23 июня 2010 г.
«Надежда Ковачевна Чурон гражданкăна Раççей Федерацийĕн Уголовлă кодексĕн 159 статйин 2 пайĕнче пăхнă преступление тунă тесе йышăнас, айăплава ирĕкрен 2 çул хăтарассипе палăртас. РФ УК 73 статйипе килĕшÿллĕн айăплава условлă тесе шутлас, 1 çуллăх тĕрĕслев срокĕ çирĕплетес». Çапла йышăну тунă Муркаш район сучĕ вăрă ĕçне тишкерсе тухнă хыççăн...
Укçапа ют пурлăха хапсăнасси юнрах пулĕ вĕсен. Тата хăйсен калаçăвне ĕненмелле туса çынсен шухăшне пач улăштарасси те. Пуринне те мар, паллах. Çын айванрах пулни вара вĕсене алла май лекет.
Акă Надежда та пĕчĕкренпех тăван-пĕлĕшĕ çăмăл мелпе укçаллă пулнине курса ÿснĕрен пурнăçра урăх çул курман та. Калуга облаçĕнче çак чикан майрине паллакан та пулнă пулĕ унăн «ĕç вырăнĕпе» иртсе çÿрекенсем. 60 çулхи хĕрарăм пĕлтĕр кĕркунне вара Чăваш çĕрне çитет: «вăхăтлăх пурăнмалли е çĕр каçмалли вырăн шыраса».
Çапла ăна канăç паман ыйту Муркаш районне илсе çитерет. Мăн Шашкарта вара вăл хăйĕн «телейне» тупать. Мерловсен килĕнче.
Çав кунхине ирлесех кил хуçи арăмĕ «сĕт укçине» илсе таврăнать. Уйăхра икĕ хутчен парса тăнă ăна. Укçана тĕрлĕ «хутаçсене» хурать хĕрарăм: пĕринче нумайрах, тепринче сахалрах... Укçана шутласа пăхать те вăл каялла малтанхи вырăннех пуçтарса чикет. Кил картишне упăшкине пулăшма тухать, хăйсен хушма хуçалăхĕнче ĕçленипе тăваççĕ-çке вĕсем тупăшăн пĕр пайне.
11 сехет тĕлнелле вĕсем патне икĕ хĕрарăм пырса кĕрет. Пĕри 30-35 çулсенче, теприне арăмĕпе упăшки 55-60 çулсенче тесе палăртаççĕ хăйсемшĕн. Украинăран килнĕ иккен вĕсем, вăрăм юбкăллăскерсем. Мăн Шашкарта вара пурăнмалли вырăн шырама килнине тата вĕсен сутлăх япала нумаййине пĕлтереççĕ. Киле вăхăтлăх та кĕртме пултарайманнине пĕлтерет кил хуçи арăмĕ, чикан майрисене кил картишĕнчен урама кăларать.
Ватă чикан майри вара укçа шăршине сиснĕ тейĕн, парăнма шутламасть-ха. «Сирĕн кил таврашне питĕ вăйлă пăснă», – тет вăл. Тăвансенчен пĕрне операци тунине те калать. Чикан майри çапла каласан хĕрарăм шухăша путать: упăшкине нумай пулмасть операци тунă-çке. Çав вăхăтра чикан майри пĕр стакан шыв пама ыйтать. Пÿрте кĕрсен Алевтина «юмăçсем» те унран юлманнине курать. Кружкăпа панă шыва ватă чикан майри йышăнмасть: стаканпа кирлине пĕлтерет. Амантма çăмăл вырăн тупнăшăн хĕпĕртет: хĕрарăмăн хусканăвĕсем вăр-варрине курать. Хĕрарăмăн питне çак шывпа йĕпетет, кăштах ĕçсе илме ыйтать. Пурнăçлать мĕн ыйтнине хĕрарăм (халь пулнă пулсан чикан майрине çак стаканри шывпа пĕррех сапĕччĕ те вăл!).
«Тасалăх» тÿлевсĕр таврăнмасть: çĕрĕ ыйтать хĕрарăм. «Çĕрĕ çук», – пулать кĕтмен хурав. «Апла пулсан качака çăмĕнчен çыхнă тутăр пар-ха», – ыйтать лешĕ татах. Тутăр парать Алевтина пÿрте усал-тĕселрен тасатакана. Хыççăн – хăйсем упранă мĕн пур укçа та чикан майрин аллине кĕрет.
Алевтина панă япаласене пурне те çăм тутăрпа чĕркесе вырăн çинчи минтер айне чиксе хурать. Пилĕк кун уçса пăхмалла маррине ăнлантараççĕ айван чăваш хĕрарăмне. Кил хушшине тухса вара хĕрарăмăн çул çине тăвар сапмалла пулать, пурте çуран çÿрекен «çуртра» вара 10 пăта çапма хушаççĕ ăна ултавçăсем. «Пысăк» ĕç туса ирттернĕ хыççăн майрасем машина çине ларса вĕçтереççĕ.
Пÿрте кĕнĕ Алевтина минтер айне пăхать: укçа çук çав унта, «тарнă»... Чикансем Мăн Сĕнтĕр еннелле каякан çул çинче курăнми пулнă. Нимĕн тума аптăранă хĕрарăм ялти тепĕр арçынна хăйĕн хуйхи пирки пĕлтерет. Лешĕ шăпах тĕксĕм симĕс машинăна асăрханă иккен, анчах та номерĕсене пăхса юлман.
Хĕрарăм пулса иртни çинчен кĕрĕвне пĕлтерет. Арçын вара тÿрех милицие шăнкăравлать...
Çийĕнчех тунă шăнкăрав ултавçăсене тытса чарма пулăшать.
Ялсем тăрăх тĕрлĕ тавар сĕнсе çÿрекенсем, вăл шутра электроприборсене те, çуллахи вăхăтра уйрăмах нумай. Ан ĕненĕр вĕсене. Ĕçлемен, никама усă паман тавара туянма ан васкăр. Хăвăрăн юлашки, çитнĕ-çитмен укçа-тенкĕпе мĕн-ма сыв пуллашас; Халĕ лавккара та тĕрлĕ япала çителĕклех. Лайăх шутлăр. Çын сăмахĕ сирĕн çине кĕске хушăрах витĕм кÿме пултарнине пĕлсе тăратăр пулсан пушшех те. Палламан çынсене курнă е вĕсемпе калаçнă хыççăн машина номерĕсене астуса çырса юлма тăрăшăр. Çакă вара çÿлерех асăннă йышши преступленисене – чикан майри тунă-и ăна е паллакан çын-и – çийĕнчех уçса пама пулăшать.
Л. РУЗМИКИНА,
районти шалти ĕçсен пайĕ çумĕнчи следстви уйрăмĕн аслă
следователĕ, юстици майорĕ.