Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрханăр, шăрăх!

07 июля 2010 г.

Çанталăк вăрах вăхăт питĕ шăрăх тăрать. Çакнашкал çанталăкра сехечĕ-сехечĕпех хĕртсе пăхакан хĕвел айĕнче çÿреме е тата пăчă пÿлĕмсенче ларма хушмаççĕ специалистсем. Уйрăмах çителĕклĕ шыв ĕçме май çук, хăвăр синтетика материалĕсенчен çĕленĕ тумтир тăхăннă пулсан, ÿте хĕвел пайăркисенчен хÿтĕлеме пулăшакан крем сĕрмен, шĕлепке-тутăрсăр пулсан тата ытти те.

Пуç ыратма пуçлани, вăй пĕтсе килни, ăш пăтранни – çаксем пĕтĕмпех хĕвел «çапса ÿкернин» малтанхи паллисем. Çакăн çине алă султăр пулсан хăвăра татах та япăхрах туйма пуçлатăр, ÿт-пÿ температури те 40 градуса çитсе ытларах та хăпарса кайма пултарать. Çапла вара ÿт вĕриленсе каять, типĕ пулать, йывăртарах лару-тăрусенче çын тăн çухатса ÿкме те пултарать.

Мĕн тумалла-ха кун пек чух;

Малтанах вăрипе аптăранă çынна сулхăн вырăна илсе çитермелле, пуçĕ çине шывпа йĕпетнĕ татăк хумалла, шыв ĕçтермелле (сиввине мар!). Курăксенчен вĕретнĕ чей е минераллă шыв та ĕçтерме юрать. Çынна пĕтĕмпех нÿрĕ татăкпа чĕркеме май пур пулсан çапла тумалла та. Вăл тăнне çухатнă пулсан аммиакпа йĕпетнĕ ватăна сăмси патĕнче енчен енне сулласа илмелле. Пулăшас тенĕ чух аптăранă çыннăн пуçĕ айне ал айĕнчи япаласемпе усă курса минтер туса хумалла. Çын пачах та сывламасть тата унăн чĕре таппине сисместĕр пулсан тÿрех искусствăлла майпа сывлаттармалла, чĕре тĕлĕнчи ÿте сăтăрса çемĕçтермелле. Паллах, васкавлă пулăшу чĕнмелле.

Хĕвел е ăшă антăратни ытларах ачасен тата ватă çынсен пулма пултарать. Çавăнпа та шăрăхра урама тухма ан васкăр. Мăнтăрккарах çынсен, чĕре тымарĕсен тата эндокринлă чирсемпе аптăракансен, эрех ĕçекенсен çакăн пирки чи малтан шутламалла.

Урама тухнă чухне шĕлепке-тутăрсăр тухмалла мар, е хăвăрпа пĕрле зонт илмелле. Май пур пулсан 10 сехетрен пуçласа 15 сехетчен пÿлĕмрех пулма тăрăшăр. Специалистсем шăрăх кунсенче кăнтăр апатне чакарма сĕнеççĕ, уйрăмах çуллă апат пулсан. Ытларах çиессине вара каçхи апата хăвармалла. Кунĕпех час-час шыв ĕçмелле (сиввине мар!), симĕс чей е минераллă шыв пулсан аванрах, курăксенчен вĕретнĕ чей те усăллăрах. Шăрăх кунсенче алкоголь продукцине ĕçме юрамасть.

Шупашкар хулинчи сывлăх сыхлавĕн

управленийĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика