26 июня 2010 г.
Çапла хуравларĕ Хорнуй ялĕнче пурăнакан Владислав Иванович Воробьев килти хуçалăхра путенесем усрама шухăш пырса кĕни пирки интересленсен. Хăй вăл çав кун ывăлне çара ăсатма хатĕрленетчĕ. Апла пулин те пирĕнпе хăй тытăннă ĕç пирки сăмах ваклама вăхăт тупрĕ.
– Чăннипе килте путенесем усрасси пирки тĕрлĕ литература та сахал мар вуланă, Интернетри материалсемпе те паллашнă. Çапах та пĕлмен-туман ĕçе пуçăнма тăхтаса тăтăм. Тепĕр енчен тата укçа-тенкĕ хывмасăр та май çук-çке. Кунта вара меллĕ самант килсе тухрĕ. Ĕçсĕррисене хăйсен ĕçне тытăнма ĕçпе тивĕçтерекен центр пулăшать. 58 пин те 800 тенкĕ питĕ пысăк сумма мар пулин те, çĕрте выртмасть вĕт, малтанхи утăмсем тума питĕ пысăк тĕкĕ пулчĕ вăл маншăн.
Малтанах хулара 12 пуç путене туянтăм. Вĕсем валли клеткăсем ăсталарăм. Хальхи вăхăта вĕсен йышĕ 100-е те çитрĕ ĕнтĕ. Вăтам шутпа 4 ама пуçне 1 аçа кирлĕ.
Çăмартаран путене чĕпписене кăларма 2 инкубатор туянтăм. Вăтамран 16 кун хушшинче чĕпсем чиперех тухаççĕ.
Эпĕ Японире туса кăларнă ăратлă путенесене ÿстеретĕп. Вĕсене çăмарташăн усраççĕ. Çавăн пекех аш-пăш валли усрамаллисем те пур. Каларăм ĕнтĕ, 4 ама пуçне 1 аçа кăна кирлĕ. Çавăнпа та аçасем ытларах тухсан вĕсене кайран аша яма тивет. Путене çăмарти пирки калас пулсан вара вăл сывлăхшăн питĕ усăллă шутланать, ăна хапăлласах туянаççĕ. Пĕр çăмарта хакĕ 2 тенкĕрен тытăнса 2 тенкĕ те 50 пус таран.
Усрама çăмăл тесе каламастăп. Çапах та çине тăрсан, интересленсен вĕсене килти хуçалăхра пăхса ÿстерме май пур.
Путенесем валли ятарлă апат кирлĕ. Ăна Çĕнĕ Шупашкартан кÿрсе килетĕп. 1 килограмĕ 10 тенкĕ тăрать. 1 путене вара кунне 30 грамм чухлĕ çиет.
Хĕллехи сивĕ кунсенче уйрăмах асăрхануллă пулни кирлĕ. Сывлăш температури путенесем пурăнакан витере 18 – 22 градусран кая пулмалла мар.
Çавна та каласа хăвармалла. Пĕр путене çулталăкне 270 çăмарта таран тума пултарать. Унсăр пуçне тата аш-пăшĕ те пулнине шута илсен çакă япăх мар тесе шутлатăп. Шухăш-тĕллевсем вара татах пур-ха. Пĕвене арендăна илсе унта пулăсем ĕрчетес пирки те шухăшлатăп. Анчах та ун пирки халĕ мар. Чăвашсем каланă пек, туман тихан пилĕкне авар мар.
Сăн ÿкерчĕкре: В.И. Воробьев хăйĕн ĕçĕпе кăмăллă.