03 июля 2010 г.
Нумаях пулмасть Пĕтĕм Раççейри 2010 çулхи халăх çыравне ирттерессипе ĕçлекен районти комиссин ларăвĕ иртрĕ. Унта çак ответлă мероприятипе çыхăннă паянхи ыйтусене сÿтсе яврĕç. Пĕтĕмĕшле илсен, хатĕрленÿ ĕçĕсем япăх пыраççĕ темелле мар. Çапах та хальхи экономика кризисĕн тапхăрĕнче ума тухса тăракан хушма йывăрлăхсем те пулаççех. Çавăнпа та халăх çыравне ирттерес енĕпе ĕçлекен пирĕн район уполномоченнăйĕпе А.С. ВОЛКОВПА тĕл пулнă май вĕсем пирки тĕплĕнрех чарăнса тăма ыйтрăм.
– Унччен пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ, хальхи вăхăтра халăх çыравне хутшăнмаллисен списокне 36244 çынна кĕртнĕ. Çырав ирттерме районта çырав участокĕсем 6, инструктор участокĕсем 23, шутлав участокĕсем 91, стационарлă участоксем 12 туса хунă. Районĕпе пĕтĕмпе çырав, инструктор, шутлав участокĕсене пĕрлештернисем 6, инструктор тата шутлав участокĕсене пĕрлештернисем 10 ĕçлĕç.
Паянхи куна илес пулсан участоксем валли ĕçлеме вырăнсене пурне те тупса палăртнă, вĕсем пирки ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе килĕшсе татăлнă. Ял тăрăхĕсем тăрăх çырав, инструктор, шутлав тата стационар участокĕсем çак адрессемпе вырнаçнă: Уйкас Янасал ял тăрăхĕ – Ваçкассинчи вĕрентÿпе культура центрĕ, Мăн Сĕнтĕр – Мăн Сĕнтĕрти администраци çурчĕ, Ильинка – Тренккăри Культура çурчĕ, Катькас – Катькассинчи Культура çурчĕ, Муркаш – Муркашри касса пункчĕ, Москакасси – Москакассинчи Культура çурчĕ, Оринин – Патаккассинчи администраци çурчĕ, Çатракасси – Çатракассинчи библиотека, Турай – Турайри администраци çурчĕ, Хорнуй – Хорнуйри администраци çурчĕ, Чуманкасси – Чуманкассинчи Культура çурчĕ, Шетмĕпуç – Шетмĕпуç ялĕнчи библиотека, Юнкă – Юнкă ялĕнчи клуб, Йÿçкасси – Йÿçкасси ялĕнчи клуб, Ярапайкасси – Ярапайкасси ялĕнчи клуб, Ярославка – Ярославка ялĕнчи клуб.
2010 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне хатĕрленсе ирттерессипе ĕçлекен Правительство комиссийĕн йышăнăвĕпе çырав ирттерме пÿлĕмсем арендăна илме, вĕсене сыхлама, транспорт тата çыхăну услугисемпе тивĕçтерме каякан тăкаксене саплаштармалли нормăсене нормативсене кура çирĕплетнĕ. 2010 çулта пÿлĕмсене сыхлассипе çыхăннă тăкаксене туллин тивĕçтереççĕ: талăкĕпех дежурство тăнă чухне 340 тенкĕ чухлĕ. Пĕрлештернĕ участоксене 39 талăкшăн тата инструктор участокĕсене 33 талăкшăн. Çавна валли районĕпе пĕтĕмпе 191760 тенкĕ уйăрма пăхнă.
Çыхăну услугисен тÿлевне палăртнă чухне тариф планĕсене тĕпе хураççĕ. Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн министерстви тĕрĕслевлĕ цифрăна 12960 тенкĕ тесе палăртрĕ: пĕрлештернĕ участоксем валли талăкне 18 тенкĕ те 46 пус, 62 талăк валли 6868 тенкĕ те 62 пус; инструктор участокĕсем валли 33 талăкшăн 6092 тенкĕ.
Транспорт услугисемшĕн каякан тăкаксене пĕтĕмĕшлехи тăкаксен 18 проценчĕ чухлĕ палăртрăмăр. Кунта чи малтанах çунтармалли-сĕрмелли материалсемшĕн тÿлессине кĕртетпĕр. Транспорт услугисем валли пĕтĕмпе 264000 тенкĕ палăртса хунă. Ку вăл 6 çырав участокĕ валли 40 куншăн 1100-шер тенкĕ. Çурт-йĕр арендишĕн 5 процент чухлĕ уйăратпăр. Ку вăл кашни тăваткал метр пуçне 3 тенкĕ те 30 пуспа шутласан 46332 тенкĕпе танлашать. Аренда вăхăчĕ пĕрлештернĕ участоксем валли 62 талăк тата инструктор участокĕсем валли 33 талăк.
Паянхи куна Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне хутшăнакансен малтанхи списокне палăртнă. Çак ĕçе вăхăтлăх хутшăнакансемпе гражданла право килĕшĕвĕсем тăватпăр. Килĕшÿсем çине патшалăх статистикин территори органĕн уполномоченнăйĕ тата ĕçе вăхăтлăх илекен алă пусаççĕ.
Çырав участокĕсен заведующийĕсем пулма вăхăтлăх ĕçченсене 2010 çулхи сентябрĕн 13-мĕшĕнчен тытăнса ноябрĕн 11-мĕшĕчченхи тапхăршăн 60 кунлăх йышăнатпăр. Çырав участокĕсен заведующийĕсем пулма опытлă çынсене суйласа илнĕ, вĕсенчен ытларахăшĕ çырав тата суйлав кампанийĕсене пĕр хут кăна мар хутшăннă. Инструкторсене 31 кунлăх (октябрĕн 4-мĕшĕнчен тытăнса ноябрĕн 3-мĕшĕччен) йышăнатпăр. Тĕп çыравçăсем тата стационарлă участоксен çыравçисем октябрĕн 8-мĕшĕнчен тытăнса октябрĕн 29-мĕшĕччен пĕтĕмпе 22 кун ĕçлеççĕ.
Ĕç графикĕпе килĕшÿллĕн çырав ĕçне хутшăнакансене вĕрентессине йĕркелетпĕр. Вĕсем çырав епле иртесси, документсене мĕнле йĕркепе тата хăш вăхăтра çырса хатĕрлесси пирки пĕлÿ илĕç. Çак ĕçсене ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă 2 çынна, вĕренÿ заведенийĕсем урлă 13 çынна, предприятисемпе организацисенчен тата учрежденисенчен 68 çынна, социаллă служба тата обществăлла организацисен ĕçченĕсене 7 çынна, ял тăрăхĕсен администрацийĕсен ĕçченĕсене 24 çынна, вăхăтлăх ĕçлеменнисене тата пенсионерсене 38 çынна явăçтаратпăр. Вăхăтлăх ĕçченсене 152 çын суйласа илмелле пулсан, çавăн чухлех хатĕрленĕ ĕнтĕ. Çыравпа çыхăннă ыйтусене пурне те вăхăтра татса пама тăрăшатпăр.
В. ШАПОШНИКОВ калаçнă.