19 июня 2010 г.
«Хисеплĕ редакци!
Ку çырăва эпĕ Муркаш ял тăрăхĕнчи Шаптак ялĕнчи Прудовая урамра пурăнакансем ыйтнипе çыратăп. Ĕçĕ каллех шывра. Унсăр вара пурнăç çук.
Акă пĕр уйăх ĕнтĕ (май уйăхĕнчен пуçласа) çак урамра пурăнакансен килĕсене шыв килмест. «Хĕллехи канмалли кунсенче те пирĕн шыв пулман». «Шыв счетчикĕ сывлăш хăвалать тата укçа «шутлать», çавăнпах теприсем счетчик лартасшăн та мар». «Май уйăхĕнче мана шывпа усă курас енĕпе ĕнен калăпăшĕпех танлаштарнă пулас». Çакăн пек палăртаççĕ Шаптаксем хăйсен пăлханăвне.
Эпир çак ыйтупа эффективлă мерăсем йышăнма ыйтатпăр. Н. Никитинăн хуравне кĕтетпĕр. В. Мастеров.».
Çапла çыру килчĕ редакцие. Унпа эпир Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхне Н. НИКИТИНА паллаштартăмăр. Вăл хуравпа кĕттермерĕ:
– Прудовая урамра пурăнакансене шывпа Центральная урамри башня тивĕçтерет. Хĕллехи вăхăтра тата çумăр çунă чухне шыв çитсе пырать. Çулла çынсем пăрăхри шывпа йăрансене шăварнине пула башньăри шыв тулса ĕлкĕреймест. Шыв пăрăхĕсене çĕр айне хурассине вара малтан проектпа туман. Çавăнпах башньăра шыв çурри таран кăна пулсан, шел пулин те, вăл çак урамри пур киле те çитмест.
Пĕлтĕр акă Колхозная урамри башньăна юсас тесе тăрăшрăмăр, анчах ăна малтанах проектсăр тунăран паян ĕçлеттерме май килмест.
Муркаша тата Шаптак ялне шывпа тивĕçтерессин проекчĕ хатĕр ĕнтĕ, укçа-тенкĕ çитменни вара проекта пурнăçлассине тытса чарать. Ăна пурнăçлама чылай укçа-тенкĕ кирлĕ. Ку ыйтупа республика бюджетĕнче те укçа-тенкĕ уйăрса хăварман. Республикăри тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн шывпа тивĕçтерессине малтанах кăнтăр районсенче (унта ыйту татах та çивĕч пулнăран) лайăхлатма васкаççĕ. Пирĕн тăрăхра çак ĕçсене 2013-2014 çулсенче тума палăртнă.
Çавăнпа та кашни килтех çынсен счетчик лартмалла. Урăхла май çук. Счетчик сывлăш хăвалать тени вара пĕртте тĕрĕс мар.
Хальхи вăхăтра эпир халăха шывпа тивĕçтерессипе «Моргаушское» пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕпе килĕшÿ тунă тăрăх ĕçлесе пыратпăр. Çак предприяти ĕçченĕсем шыв насусĕсем ĕçленине пăхсах тăраççĕ. Насус чарăнмасăрах ĕçлет, апла пулин те шыв çитмест.
Малашне кашни яла пыракан шыв пăрăхĕ çинчех счетчик пулать. Вăл вара кашни яла шыв мĕн чухлĕ кайнине кăтартĕ. Çапла килсенче счетчик пуррисем хăйсен кăтартăвĕсем тăрăх тÿлĕç, ыттисем çине вара пĕтĕмĕшле шыв кайни пайланса каять. Апла пулсан килте миçе çын пурăннине, выльăх-чĕрлĕхе те шута илсе тÿлемелли укçана шутласа парĕç. Шывпа усă курнăшăн тÿлемелли тарифа депутатсен районти Пухăвĕ çирĕплетнĕ. Паянхи кун 1 кубла метр шыв хакĕ 9 тенкĕ те 44 пус.
Счетчик лартакансен вара малашне коммуналлă хуçалăхра техника условийĕсене çирĕплетсе паракан документ та тумалла пулать. Малашне кашни килех шыв кĕртмелле, урамри колонкăсем çине шанмалла мар. Вĕсем часах çĕмĕрĕлеççĕ, машинăсемпе аякран килсе колонкăсенчен шыв турттарса каякансем те пур. Каллех шыв хакĕ кунта пурăнакансем çине пайланма пултарать. Шыв – халăх пуянлăхĕ. Унпа тĕрĕс усă курасчĕ.
Н. НИКОЛАЕВА
хатĕрленĕ.