Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тивĕçлĕ мерăсем йышăнас пулать

03 июля 2010 г.

Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, пур йышши харпăрлăхлă ял хуçалăх предприятийĕсен, хресчен тата фермер хуçалăхĕсен ертÿçисене, килти хушма хуçалăх ĕçченĕсене!

Кăçалхи типĕ тата шăрăх çанталăк ял хуçалăх производствинче критикăлла лару-тăру туса хучĕ. Ку вăл çурхи тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсен, çĕр улмин, выльăх апачлĕх пулса тăракан пĕр çул тата нумай çул ÿсекен курăксен ÿсĕмĕшĕн тата аталанăвĕшĕн чăрмав кăларса тăратрĕ.

Çавна май «Пĕрлĕхлĕ Раççей» («Единая Россия») партин Муркаш районĕнчи вырăнти политканашĕ агропромышленность комплексĕн предприятийĕсене тата районта пурăнакансене чĕн-се калать. Хатĕрлесе хăварнă мĕн пур выльăх апачĕн ревизине туса ирттерес пулать. Выльăхсене хĕл каçарма тата çулла кĕтÿре çÿретнĕ тапхăр валли апат мĕн чухлĕ кирлĕ пулнине палăртмалла. Улăхсенче, çыр-ма-çатрасенче, вăрман уçланкисенче, çул хĕррисемпе, усă курман çĕр пайĕсем çинче выльăх апачĕ хатĕрлессине йĕркелемелле.

Уйсене пăхса тухмалла тата çурхи тĕш тырă культурисем, выльăх апачлĕх акса хăварнă пĕр çул ÿсекен пучахлă, пучахлă тата пăрçа йышши курăк хутăшĕсем епле шайра пулнине палăртмалла. Пĕр çул ÿсекен курăксене пĕр тăхтаса тăмасăр утăлăх тата сенажлăх пухса кĕртмелле. Ÿсĕм тапхăрне те пăхса тăмалла мар. Хальхи çанталăк условийĕсенче пĕр çул ÿсекен курăксен пучах масси çине мар, курăк масси çине ытларах тимлĕх уйăрни тĕрĕсрех.

Пĕр çул ÿсекен курăксене пухса илнĕ лаптăксенче дисковани тата культиваци туса ирттерсе çĕре хатĕрленĕ хыççăн пĕр çул ÿсекен пучахлă, пучахлă тата пăрçа йышши культурăсен хутăшĕсене акса хăварас ĕçсене туса ирттермелле. Опыт кăтартса панă тăрăх çулла акса хăварнă çурхи пучахлă культурăсен тата курăксен хутăшĕсем симĕс масса япăх мар туса илме май параççĕ. Кĕрхи кунсенче мăйракаллă шултра выльăхсене иртерех çитерме симĕс апатлăх ыраш акса хăварма юрать.

Обществăлла пур пĕрлешÿсене те выльăхсем валли апат хатĕрлессипе кирлĕ пулăшу пама чĕнсе калатпăр.

Ю. ИВАНОВ,

«Единая Россия» партин Муркаш районĕнчи вырăнти политканашĕн секретарĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика