10 июля 2010 г.
«Моднăй» чÿрече шутлаттарать
Пластик чÿречесем питĕ «моднăй» пулса кайрĕç. Пурте хăнăхнă кантăксене хальхи йышшипе ылмаштарма тăрăшаççĕ. Акă çапла иртнĕ çулхи май уйăхĕнче пĕр кил хуçи 60 пин тенкĕлĕх пластик чÿречесем ларттарать. Пахалăхĕ вара япăх пулнă иккен. Çапла вара вăл чÿрече «хуçин» чеелĕхне пула тăкака саплаштарас тесе шалти ĕçсен пайĕнчен пулăшу ыйтнă. Ĕçе пурнăçличчен маларах тĕплĕн шухăшламалла çав, атту ÿкĕнмелле пулĕ.
Шыв мар, çекĕл лекнĕ
Шыв çуккипе чылайăшĕ аптăрама пуçларĕ, ку ыйту çивĕччи кăçал уйрăмах паллă. Юнкă салинчи çăл патĕнче вара харкашу та тухнă. Те шыв ăсма килнисен черечĕ тĕрĕс мар шунă ĕнтĕ, анчах та ялти пĕр арçын çăлтан шыв ăсса кăлармалли çекĕлпе çăл патĕнче хĕрарăма пуçĕнчен çапать. Сурансемпе хĕрарăмăн Мăн Сĕнтĕр больницине çитмелле пулса тухать. Шыв панишĕн тав тумаççĕ, теççĕ те, çак ĕçшĕн те тав тумаççĕ пулĕ çав.
Кашни ĕçĕн усси пур
Хорнуй ялĕнчи пĕр «разведчик» кÿршĕн мунча çенĕкĕнче савăтра спирт пулнине витĕр куçĕпе пĕрре хăнана килсенех асăрханă. Никам та ĕçмест. Мĕншĕн лартас-ха ăна пĕр усăсăр; Çапла «ăслă» шухăш пурин пуçне пырса кĕме пултараймасть çав, çаврăнăçуллисенне кăна. Спирт ĕçес текенскер ирхи тăххăрмĕш сехетре кÿршин мунча алăкне çĕмĕрсе кĕрет, анчах та спирт ку вырăнтан тарнă мĕн. Мĕнех, çăрана çĕмĕрнинчен те усси пулнă – Уголовлă кодекс статйисем пĕр вырăнтах, вĕсене никам та улăштарман.
Пичете районти шалти ĕçсен пайĕн материалĕсем тăрăх хатĕрленĕ.