26 июня 2010 г.
Июнĕн 24-мĕшĕнче Республика кунне паллă турăмăр. Çак уява халалланă мероприятисене пирĕн район та активлă хутшăнчĕ.
Июнĕн 23–25-мĕшĕсенче республикăра «Регионсем – чикĕсемсĕр ĕçлесси» регионсем хушшинчи курав ĕçлерĕ. Уява хутшăнакансем унта «Муркаш районĕн портречĕ» электронлă презентаципе, çÿп-çап тăкмалли паянхи куна тивĕçтерекен полигона хута янине кăтартакан, «Муркаш районĕнче ялти туризмăн инфраструктурине аталантарасси» инвестици проекчĕн презентацийĕсемпе паллашрĕç.
Пирĕн район хатĕрленĕ палаткăна килекенсем çавăн пекех районта юхса тухакан шывсене тасатма усă куракан эйхорни курăкне çитĕнтернипе уйрăмах хытă кăсăкланчĕç. Çак куравра Муркаш районĕ «Чи лайăх инноваци проекчĕ» номинацире 1 вырăн йышăнчĕ.
Июнĕн 23-мĕшĕнче Наци музейĕн шалти картишĕнче иртнĕ декоративлă прикладной искусство маçтăрĕсен «Русь мастеровая» Пĕтĕм Раççейри конкурс иртрĕ. Унта тĕрлĕ республика представителĕ хăйсен халăхĕн культурине кăтартрĕ хăйсен ĕçĕсемпе. Чăваш Республикин чысне икĕ Муркаш хĕрĕ хÿтĕленипе, чăннипех те, мăнаçланмалла. Вĕсенчен пĕри – Москакасси ял тăрăхĕнчи Анаткас Хачăкра çуралса ÿснĕ, халĕ «Аксар» студире режиссер-оператор пулса ĕçлекен И.В. Егорова Унăн тĕррисемпе ÿкерчĕкĕсем, вăл ăсталанă хитре матрешкăсем, вазăсем вырнаçтарнă палатка умĕнче нумайччен чарăнса тăраççĕ уява килнисем.
– Эпĕ кашни çулах тулли кăмăлпа хутшăнатăп Республика кунне, – тет вăл.
Пултаруллă хĕр уявра пултарулăх ĕçĕнчи хăйне евĕрлĕ çĕнĕ шухăшсемшĕн диплома тивĕçрĕ.
Ирина Республика кунне 4-мĕш çул хутшăнать пулсан, юнашарти палаткăра Сĕнтĕрвăрри районĕн ăстипе пĕрле йышăннă палаткăра хăй тĕрлекен чăваш тĕррисемпе палатка патне илĕртекен Шомикри ял библиотекинче ĕçлекен М.В. Филиппова вара хăйĕн ĕçĕсемпе 1-мĕш хут Республика кунĕнче.
– Хамăн ĕçпе паллаштарма, ытти ăстасемпе паллашма эпĕ çав тери хавас, – кăмăллăн калаçать вăл.
Июнĕн 24-мĕшĕнче иртнĕ уявра та Муркашсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç уяв хăнисене. «Пĕчĕк çеç путене» фестивале хутшăннă Ярапайкасси шкулĕнчи «Ярапа» ачасен фольклор ушкăнĕ лауреат пулса таврăнчĕ.
Çак кунах Орининти Культура çурчĕ çумĕнчи «Шуракăш» юрăпа ташă халăх ансамблĕ Лакрей вăрманĕнче çур сехетлĕх программăпа сцена çине тухрĕ. Тăвăллăн алă çупса саламларĕç вĕсене куракансем. Унтан «Çĕнтерÿ фестивальне» хутшăнчĕ ку коллектив.
Чăваш Наци конгресĕ ирттернĕ «Акатуй» уявĕнче вара Турай ял тăрăхĕнчи «Тăванлăх» халăх фольклор ансамблĕ туй йăли-йĕркине çав тери кăмăла каймалла кăтартса пачĕ. Кунта килнĕ хăнасем «Муркаш» халăх фольклор ушкăнĕн пултарулăхне, Муркаш Шаптакри А. Смирновăн тĕррисене курса та савăнчĕç. Муркашсем пĕçернĕ чăваш ĕçме-çимине астивсе кăмăллă пулчĕç. Икĕ коллективĕ те Чăваш Тĕнчин Акатуйĕнче илемлĕхпе савăнтарнăшăн ЧНК Президенчĕн Тав çырăвне тивĕçрĕ.
Л. ПАВЛОВА.