Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халиччен ăс кĕмеллех пек

23 июня 2010 г.

Преступленисем тăвасси тĕрлĕрен пулать. Çитменнине тата çынна пĕрре судпа айăпланă пулсан унăн ку е вăл япăх ĕç тăвиччен çичĕ хут пуç тавра шухăшласа пăхмалла пек. Апла пулин те пĕрре суд тенкелĕ çине ларнисем каллех преступленилле ĕç тунă тĕслĕхсем сахал мар. Кунсăр пуçне ытларах чухне вĕсем çакна хăйсем ÿсĕр пулнипе сăлтавлама пăхаççĕ. Анчах та ÿсĕр пуçпа преступлени туни ответлăхран хăтармасть, уншăн татах çирĕпрех наказани пама палăртнă.

Акă Ярославкăра пурăнакан Владимир Алексеевич Малышева çамрăках темелле мар ĕнтĕ. 33 çул урлă каçнă вăл. 18 çулхи йĕкĕт мар. Çитменнине 20 çултах судпа айăпланма та ĕлкĕрнĕ. Муркаш район сучĕ 1997 çулхи сентябрĕн 30-мĕшĕнче ăна РФ Уголовнăй Кодексĕн 1-мĕш пайĕн 213-мĕш статйипе айăпласа 10 уйăхлăх ĕçлесе юсанмалла тата ĕç укçин 20 процентне тытса юлмалла тесе йышăннă пулнă.

Анчах та çакăнтан В.А. Малышев кирлĕ пĕ-тĕмлетÿ тума шухăшламан пулас. Яланлăх вырăнта ниçтах та ĕçлемен, эрех алла лексен вара турткалашса тăман. Эрехпе пуçа минретни мĕн патне илсе çитерме пултарни вара пурне те паллă.

2010 çулхи мартăн 13-мĕшĕнче пĕр ялта пурăнакан Р.Е. Якимова килне пырса кĕнĕ вăл. Эрех ĕçнĕскер, кил хуçипе тата унпа пĕрле пурăнакан А.И. Малышевпа харкашу пуçарнă. Ĕçĕ харкашупа кăна вĕçленмен-ха. Вăл аллине те ирĕке янă. Р.Е. Якимовăна мăйĕнчен пăвма хăтланнă, вĕлерессипе хăратнă. Хĕрарăмпа пĕрле пурăнакан А.И. Малышевăн та пуçтахран шар курма тивнĕ. Ăна та вăл алла çĕçĕ тытса вĕлерессипе хăратнă, çĕçĕ аврипе ĕнсинчен çапнă.

Кун хыççăн та йĕркене пăснă тĕслĕх пулман мар. Мартăн 16-мĕшĕнче вара вăл, эрехпе самай «вăй пухнăскер», Р.Е. Якимова пурăнакан çурта алăк çаклатмаллине ватса кĕнĕ. Ку та преступлени туни шутланать.

В.А. Малышев тĕлĕш-пе çак ĕçе Муркаш районĕнчи 2-мĕш номерлĕ суд участокĕн ларăвĕнче пăхса тухрĕç. Çак преступленисемшĕн ăна пĕтĕмпе 200 сехет обязательнăй ĕçсене хутшăнмалла турĕç.

Халĕ вара шанмалли кăна юлать: ку урок та пулин айăпланаканшăн усăллă пулинччĕ.

Л. ДАВЛЕТШИН,

район прокуратури çумĕнчи следстви комитечĕн следователĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика