Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккун пуриншĕн те пĕрре

10 июля 2010 г.

Паянхи рубрикăна Муркаш район прокурорĕн пулăшаканĕ, 3 класлă юрист Екатерина Николаевна Кузьмина ертсе пырать.

Социаллă учреждение тĕрĕсленĕ

Ватă çынсен тата инвалидсен çурчĕсенче пурăнакан инвалидсене памперсссемпе камăн тивĕçтермелле; Инвалидсем хăйсен пенсине тăкаклама тивĕç-и е çак ĕçĕн йĕрки пур;

В. МУХИНА.

Муркаш район прокуратури районти социаллă услугăсемпе тивĕçтерекен учрежденисене вĕсем тивĕçлĕ канăва тухнисене тата инвалидсене социаллă услугăсемпе тивĕçтерекен законодательствăна епле пăхăннине тĕрĕсленĕ. Уйрăммăн – реабилитаци хатĕрĕсемпе тивĕçтернине.

«Раççей Федерацийĕнчи инвалидсен социаллă хÿтлĕхĕ çинчен» Федераллă саккунти требованисене тĕрĕслессипе Йÿçкассинчи интернат-çурт ĕçне тишкернĕ.

Тĕрĕслев кунта инвалидсене валли хатĕрленĕ индивидуаллă реабилитаци программи тăрăх инвалидсене реабилитаци хатĕрĕсемпе тивĕçтернине палăртнă.

Федераллă законодательствăпа килĕшÿллĕн инвалидсене çак хатĕрсемпе социаллă страховани фончĕн укçи-тенкипе тивĕçтермелле. Тĕрĕслев вара çак хатĕрсене çителĕклĕ уйăрманнине тупса палăртнă. Çитмен памперссене инвалидсен укçи-тенкипе туянса тăнă. Инвалидсене вара çак тăкака саплаштармаççĕ.

Федераллă саккунти требованисене пăснăшăн Йÿçкассинчи интернат-çуртăн директорĕ тĕлĕшпе представлени тăратнă.

Саккунсăр майпа пулă тытнăшăн

Пулă тытма юраман тапхăрта та Атăл хĕрринче пулăçсене асăрхама тÿр килнĕччĕ. Вĕсене явап тыттарни пулнă-и;

Атăлтан инçе мар пурăнакансем.

Саккунсăр майпа пулă тытнăшăн РФ Уголовлă кодексăн 256 статйин 1 пайĕн «б, в» пункчĕсемпе Муркаш районĕнчи 1 " суд участокĕн миравай сучĕ М. гражданина айăплă тесе çирĕплетрĕ.

Суд ларăвĕнче М. гражданин кăçал апрелĕн 30-мĕшĕнче 19 сехет те 25 минутра Атăлăн сылтăм çыранĕнчен, Шашкар ялĕ çывăхĕнче, кимĕпе шаларах ишсе кĕрет. Шыва 60 метр тăршшĕ сĕреке пăрахать. Вăл вăхăтра шăпах пулă тытма юраман тапхăр пынă. Вăл вара çапла майпа пулă тытса йĕркене пăсать.

Патшалăха тăкак кÿнĕшĕн район прокурорĕ патшалăх интересĕсене хÿтĕлесе тăкака саплаштарма ыйтса суда иск тăратать.

Муркаш районĕн миравай судйи М. гражданина 180 сехет обязательнăй ĕç пурнăçлама çирĕплетет. Прокурор искне те туллин тивĕçтернĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика