Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратупа шанчăклăха упранăшăн – орден та, медаль те

07 июля 2010 г.

Паян район администрацийĕн ырă йăласен залĕнче Пĕтĕм Раççейри çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ ячĕпе уяв мероприятийĕ иртет. Кун çинчен тĕплĕнрех каласа пама район администрацийĕн культура тата архив ĕçĕсен пайĕн пуçлăхне А.Е. АНДРЕЕВĂНА ыйтрăмăр.

– Кунта 10 сехет тĕлне районти ятлă-сумлă, пĕрле чылай çул пурăнакан çемьесене те, пурнăç çулĕпе тин кăна пĕрле утма пуçланисене те йыхравларăмăр, – пĕлтерет район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А. Андреева. – Паллах район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов та çемьесене саламлать, ытти специалистсем те çавра сĕтел тавра пухăнĕç.

– Калаçу мĕн пирки пулмалла;

– Хамăрăн калаçăва эпир «Çемье – пĕтĕм пуçламăшĕн пуçламăшĕ» ятпа ирттерес терĕмĕр. Çамрăк çемьесенче куллен сиксе тухакан ыйтусем тавра та калаçăпăр. Ачасен хÿтлĕхĕ те çавра сĕтел хушшинче сÿтсе явмалли тепĕр тĕп ыйту пулĕ.

– Районта кăçал ачасен прависен уполномоченнăйĕ пулма Н.Г. Ванеркина шанса пачĕç. Апла çак уяв мероприятийĕ унсăр иртмест пулĕ;

– Çапла. «Моргаушская» чăх-чĕп фабрики» уçă акционерсен пĕрлешĕвĕн ертÿçипе Н.Г. Ванеркинпа тĕл пулăпăр. Тĕрлĕ ыйтусем пăхса тухăпăр. Унччен маларах вара çемьесем Яракри Культура çуртне çитсе курĕç, унта уява епле йĕркеленипе паллашĕç. Интереслĕ мероприяти Каршлăхра вĕçленĕ.

– Районти хÿтлĕх пайĕ пĕлтернĕ тăрăх июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн районта 50 тата ытларах çул пĕрле пурăнакан мăшăрсем 200 ытла, вĕсен шутĕнчен 60 е ытларах çул пĕрле пурăнакансем 10 ытла. Вĕсенчен хăшĕсем кăçал «Юратупа шанчăклăхшăн» медале тивĕçрĕç-ши;

– Пирĕн районта ятлă-сумлă, хисепе тивĕçнĕ мăшăрсем чăнах та питĕ нумай. Кăçал вара Шетмĕпуç ял тăрăхĕнчи Римма Михайловнăпа Алексей Петрович Петровсен, Хорнуй ял тăрăхĕнчи Раиса Романовнăпа Ефрем Никифорович Футляровсен тата Чуманкасси ял тăрăхĕнчи Тамара Николаевнăпа Иван Димитриевич Вязовсен çемйисем тивĕçрĕç. Çак медаль вăл обществăлла награда. Ăна Раççей Федерацийĕнче Çемье тата юрату кунĕн уявне ирттернĕ чух пама йĕркелÿ комитечĕ йышăннă. Медальпе 25 çултан кая мар пĕрле пурăнакан, ят-сум çĕнсе илнĕ, ачисене тĕрĕс-тĕкел пăхса ура çине тăратнă мăшăрсене чыслаççĕ.

«Юратупа шанчăклăхшăн» орден та пур. Ăна Москакасси ял тăрăхĕнчи Живойкинсем тивĕçрĕç. Орденпа вĕсене Шупашкарта наградăлаççĕ. Каламалла, республикăра çакнашкал ордена пĕрле 50 е ытларах çул пурăнакан пурĕ те 15 çемье кăна тивĕçнĕ.

Н. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика