10 июля 2010 г.
Районти шалти ĕçсен пайĕнче кашни кварталти ĕçе пĕтĕмлетсе тишкерÿ тăвасси çирĕп йĕркене тахçанах кĕнĕ ĕнтĕ. Çак кунсенче Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министрĕн çумĕ Ю.В. Шаповалов тата районти йĕркене сыхлакан органсен ертÿçисем хутшăнса пĕтĕмлетÿ турĕç. Çур çулти ĕç-хĕле район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В. Калинин тата шалти ĕçсен пайĕн ветерансен канашĕн ертÿçи Ю. Соловьев та тишкерсе сĕнÿсем пачĕç.
Вулакансене хамăр районта йĕркелĕхе сыхлас ĕç епле пынипе паллаштарма районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхне Е.И. ПЛЕЧОВА ыйтрăмăр.
– Евгений Иванович, эсир ертсе пыракан пайăн ĕçне республика шайĕнче хакланă чух чи малтанах цифрăсене тишкерсе хак параççĕ. Пире те вĕсемпе кĕскен паллаштарсамăр.
– Эпир хамăр ĕçе Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин 2009 çулхи декабрĕн 26-мĕшĕнче йышăннă 1" Директивине тĕпе хурса йĕркелетпĕр. Çавна май хамăр вăя преступленисене уçса парассине ÿстерес тесе, экстремизма, экономика преступленийĕсене тата коррупцие хирĕç кĕрешесси çине, профилактика ĕçĕ çине ытларах яратпăр. Çавăн пекех район территорийĕнче иртекен пысăк тата массăллă мероприятисенче йĕркене сыхласси те – пирĕн тĕп задачăсенчен пĕри.
6 уйăхра вара пĕтĕмпе район территорийĕнче 209 преступлени тунине палăртрăмăр. Ку пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен (225) кăшт сахалрах. Çак кăтарту патне районта пысăк мар (123) тата вăтам (57) йывăрлăхлă преступленисен шучĕ чакнипе çитме пултартăмăр. Пĕтĕмĕшле преступленисене уçса парасси пĕлтĕрхинчен ÿсрĕ, 88,7 процентпа танлашрĕ.
– Мĕнле преступленисем районта ытларах сарăлнă;
– Преступленисенчен ытларахăшĕ – вăрăлла ĕçсем тата çынна хĕненипе çыхăннсем. Кăçал тата экономикăри преступленисем те сахал мар пулчĕç. Пирĕн пай сотрудникĕсем тăрăшнипе вăрă ĕçĕпе çыхăннă преступленисене уçса парасси пĕлтĕрхинчен ÿсрĕ.
Çынна хĕнесси – çемьесенче тухакан пулăм. Ытларах сăлтавĕ эрех ĕçнинчен пуçланать. Кунта пĕр-пĕрне вĕлерессипе хăратни те юнашарах. Малтан шутланипе тепĕр çыннăн сывлăхне йывăр сиен кÿни те отчетлă тапхăрта пулман мар. Ют çыннăн хваттерĕсем те кукăр алăсене илĕртсех тăраççĕ пулас. Çавăнпа та пирĕн профилактика ĕçне татах та вăйлатма хистет çакă.
– Çул çитменнисем кăçал хăйсене мĕнлерех тытаççĕ тата; Пĕлтĕр вĕсем хăйсене питĕ «активлă» кăтартрĕç.
– Ачасемпе çамрăксем хушшинче преступлени тăвассине асăрхаттарасси, вĕсене йĕркене пăснăшăн административлă майпа явап тыттарасси тата хăйсен ачисене тивĕçлĕ воспитани паман ашшĕ-амăшне явап тыттарасси çине тимлĕх ытларах уйăртăмăр. Хальлĕхе районта çамрăксем пурĕ 4 преступлени тунине регистрацилерĕмĕр. Районти шалти ĕçсен пайĕнче вара пурĕ çул çитмен ачасем 44-ăн учетра тăраççĕ. Йывăр лару-тăруллă çемьесене те тĕрĕслесех тăма тивет. Вĕсем пирĕн патра учетра 17 çемье. Хăйсен çул çитмен ачисем пирки манса каякансем çаксем кăна мар. Ашшĕ-амăшĕ хăйĕн тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçламаншăн 106 административлă протокол çырнă.
