30 июня 2010 г.
Паянхи кăларăма Муркаш район прокурорĕ, юстицин кĕçĕн советникĕ Сергей Александрович ФИРСОВ ертсе пырать.
Парăмсем çук
Учительсене хавхалантару пайĕн укçине тÿлессипе Муркашри вăтам шкулта пăтăрмахсем пулнине илтнĕччĕ. Ку тĕрĕсех-и;
С. ВАСИЛЬЕВА, Г. КУЗЬМИНА.
Район прокуратури пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕрентÿ учрежденийĕсенче педагогика ĕçченĕсене 2010 çулхи хыçа юлнă тапхăрта хавхалантару пайĕн укçине тÿлесе тăрассине тĕрĕсленĕ.
Тĕрĕслев вăхăтĕнче «Муркашри вăтам шкул» муниципаллă вĕрентÿ учрежденийĕнче Раççей Федерацийĕн Ĕç кодексĕн 136 статйин 6 пайне пăснине тупса палăртнă. Асăннă шкулта ĕçлекенсене 2010 çулхи апрель уйăхĕшĕн тÿлемелли 280578,46 тенкĕ парăм пурри çиеле тухрĕ. Вăл шутра 189681,08 тенкĕ – хавхалантару пайĕн укçи.
Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕпе Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕ ячĕпе çитменлĕхсене пĕтерме представлени тăратрăмăр, 1 " суд участокне 67 ĕçлекене 240946 тенкĕ ĕç укçине шыраса пама суд приказĕсем кăларма заявлени çыртăмăр. Прокурорăн иск ыйтăвĕсене суд ларăвĕчченех пурнăçланă.
Вăхăтра тÿлемелле
Ĕç укçин калăпăшне кăтартакан расчет листине вăхăтра паманнишĕн е ĕç укçине вăхăтра тÿлеменнишĕн явап тыттараççĕ-и;
Редакцие шăнкăравланинчен.
Çакăн майлă тĕслĕх кăçал та пулнă. «Тойкилтĕри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул» муниципаллă вĕрентÿ учрежденийĕнче ĕçлекенсем ыйтнипе район прокуратури тĕрĕслев ирттерчĕ. Педагогсен коллективĕ 2010 çулхи май уйăхĕнче аванс укçине вăхăтра тÿлеменнине тата ĕç укçин пайĕсене, калăпăшне тата тытăнса пыракан укçа калăпăшне кăтартакан расчет листисене паманнине пĕлтерчĕ.
Тĕрĕслев вăхăтĕнче вĕрентекенсен ыйтăвĕ сăлтавланни палăрчĕ.
Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕпе Муркаш район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн тата Тойкилтĕри шкул директорĕн ячĕпе çитменлĕхсене пĕтерме представленисем тăратрăмăр.
Районти граждансен ĕç прависене пăсасси ан пултăр тесе тата вĕсене асăрхаттарас тĕллевпе Муркаш район прокуратуринче «хĕрÿ лини» йĕркеленĕ. Ĕç прависене пăсни çинчен, вăл шутра ĕçе ĕç договорĕсĕр йышăнни çинчен те çак номерпе пĕлтерме пултаратăр: 62-1-05.