30 июня 2010 г.
Июнĕн 28-мĕшĕнче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен Муркаш район пуçлăхĕ çумĕнчи канашĕн ларăвĕ иртрĕ. Ăна вырăна тухса Катькас ял тăрăхĕнче, кунти ялти клубра ирттерчĕç.
Район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ Р.И. Ананьева малтанах ял тăрăхĕсем 2010 çулхи бюджетсене мĕнле пурнăçласа пыни пирки каласа пачĕ.
Район администрацийĕн йĕркелÿпе кадрсен, право енĕпе тивĕçтерессин тата вырăнти самоуправлени органĕсемпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ Л.Ю. Тарасова хăйĕн сăмахĕнче вырăнти самоуправлени органĕсен суйлавне хатĕрленсе ирттерессипе умра тăракан ыйтусене хускатрĕ.
Кайран ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Чăваш Республикинчи чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн коллегийĕн вырăна тухса ирттерекен анлă ларăвĕн ĕçне хутшăнчĕç.
Малтанах Катькас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Г. Лебедев вырăнти ялсенче пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе епле ĕçлесе пыни пирки каласа пачĕ. Ку енĕпе территорире вырнаçнă «Моргаушская» чăх-чĕп фабрики пысăк усă кÿрет. Ялсем çывăхĕнче çĕр айне шыв цистернисем вырнаçтараççĕ. Территорире кун пеккисене 7 вырнаçтарнă та ĕнтĕ. Инкек килсе тухсан кирек хăçан та вĕсенчен шыв уçласа илме пулать. Çавна валли шыв уçламалли ятарлă помпа-насус та туяннă. Сăмах май, шыв çу кунĕсенче кăна мар, хĕлле те уçласа илме пулать. Мĕншĕн тесен çĕр айĕнчи цистернăсене сивĕсем пуçăниччен хупласа хÿтĕлеççĕ.
Кунпа пĕрлех ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе Чăваш Республикинчи чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн коллегийĕн вырăна тухса ирттерекен анлă ларăвĕн ĕçне хутшăнакансем «Моргаушская» чăх-чĕп фабрики» уçă акционер обществине çитрĕç. Чăх-чĕп фабрикин юлашки вăхăтри производство кăтартăвĕсем пирки асăннă май, фабрика директорĕ Н.Г. Ванеркин кунти пушар деповĕн ĕçĕ-хĕлĕпе туллин паллаштарчĕ.
Чылай хуçалăхра, ял тăрăхĕнче укçа-тенкĕ çитменнипе сăлтавласа пушар сÿнтермелли автомашинăсене салатса-юхăнтарса пĕтерчĕç пулсан, предприятире ку çулпа каяс темен. Пушар деповĕ кунта тивĕçлĕ шайра. Ăна хĕллехи вăхăтра хутса ăшăтаççĕ. Кирек хăçан та 9 кубла метр шыв илсе кайма пултаракан пушар автомашини çула тухма хатĕр.
Çавна та каласа хăвармалла. Предприятире Т–150 трактор хыçне кăкармалли ятарлă прицеп та пур. Ун çине 11 тонна шыв кĕрекен цистерна вырнаçтарнă. Кунта тата помпа вырнаçтарсан, ку техника хăех пушар сÿнтерме тухса кайма пултарать.
Ĕçлĕ, кунсăр пуçне тата савăнăçлă тепĕр самант Мăн Сĕнтĕрти пушар хуралĕн посчĕн çуртĕнче юсав ĕçĕсем туса ирттернипе, кунти поста пушар машини парнеленипе çыхăнчĕ. Кунта хăтлă юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ, пушарнăйсене канма тата хăйсен ĕçне тивĕçлипе пурнăçлама майсем туса панă.
АЦ-3,5-40 пушар машинин уççине Мăн Сĕнтĕрсене панă май Чăваш Республикинчи гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ В.Н. Петьков пурне те саламларĕ, çĕнĕ техникăпа типтерлĕ усă курма, пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе ăнăçусем сунчĕ.
Район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов та хăйĕн сăмахĕнче хальхи вăхăтра çĕнĕ техникăсăр май çуккине палăртрĕ, пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерекенсене малашне те ăнăçусем сунчĕ.
Каласа хăвармалла: Мăн Сĕнтĕрти пушар постне çĕнĕ автомашина уйăрса парассипе тимленĕшĕн Раççей Геройне Евгений Борисова та тав сăмахĕ каламалла.
Кайран Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕн актовăй залĕнче Чăваш Республикинчи чрезвычалă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн коллегийĕн анлă ларăвĕ ĕçлерĕ. Унта район администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ Н.П. Милютин пушар хăрушсăрлăхне, шыв çинчи хăрушсăрлăха тивĕçтерессипе епле ĕçлесе пыни пирки отчет туса пачĕ.
В. ШАПОШНИКОВ.