23 июня 2010 г.
Çуллахи каникулăн пĕрремĕш уйăхĕ хыçа юлса пырать. Çапла сисмесĕрех парта хушшине ларма та вăхăт çитет. Пĕрремĕш класа кайма хатĕрленекен ачасен ашшĕ-амăшĕсен мĕн пĕлмелле-ха;
Çак ыйтăва район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ З.Ю. ДИПЛОМАТОВА хуравларĕ.
Вăл пĕлтернĕ тăрăх Раççей Федерацийĕн «Вĕренÿ çинчен» федераллă саккунăн 19 статйинче палăртнипе ачасене шкула 6 çул çурăра вĕренме илме юрать. Паллах, вĕсен сывлăхĕ енчен хирĕçлевсем çук пулсан. Анчах та пĕрремĕш класа каяканăн 8 çултан аслă пулмалла мар.
Ачан ашшĕ-амăшĕ е саккунлă представителĕ ыйтса çырнипе учредитель (пирĕн тĕслĕхре вăл районти вĕрентÿ пайĕ) ачана шкула ултă çул çурăчченех илме ирĕк пама пултарать. Шкула кайма хатĕрленекен ачана медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалла. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулсан – шкул алăкĕсем уçă.
Саккунпа палăртнă вăхăтчен ачана шкула илнĕ пулсан шкулти гигиенăпа санитари правилисем уншăн 6 çулхисем пекех пулмалла.
Ашшĕ-амăшĕн ачине пĕрремĕш класа ярас умĕн ăна шкула илме ыйтса заявлени çырмалла, ачан сывлăхне кăтартакан медкарта, ăçта пурăннине çирĕплетсе паракан справка тата çурални çинчен ĕнентерекен хутăн копине тăратмалла. Вĕсене пурне те шкула памалла.
Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕн 2009 çулхи октябрĕн 29-мĕшĕнчи 653 " йышăнăвĕпе районти муниципаллă вĕрентÿ учрежденийĕсене вĕренекенсене йышăнмалли йĕркене çирĕплетнĕ. Ашшĕ-амăшĕсен заявленийĕсене шкулсенче апрелĕн пĕрремĕшĕнчен пуçласа августăн 30-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Çапла вара ачасене шкула вĕренме йышăнни çинчен шкул директорĕсем августăн 30-мĕшĕнчен кая юлмасăр приказ кăлараççĕ.
Пĕрремĕш класа илнĕ чухне ачасен нимĕнле тест-экзамен, ятарлă калаçу витĕр те тухмалла мар.
Н. НИКОЛАЕВА.