30 июня 2010 г.
Паянхи экономика кризисĕ вăхăтĕнче тĕрлĕрен предприятисене ура çинче тытăнса тăма тата малалла аталанса пыма çăмăл мар. Ахальтен мар ĕнтĕ унта та кунта промышленность, вĕсемпе пĕрлех ял хуçалăх предприятийĕсем пысăк йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ тĕслĕхсене кунсеренех курма пулать. Кун пек йывăрлăхсенчен районти предприятисем те айккинче тăрса юлаймаççĕ. Çавна май район бюджетĕнче пухăнакан укçа-тенкĕ шайĕ те хальхи вăхăтра чакса кăна пырать тесен те йăнăш пулмасть.
Мĕн тумалла-ха лару-тăрăва кăшт та пулин лайăхлатас тесен; Унсăрăн районта пурăнакансен пурнăç шайне те лайăх еннелле улшăнусем кĕртме хĕнтерех вĕт-ха. Ман шутпа çак ĕçре усă курман резервсем çук мар. Район бюджетне укçа-тенкĕ хывас ĕçре районти Муркашпа Мăн Сĕнтĕр райповĕсен тÿпи пĕчĕкех мар. Анчах та вĕсен ĕçĕнче хальлĕхе кунта ĕçлекенсенчен кăна килмен чăрмавсем те пур-ха. Магазинсенче пăхатăн та тĕлĕнетĕн: ăçтан кăна илсе килнĕ таварсене сутмаççĕ пулĕ. Уйрăмах ĕçмелли тата çимелли продуктсем нумай. Нумайăшне çак райпосен ĕçченĕсем те туса кăлараççĕ вĕт-ха. Тĕслĕхрен, тĕрлĕ йышши ĕçмелли пылак шыва, пĕремĕк, печени, сушкă тата ытти йышши нумай продукта Мăн Сĕнтĕрти çăкăр завочĕ туса кăларать. Кунсăр пуçне аш-пăшран хатĕрленĕ тĕрлĕрен продукта илес пулсан... Е тата çăкăр, батон, булка таврашĕсене икĕ райпо ĕçченĕсем те хулара е ытти çĕрте туса хатĕрлекенсенчен япăхрах туса кăлараççĕ теме май çук. Райпосенчи ĕçченсем тăрăшуллă, халăха лайăх таварпа тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Тата хăйсен ылтăн аллисемпе тунă таварпа районта пурăнакансене кăна мар, ытти вырăнсене тухса çÿресе те тивĕçтереççĕ.
Паянхи куна вара суту-илÿ ĕçĕ-хĕлĕпе райпосем çеç çыхăнман. Ку тĕлĕшпе ĕçлекен уйрăм çынсем е предпринимательсем те сахал мар. Малтанхи вăхăтра пулсан ун пеккисене урăхларах ятпа чĕнетчĕç. Паллах, мĕнле калани нимех те улăштармасть, вĕсем те халăх ыйтнине тивĕçтереççĕ вĕт-ха. Районти ваккăн сутакан тавар çаврăнăшĕн калăпăшне илес пулсан вара вĕсен тÿпи ÿссе кăна пырать. Анчах та район бюджетне хывакан укçа-тенкĕ калăпăшĕпе çакă шайлашуллах пулса пымасть-ха.
Ку, паллах ĕнтĕ, икĕ тĕрлĕ бухгалтерипе тата ытти йышши «çĕнĕлĕх-семпе» çыхăнни иккĕлентермест. Апла пулин те манăн суту-илÿ ĕçченĕсене ытларах хамăр райпосем е тĕрлĕрен ытти йышши предприятисем туса кăларакан продукци сутма сĕнес килет. Хальлĕхе вара çăкăр таранах хулара туса кăларакан таварсене сутакансем пур. Çакă вăл район çыннисен укçи-тенкине района аталантарма хывас вырăнне хулана е ытти çĕре ăсатни пулать.
Малтан пулсан патриот, патриотизм теттĕмĕр. Çак сăмахсен пĕлтерĕшĕ вăл Тăван çĕр-шывпа кăна мар, тăван районпа та çыхăннă. Район вăл кунта пурăнакан кашни çыншăн – пĕчĕк Тăван çĕр-шыв. Çавăнпа та унăн аталанăвĕшĕн, ачасен пуласлăхĕшĕн кашнин тата пур майсемпе те тăрăшмалла. Май пур таран район çыннисене хамăрăн экологи енчен таса продукципе ытларах тивĕçтерсе район бюджетне пуянлатас тесе кашни предпринимателĕн тăрăшмалла.
П. ВОРОБЬЕВ,
депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ.