07 июля 2010 г.
Кăçалхи октябрь уйăхĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятисемпе пуян. Октябрĕн 14–25-мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ иртмеллипе пĕрлех çак уйăхăн иккĕмĕш вырсарни кунĕнче – октябрĕн 10-мĕшĕнче – вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен представителĕсен суйлавĕ пулĕ. Унччен вара вăхăт нумаях юлмасть. Çавна май район администрацийĕн йĕркелÿпе кадрсен, право енĕпе тивĕçтерессин тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕпе Лилия Юрьевна ТАРАСОВĂПА тĕл пулса суйлава хатĕрленес ыйтусемпе кăсăклантăм.
– Лилия Юрьевна, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен çитес суйлавне хатĕрленес ĕçсене мĕнле хак панă пулăттăр; Мĕн-мĕн туса ирттернĕ çак вăхăта;
– Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавне «Об основных гарантиях избирательных прав и права на участие в референдуме граждан Российской Федерации» Федераллă саккунпа тата Чăваш Республикин «О выборах в органы местного самоуправления в Чувашской Республике» Саккунĕпе килĕшÿллĕн ирттереççĕ. Депутатсен районти Пухăвĕн тата депутатсен ял тăрăхĕсенчи Пухăвĕсен йышăнăвĕсемпе килĕшÿллĕн депутатсене суйлассипе суйлав округĕсен схемисене палăртса хунă. Июлĕн 11–21-мĕшĕсенче халăх суйлакан органсен йышăнăвĕсемпе суйлав ирттересси пирки палăртĕç.
– Камсене-камсене суйлăпăр-ха çитес суйлавра; Урăхла каласан, суйлавçăна алла миçе бюллетень парĕç;
– 2010 çулхи октябрь уйăхĕнче пирĕн вăрттăн сасăласа ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕсене тата депутатсен ял тăрăхĕсенчи Пухăвĕсен депутачĕсене суйламалла пулать.
– Кандидатсем тăратас ĕç мĕнле пырать-ха; Кандидатсене партисенчен кăна тăратаççĕ-и е уйрăм çынсем хăйсем те хăйсен кандидатурисене сĕнме пултараççĕ;
– Кандидатсене тăратас ĕç суйлав ирттересси пирки официаллă документ пичетленсе тухнă кунран тытăнать те суйлавччен 40 кун маларах вĕçленет. Суйлав пĕрлешĕвĕсен кандидатсем тăратма право пур. Çавăн пекех саккунпа килĕшÿллĕн çынсем хăйсем те хăйсен кандидатурисене сĕнме пултараççĕ.
Пĕр мандатлă суйлав округĕнче суйлав пĕрлешĕвĕ пĕр кандидат кăна сĕнме пултарать. Политика партийĕсем кандидатсене «Политика партийĕсем çинчен» Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн регионсенчи тата вырăнсенчи уйрăмсен конференцийĕсенче вăрттăн сасăласа тăратаççĕ.
Çынсем хăйсен кандидатурисене хăйсем тăратнă чухне кун пирки территори суйлав комиссине пĕлтерме тивĕç. Кунпа пĕрлех кандидатшăн алă пуснисене пуçтармалла. Алă пуснисене пухмалли хутсене саккунпа килĕшÿллĕн туса хатĕрленĕ. Кандидата регистрацилеме округ территорийĕнче регистрациленĕ суйлавçăсен 1 процентĕнчен кая мар (депутат кандидачĕ валли) алă пусни кирлĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулма кандидата регистрацилеме кунти ял тăрăхĕнчи суйлавçăсен 1 процентĕнчен кая мар алă пусмалла. Пур кандидатсен те прависем пĕр пек тата вĕсен тивĕçĕ те пĕр пекех. Кандидатсен ячĕпе вĕсен тивĕçĕсене пурнăçлама уполномоченнăй представительсем тата шаннă çыннисем пулма пултараççĕ.
Муркаш районĕнче вырăнти самоуправлени органĕсен суйлавне ирттерессипе районти территори суйлав комиссийĕ ĕçлет. Халăх суйлакан органсем – депутатсен Пухăвĕсем ыйтнипе Чăваш Республикинчи Тĕп суйлав комиссийĕн йышăнăвĕпе муниципаллă суйлав комиссийĕсен тивĕçĕсене пурнăçлассине Муркаш районĕнчи территори суйлав комиссийĕ çине хунă. Вăлах округсенчи суйлав комиссийĕсен полномочийĕсене те пурнăçлать (25 – депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕсене суйлассипе, 185 – депутатсен ял тăрăхĕсенчи Пухăвĕсен депутачĕсене суйлассипе, 16 – ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене суйлассипе).
Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавне хатĕрленсе ирттерессипе территори суйлав комиссийĕ хăйĕн ĕç планне туса хатĕрлесе çирĕплетнĕ ĕнтĕ. Комисси суйлав кампанийĕ епле пыни, суйлав ĕçĕ-хĕлĕ, кандидатсем, суйлав пĕрлешĕвĕсем пирки пĕлтерсех тăрĕ.
В. ШАПОШНИКОВ
калаçнă.