26 июня 2010 г.
«Предпринимательсене» явап тыттарнă
«Суррогат» операци ирттернĕ вăхăтра районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем Çулав ялĕнчи пĕр хĕрарăма тата Мулкачкассинче пурăнакан икĕ «предпринимателе» тытса чарнă. Вĕсем спиртлă шĕвек сутассипе «ĕçленĕ» иккен. Çакă «пурăнма пĕлекенсене» тухăçне те сахал мар панă пулĕ-ха, кĕленче туянакансен çемйисене вара – куççуль кăна. Çын куççулĕ çинче телей тăвакансен халĕ Чăваш Республикин 22 " саккунĕпе килĕшÿллĕн явап тытмалла пулать.
«Кама пăчкă кирлĕ;»
Çапла ыйтса çÿренĕ Ильинка ял тăрăхĕнчи Ойкас ялĕнче бензинпа ĕçлекен пăчкăсемпе сутă тăвакансем. Камсем тетĕр-и; Чикан национальноç çыннисем. Пăчкăсен нимĕнле документ та пулман вĕсен. Айвансене шыранă пулĕ те-ха сутуçăсем, хăйсем вара милици сотрудникĕ умнех тухса тăнă. Вĕсене Раççей Федерацийĕн Административлă право нормисене пăснин кодексĕнче палăртнă тăрăх явап тыттарнă.
Асăрхануллă пулăр. Чикан çыннисенчен кирлĕ-кирлĕ мар япалана йÿнĕ тесе ан туянăр.
Стройматериал «тарнă»
Юсав ĕçĕсене ирттерме туяннă кирлĕ материалпа хыççăнах усă курмасан ăна тартма та пулать иккен. Çапла пулса тухнă та Атăл хĕрринчи ялта. Цинкпа витнĕ тимĕр листисене кил хуçи хулара пулнине пĕлсе вăл киличчен «тирпейлекенсем» тупăннă. Кил картишĕнчи 69 листана çурăм çине хурсах çĕклемен пулĕ-ха вăрăсем. Ăна следстви татса парĕ.
Пичете районти шалти ĕçсен пайĕн материалĕсем тăрăх хатĕрленĕ.