– Маларах каларăмăр та ĕнтĕ преступленисене эрех ĕçни çул уçса парать тесе. Эрех ĕçсе йĕркене пăсни сахал мар пулĕ;
– Çак тĕлĕшпе çур çул хушшинче пирĕн сотрудниксем 1312 административлă протокол çырнă. Çавăнпа та алкоголь продукцине саккунсăр майпа çаврăнăша кăларнине хирĕç кĕрешесси пирки каламасăр хăвармалла мар пулĕ тесе шутлатăп. Иртнĕ 6 уйăхра тĕрĕслевсем ирттернĕ хыççăн пурĕ 45 çынна административлă явап тыттарнă. Йĕркене пăсакансенчен 1,5 литр этил спиртне, 2,8 литр спиртлă шĕвеке тата 1,5 литр сăмакун туртса илнĕ. Çак шĕвексем çынсен пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратнине тĕрĕслевсенче палăртнă. Çавăнпа та эрехе нимрен паха япала вырăнне хуракансен малтанах хăйсен пурнăçĕ пирки шутламалла.
– Евгений Иванович, терроризмла тата экстремизмла характерлă преступленисем ан пулччăр тесе шалти ĕçсен пайĕ мĕнлерех ĕçлесе пырать;
– Терроризмла тата экстремизмла характерлă, çавăн пекех наркотиксемпе тата хĕç-пăшалпа тăвакан саккунсăр суту-илÿ çаврăнăшĕпе кĕрешесси те пирĕн тĕп ĕçсен шутĕнчех. Профилактика ĕçĕсене туса пырасси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Чрезвычайлă лару-тăру пулман. Наркотиксемпе çыхăннă преступленисене тупса палăртман, административлă майпа 2 çынна явап тыттарнă. Хĕç-пăшалăн саккунсăр çаврăнăшĕпе çыхăннă 2 преступлени тупса палăртнă.
– Раççей Федерацийĕн Президенчĕн указĕпе килĕшÿллĕн шалти ĕçсен пайĕн тытăмне реорганизацилесси паянхи кун ума мĕнлерех ыйтусем кăларса тăратать;
– Асăннă реорганизацие икĕ çулта туса ирттерме палăртнă. Апла пулсан та кăçал ĕçре улшăнусем пулмалли паллă. Указпа палăртнă реорганизаци тытăмри ĕçченсен йышне чакарса ĕç укçине ÿстерме май туса парать. Çакна кашни сотрудниках аван ăнланать. Пирĕн пая та çак ĕç пырса тивет. Кăçал сотрудниксен хисепне кăшт чакармалла пулса тухать. Çакна шута илсех ĕнтĕ кашнин çанă тавăрса ĕçлемелле. Чи малтанах кунта пенси вăхăчĕ патне çывхарнă е выслуга çине тухнă сотрудниксем пирки сăмах пырать. Анчах та çакнашкал сотрудник, калăпăр, çамрăк, кирлĕ пĕлÿ илнĕ, çапах та ĕçре ăнăçусăр ĕçлекен сотрудникпа танлаштарсан, йĕркене сыхлас ĕçре ытларах усă пама та пултарать. Çавăнпа та кашнин тĕплĕн шухăшласа, пĕтĕм вăя хурса ĕçлемелле, тивĕçсене кирлĕ пек пурнăçламалла.
– Ĕçри кăтартусем тăрăшуллă та хастар сотрудниксем сахал маррине кăтартса парать, çапла вĕт;
– Тĕрĕсех. Çавăнпа та самантпа усă курса эпĕ пур сотрудника та хамăр районта йĕркелĕхе тытса тăрассипе тимленĕшĕн тав сăмахĕ калатăп. Уйрăмах криминаллă милици уйрăмĕн ертÿçине М.М. Мясникова, обществăри хăрушсăрлăх милици уйрăмĕн ертÿçине В.А. Григорьева, уголовлă шырав уйрăмĕн пуçлăхне О.Н. Потрякова, штаб пуçлăхне В.М. Максимова, патшалăх çул-йĕр инспекци уйрăмĕн пуçлăхне В.И. Волкова палăртнă пулăттăм. Кулленхи ĕçре тăрăшулăхпа палăракансем пурри ыттисене те çав çулпах кайма хистет. Акă оперативлă дежурнăй Н. Цветков, штаб инспекторĕ А. Кириллова, милицин участокри уполномоченнăйĕ А. Николаев, аслă следователь И. Васюхин, аслă дознаватель Л. Ядыкова тата ытти хăш-пĕр сотрудниксем хăйсен тивĕçне тÿррĕн пурнăçланипе палăрса тăраççĕ. Çамрăк сотрудниксен çак хастар ĕçтешсен ырă тĕслĕхне илмеллех, вара çитĕнÿсем кĕттермĕç.
Н. НИКОЛАЕВА