03 июля 2010 г.
Кăçалхи хыçа юлнă тапхăрта лару-тăру мĕнлерех-ха; Çак тата ытти ыйтусемпе кăсăкланса районти шалти ĕçсен пайĕн патшалăх çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекци уйрăмĕн пуçлăхне В.И. ВОЛКОВ милици майорне тĕл пулăва чĕнтĕмĕр.
– Владимир Ильич, мĕнлерех лару-тăру паян пирĕн районти çул-йĕрсем çинче;
– Çулталăк пуçланнăранпа ултă уйăх хыçа юлчĕ. Çак тапхăрта çулсем çинчи лару-тăру лăпкă пулмарĕ тесе каламалла. Ултă уйăхра пирĕн район территорийĕнче пурĕ 22 авари пулса иртрĕ. Танлаштарса пăхма: пĕлтĕрхи çак тапхăрта çулсем çинче пурĕ 23 инкек сиксе тухнăччĕ. Кăçал Мускав – Уфа çул çинче 9 инкек пулчĕ, республика пĕлтерĕшлĕ çулсем çинче – 4, вырăнти çулсем çинче – 9.
Кăçалхи çур çулта тăхăр çыннăн пурнăçĕ çул çинчи хăрушсăрлăха пăхăнманнине пулах вăхăтсăр татăлчĕ, вăтăр виççĕн суранланчĕç.
– Аварисен сăлтавĕсене тишкерес пулсан;
– Аварисен сăлтавĕсенчен пĕри – водительсем руль умне ÿсĕрле ларни. Шетмĕпуçĕнчи çамрăксем аварие лексе пурнăçран уйрăлни питĕ тарăн йĕр хăварчĕ. Çав тĕслĕхре те руль умĕнче ÿсĕр водитель пулнине аса илтерес килет. Иртнĕ тапхăрта пурĕ 40 водителе асăннă сăлтава пула тытса чарнă.
Тепĕр сăлтав – пысăк хăвăртлăхпа çÿрени. Çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене пăснăшăн 70 процентне яхăн шăпах çак сăлтава пула явап тыттармалла тунă. Анчах та ман шутпа пысăк хăвăртлăхпа çÿрекенсене паракан штраф виçисем водительсене ытлах сисĕнмеççĕ пек туйăнать. Протокол çырса, сăмахран, 100 тенкĕ штраф тÿлесси йĕркене пăсни çинчен мантарса ярать пулас. Çавăнпа та çул-йĕр çинчи йĕркене çапла майпа пăсакансем валли явап пысăкрах калăпăшлă кирлĕ тесе шутлатăп. Иртнĕ ултă уйăхра пурĕ 876 водителе ирĕк панинчен пысăкрах хăвăртлăхпа çÿренĕшĕн административлă майпа асăрхаттарнă.
Çуран çÿрекенсем ятарлă вырăнсенче çул урлă каçманни те хăйĕннех тăвать. Çулсем çинчи инкексенчен яланах асăрхаттаратпăр пулин те, пурпĕр нумайăшĕ çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмасть. Çакă вара çынсен культура шайĕ пĕчĕк пулнине те кăтартса парать.
– Икĕ çул каялла йышăннă саккунпа килĕшÿл-лĕн ятарлă тĕрĕслевре водителĕн организмĕнче 0,3 промилле таран алкоголь палăрать пулсан унăн руль умне ларма юратчĕ. Халĕ вара Патшалăх Канашĕ çакна пăрахăçлассипе эрне кун çĕнĕ саккун йышăнчĕ.
– Ман шутпа ку питĕ тĕрĕс. Организмри 0,3 промилле алкоголе акă мĕнле пăхма пулать: водитель е çур литр сăра, е 40 грамм водка, е тата пĕр бокал хĕрлĕ эрех ĕçнĕ те çула тухнă. Çĕнĕ саккун вара çак нормăна пăрахăçлаттарать. Водительсем сăлтава йÿçĕтнĕ сĕт-турăх е спиртпа хатĕрленĕ эмел ĕçнипе ăнлантарма пултарĕç. Анчах та алкотестер юнра спирт пуррине кăтартас пулсан водителĕн сахалтан та пĕрре ĕçнĕ чух тÿрех 3 литр квас е турăх ĕçмелле. Апла пулсан лару-тăру мĕнле пуласси пурне те паллă пулĕ тетĕп: водительсен руль умĕнче яланах урă пулмалла.
– Пĕрремĕш медицина пулăшăвне пама кашни машинăрах аптечка пур. Июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа вара унти эмелсен тата медицина хатĕрĕсен пуххи улшăнчĕ. Çакăн пирки кăшт тĕплĕнрех пĕлтерсен аванччĕ.
– Июлĕн 1-мĕшĕнчен аптечкăсене çĕнĕлле пухассине ĕçе кĕртме пуçларĕç. Малтанхи стандартлă медицина препарачĕсен пуххинчен сурансене çыхмалли хатĕрсем кăна юлаççĕ. Çул çинчи инкекре ытларахăшĕ юн нумай кайнипе вилсе каять. Çакна Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин медицина пулăшăвĕн департаментĕнче те çирĕплетеççĕ. Çапла вара малтанхи аптечкăсенчи бинт тепĕр чух пĕр çыннăн суранĕсене те çыхма çитмен. Темиçен пулсан вара; Çĕнĕ йышши аптечкăсем сутма пуçланă та ĕнтĕ.
– Каникул вăхăчĕ çул-йĕр çинче пуринчен те татах та пысăкрах тимлĕх, асăрханулăх ыйтать. Ачасем хутшăннипе çулсем çинче ку тапхăрта миçе инкек пулчĕ-ха;
– Ачасем хутшăннипе пурĕ пĕр инкек сиксе тухрĕ. Вĕсенче пĕр ача суранланчĕ. Çуллахи вăхăтра вара чăнах та водительсен те, ачасен хăйсен те питĕ тимлĕ пулмалла. Водительсен 12 çул тултарман ачасене машинăра ятарлă креслона лартса çеç илсе çÿреме юрать. Çакăн çине эпир пысăк тимлĕх уйăратпăр. Йĕркене пăхăнманнисен 500 тенкĕ штраф тÿлеме тивĕ. Ашшĕ-амăшне те ачисене çул-йĕр çинче хăйсене мĕнле тытмаллине аса илтерсех тăма ыйтас килет. Асăрхануллă пулмасан, çул çинчи хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмасан ĕмĕрлĕхех юлакан сурансем те пулма пултараççĕ. Çул-йĕр пуринчен те тимлĕх ыйтать.
Манăн вара самантпа усă курса хамăн ĕçтешсене паянхи професси уявĕпе саламлас килет. Ĕçре ăнăçусемпе çитĕнÿсем, çемйĕрсенче килĕшÿпе тăнăçлăх пултăр.
Н. НИКОЛАЕВА.