраххăн тарăнланса пыракан вырăнсене суйламалла, шыва асăрханса утса кĕмелле;
- инçе ишсе каймалла мар, каялла килме вăй çитмесен те пултарать;
- шыв юххи тĕлне лекрĕр пулсан, ăна хирĕç ишмелле мар, ăна майлă майĕпен çыран еннелле пăрăнса пымалла.
Н. МИЛЮТИН,
район администрацийĕн ГО тата ЧС уйрăмĕн
ертÿçи.