Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыранхи тупăшшăн паян тимлемелле

23 июня 2010 г.

Урамра çу кунĕсем тăраççĕ. Йÿнĕ хăйхаклăхпа ытларах продукци илмелли вăхăт. Районти выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станцири ветлабораторинчи выльăх тухтăрĕпе А.А. КАЗАКОВА химик-токсикологпа тата район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп эксперт специалсчĕпе Т.А. АЛЕКСЕЕВĂПА тĕл пултăмăр, пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче обществăлла выльăх валли уяр кунпа усă курса янтăланă апата вăхăтра тĕрĕслессипе тата обществăлла выльăх-чĕрлĕхе продуктивлăха чакармасăр хĕл каçарма мĕн чухлĕ апат кирлипе паллашрăмăр.

– Татьяна Александровна, районта «симĕс ĕç çи» пуçланчĕ. Пĕлес килет, мĕн чуль утă, сенаж тата силос янтăлама пăхаççĕ-ха пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем тата производствăна чакарас мар тесен апат виçи мĕнле шайра пулмалла;

– Малтанласа пăхнă тăрăх хуçалăхсен çу каçа 5163 тонна утă, 8478 тонна сенаж, 12221 тонна силос хатĕрлемелле.

– Алина Александровна, ĕç çире пахалăх ыйтăвне малти вырăна тăратни вырăнлă пулмалла пек. Паха апат – выльăх-чĕрлĕх отрасльне малалла аталантармалли никĕс. Çапла вĕт;

– Хирĕçлеместĕп, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе пĕрремĕш кун ĕçлемен çыншăн вăл каламасăрах паллă. Ял хуçалăх ĕçченĕсем умĕнчи паянхи тĕп тĕллев – çак ĕçсене пахалăхлă пурнăçласси. Янтăлакан апат пахалăхне Муркашри ветеринари лабораторийĕнчех тĕрĕслеттерме пулать. Хакĕсем пысăк мар. Вĕсемпе эсир лабораторире тĕплĕнрех паллашма пултаратăр.

– Кун çинче тĕплĕнрех чарăнса тăрсан та ытлашши пулас çук.

– Паянхи кун Муркашри ветеринари лабораторийĕнче хĕл валли хатĕрлекен утăна, силос-сенажа нумай кăтартупа тĕрĕслетпĕр. Апат пахалăхне хуçалăхсем тата анлăрах тĕрĕслеттерес тесен апат тĕслĕхĕсене Çĕрпÿри агрохимцентра ăсатма пулать. Пирĕн патăмăрти хаксемпе интересленекенсене çакна калатăп. Утăн пĕр партине 6 енпе тĕрĕслеттерме пĕтĕмĕшле 88 тенкĕне, симĕс масса – 88 тенкĕне, сенаж-силоса 11 тĕспе тĕрĕслеттерме 172 тенкĕне ларать. Манмалла мар, хатĕрленĕ выльăх апатне тĕрĕслеве хуçалăхри комиссипе илмелле. Унăн йышĕнче хуçалăхри агроном, зоотехник, ветеринари ĕçченĕ тата ферма заведующийĕ пулмалла.

Апат-çимĕçре каротин, протеин тата ытти тутлăхлă япаласен хисепĕ мĕнлине пĕлес тесен тĕрĕслев партийĕсене апата хатĕрленĕ май экспертизăна вăхăтăн-вăхăтăн тăратсах пымалла. Тĕслĕхрен, утă ури туса пĕтерсенех унăн пахалăхне тĕрĕслеттересси пирки шутламалла. Сенаж-силоса вара пĕрремĕш тĕрĕслеве траншейăна хупас умĕн илсе пымалла, хыççăн – хупнăранпа пĕр уйăх иртсен, виççĕмĕш хут – хĕлле ăна выльăхсене çитерме пуçласан. Эпир кашнинченех апатри нÿрĕкпе каротин тата протеин виçине курса унăн класноçне палăртатпăр. Йывăрри нимĕн те çук темелле, анчах хăш-пĕр хуçалăхсем çак ĕç çине çиелтен пăхаççĕ.

Силос-сенаж хатĕрленĕ чух та траншейăсене кĕске вăхăтра хупмасан тата траншейăна пынă массăна çителĕклĕ пусăрăнтарса тăмасан, тепĕр майлă каласан, технологие пăхăнмасан, силос-сенажăн пахалăхĕ палăрмаллах чакать. Кунашкал апатра выльăха кирлĕ витаминсем юлмаççĕ, выльăх организмĕнче пачах кирлĕ мар çу кислоти (масляная кислота) нумайланать. Кун пек апатпа тăрантарнă выльăхăн организмĕнче веществосен ылмашăвĕ чакать, сĕтри çу хисепĕ пĕчĕкленет, выльăх организмĕ тĕрлĕ чирсемпе кĕрешейми пулать, пăрусем илесси пĕчĕкленет, вĕсем начар çуралаççĕ, ĕнесем пăруланă хыççăн вăхăтра пĕтĕленеймеççĕ. Хăш-пĕр хуçалăхра çеç çакна саплаштарма выльăхсене микро- тата макрохутăшсем параççĕ.

– Татьяна Александровна, паян хуçалăхсенче силос хатĕрленĕ чух тĕрлĕрен хими консерванчĕсемпе усă кураççĕ...

– Ку вăл выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçри çĕнĕ технологипе çыхăннă. Малта пыракан технологисемпе пирĕн пур сферăра та çителĕклĕ усă курмалла. Хăшĕсем çакна хăйсен ĕç тĕллевне лартаççĕ. Акă тăваттăмĕш çул «Герой», Суворов яч. хис., «Оринино», Ильич яч. хис. хуçалăхсенче кальци пропионачĕпе усă курни ырă пулăм пулни палăрчĕ те кăçал силос-сенаж хатĕрлессипе нумай хуçалăх çак çул çине тăчĕ. Çавăн пекех «закваска» тата «Лактис-К» консервантсем пур. Пирĕн хуçалăхсем пĕрремĕшнех ытларах кăмăлларĕç курăнать. Кăçал ăна «Ударник», «Свобода» хуçалăхсем туяннă та ĕнтĕ. Асăннă консервантсем биобактерисемпе пуян. Вĕсемпе вырăнлă усă курсан сенаж-силосри тутлăхлă япаласем 25-30 процент таран упранса юлаççĕ. Кун пек чух выльăх апачĕн йÿçеклĕхĕ чакать, хими составĕ лайăхланать, сахăрпа протеин шайлашăвĕ пысăкланать, çу кислоти пачах та пулмасть.

Хими консерванчĕсемпе усă курнă чух технологие çирĕп пăхăнмасан, выльăх апачĕн пахалăхĕ малалла утăмласси иккĕленÿллĕ пулса юлать. Кунта выльăх апачĕ хатĕрлекенсемшĕн тепĕр асăрхаттару пур. Вăхăт иртнĕ май пахалăхпа çыхăннă çитменлĕхсем вăй ан илччĕр тесен янтăлакан апат-çимĕç пахалăхне кая хăвармасăр паянах тĕрĕслеттерсе тăмалла. Палăртас килет, кăçал «Ударник» ФГУП иртнĕ çулсенче туяннă технологипе упаковкăри сенаж хатĕрлеме пуçларĕ. Çак ĕç валли кирлĕ агрегатсем «Свобода» хуçалăхра та пур. Вĕсен те ку технологие çĕнĕрен ĕçлеттерсе ярсан аван пулĕччĕ.

А. БЕЛОВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика