30 июня 2010 г.
Эпир, Кашмаш ялĕнче пурăнакансем, 10 çултан кая мар ĕнтĕ ĕçмелли шыв çитменнипе аптăратпăр. Шывĕ вăл çу кунĕсем çитсен ĕçме çеç мар, тем тума та питĕ кирлĕ. Кĕпе-йĕм çума та, мунча хутса çăвăнса тасалма та, выльăх-чĕрлĕхе ĕçтерме те. Çырминче пирĕн пĕр пĕве те çук. Çак виçĕ çухрăма тăсăлакан ялта та пĕр пĕве çук. Кам килсе туса парĕ вăл пĕвене; Хур-кăвакал чăмма мар, сиксе каçмалăх шыв пулинччĕ. Шыв башни шывсăр юлмарĕ пулĕ те, анат тата ту енче пурăнакансем шывсăр лармаççĕ. Вĕсем пахчисене те шывпа шăвараççĕ. Çĕр улми таранах. Пирĕн вара, ял варринче пурăнакансен, мĕншĕн çак асапа тÿсмелле;
Ытти çулсенче те шыв çукки пулман мар. Анчах та ку таранчченех шывсăр пурăнман. Кăçал çÿлтен те çуса памарĕ, тем вăхăтран варах çумăрсем çук.
Кам хуçа шывпа тивĕçтерессипе; Пĕрлешÿллĕ хуçалăх-и, ял тăрăхĕ-и; Шывпа усă курнăшăн тесе пире пĕлтĕр те вăйпа тенĕ пекех алă пустарчĕç, кăçал та çав хуйхах пирĕнтен уйрăлмасть. Çăва тухсанах çак хуйхă пырса çапать ял халăхне. Пĕлтĕр те шыва колонкăран ăсса усă курман пулсан та, укçине тытса юлчĕç ĕç укçинчен. Пĕр курка та ăсса курман эпир колонка шывне.
Килти пахчара икĕ çул каялла çăл алтрăмăр. Юрать вăл пур пирĕн. Хăшĕсен вăл çук вĕт-ха. Килте çăл пулмасан чун тухать вĕт. Çулла пушшех те нумай кирлĕ шывĕ. Пур ÿсен-тăранĕ, пахча çимĕçĕ шывсăр аптăрать, пурте шыв ыйтаççĕ.
Килти çăлти шывпа усă курни шутра мар иккен. Колонка шывĕн пăрăхĕ киле кĕрет пулсан, шывĕ пымасан та шывпа усă курнă шутланать имĕш. Укçа тыттарас темесен çав пăрăхсене татса тухмалла терĕç пĕлтĕр хуçалăх кантурне шыв ыйтăвĕ пирки калаçма кайсан. Ял тăрăхĕн администрацийĕнчен килте çăл пурри пирки справка та илсе кайса кăтартрăм. Ку справка ниме те пĕлтермест терĕç. Ытти çулсенче шывĕ çÿлтерехре пулмасан та, аялта та пулин пурччĕ. Ниçта шыв çукран çав шăтăкран ăснинех ĕçнĕ, вилмен уншăн.
Ялта шывсăр ларнине пула кил питĕрсе тухса утма та хăрамалла. Каçхине çывăрма выртма та хăракан пултăмăр. Хальхи вăхăтра ни ял хуралĕ çук. Малтанхи вăхăтра черетпе ял хуралĕ тăнă урамра. Шакки тăни тетчĕç ăна ун чухне. Тата пушарнăйсем килĕрен тĕрĕслесе çÿретчĕç: кăмака мăрйисем юсавлă-и, каткара шыв пур-и т. ыт. те.
Халĕ вара никама та нимĕн те кирлĕ мар пулас. Укçа сăптăрма çеç манмаççĕ. Таçта пĕве пекки пулсан та ăна та уйрăм çынсем карта тытсах, табличка çаксах, «частная собственность» тесе хур-кăвакала та ишме те кĕртмеççĕ. Мĕнле пулать вара вăл; Пĕвине ун пек пулсан хăйсен пахчинче чавса тутарччăр. Никам та килсе тĕрĕслемест çакна. Е курсан та курмăш пулаççĕ-ши;
Питĕ нушаллă пурăнатпăр шыв çуккипе. Кам ответлă кун пирки; Тархасшăн килсе пăхăр, тĕрĕслĕр. Анчах та çырури сăмахсенче суя çук.
Хĕлле вара çанталăк сивĕ тăнă пирки урамран кĕрекен шыв çулĕсем нумайăшĕн шăнса ларчĕç. Çăва тухсан та шывĕ пулмарĕ. Пирĕн пĕр сĕнÿ пур: çак пысăк ялта тепĕр шыв башни лартма май çук-ши; Миçе çул ĕнтĕ шывсăр аптăратпăр вĕт-ха. Темрен тем пуласран сехре çук. Кашмаш ялĕ вĕт ялан çуннă. Мĕнле никама та хăратмасть çак ыйту. Турă сыхлатăр çеç пире çак инкекран, Турă астутăр.
Çакăн пек пысăк ял шывсăр ларни нимĕнле пуçлăха та канăçсăрлантармасть-ши вара; Ни пĕви, ни çăлĕ çук пирĕн ялта. Хăть пĕвисене тутарасчĕ. Ĕлĕк пулсан (вунă çул каяллине халĕ ĕлĕк тетпĕр) çурхи ĕçсем вĕçленсен пĕвесем тума çырмана улăм тиесе пыраттăмăр, вăрмантан çапă касса килеттĕмĕр. Тунă пĕвисем хăть çу каçма кăна чăтнă пулсан та, кашни çулах пĕвесем пĕвелеттĕмĕр. Кам килсе туса парĕ халĕ пире пĕве; Ют ялсенчен килсе туса парĕç-ши; Çавна кĕтсе пурăнаççĕ-ши пуçлăхсем;
Ял тăрăхĕн администрацийĕ хăш хуçалăхра миçен пурăнни пирки списоксем тăратать. Килти хуçалăхра миçен пурăннине, мĕнле выльăх тытса усранине вĕсем лайăх пĕлеççĕ. Шывшăн укçа тытма кирлĕ-çке-ха вĕсем. Анчах та шывĕ çук. Курман эпир ăна.
Урамра шыв çуккине кура кам ăçтан пĕлет, çавăнтан кÿрсе килет шывне. Хăшĕсем автомашинăсем хыçне прицепсем кăкарса бидонсемпе кÿршĕ ялсенчен турттараççĕ, транспорт çуккисем çырмана çăл куçа каяççĕ. Кам çĕклемпе, кам канистрăсемпе. Тата килтен тухса çÿреймен пĕччен ватăсем те пур вĕт, чунĕ тухать вĕт вĕсен шывсăр.
Ыйту пирĕн патра анчах мар пулин те, питех те çивĕч. Кун пекех пурăнса май çук. Тен хулари хваттерсенчи пек килĕрен шыв счетчикĕсем лартса памалла;
Чунтан тархасласа ыйтатпăр çак çырăва хаçатра пичетлесе кăларма. Хут çинче çеç ан юлтăрччĕ çакăнта хускатнă ыйту. Эпир укçашăн мар, чун ыратнипе çыратпăр. Çак çыру çинчи сăмахсем пурте тĕрĕс тесе алă пусатпăр.
Т.А. ПОЛИКАРПОВА, Е.Е. ДЕМЬЯНОВА,
Е.А. ТИХОНОВА,
Р.М. ПАРКОВА,
З.Г. СУРИКОВА.
(Пурĕ 38 çын алă пуснă).