26 июня 2010 г.
Муркашра Восточная урамра пурăнакан Алексей Геннадьевич Илларионов çулĕсемпе çамрăк-ха. 22 çулта кăна. Апла пулин те вăл ытти хăш-пĕр çамрăксем пек çамрăк вăхăт пĕрре кăна килет тесе «тĕнче касса» е ытти вырăнта вăхăтлăх ĕç шыраса çÿреме шутламан. Хăйĕн ĕçне аталантарма шутланă, килти хуçалăхра кроликсем тата сурăхсем ĕрчетме тытăннă.
– Районти ĕçпе тивĕçтерекен центра пысăк тав сăмахĕ каланă пулăттăм,– пĕлтерет вăл.– Хушма хуçалăха аталантарма унтан каялла тавăрса памалла мар 58 пин тенкĕ ытла уйăрса панипе усă курса ăратлă кроликсен амисене 8 тата 2 аçа, «Романовская» ăратлă 5 сурăх туянтăм, вĕсем валли усрамалли вырăн хатĕрлерĕмĕр. Ерипенех ĕç-пуç аталанса пычĕ.
Сăмах май, ĕç-пуç вара япăх аталанать тесе калаймăн. Унăн хуçалăхĕнче паян 100 пуç ытла кролик тата 20-е яхăн сурăх шутланать. Çитес çула сурăхсен йышне 50-на çитерме шутлать выльăх чĕрлĕх ĕрчетес ĕçе кÿлĕннĕ çамрăк.
Паллă ĕнтĕ, выльăхсем валли апатне те хатĕрлемелле, каяшне те тасатмалла, ытти ĕçсем те сахал мар. Çамрăкăн пур ĕçе туса çитерме вăхăчĕ те çитсех каймасть. Ĕçре вара пулăшакансемсĕр мар. Тĕрлĕ ĕçре пуçаруллă çамрăка амăшĕ те, ыттисем те пулăшса пыма тăрăшаççĕ. 80 çулхи М.Р. Илларионова асламăшĕ вара сурăхсене улăх-çаранра кĕтсе çÿрет.
– Паллах, пушă вăхăт сахалрах ĕнтĕ. Ытларах чухне хĕвел тухиччен те кроликсем валли симĕс курăк çулма тухса кайма тивет. Апла пулин те эпĕ ÿпкелешме шутламастăп. Ялти пурнăç яланах çапла пулнă вĕт-ха. Çитменнине выльăх патне чун туртать пулсан, канлĕ пурнăç пирки шухăш та пулаймасть тесе шутлатăп,– тет Алексей Илларионов.
Сăн ÿкерчĕкре: А.Г. Илларионов хăйĕн юратнă кроликĕпе тата сурăхĕсемпе.