Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Пулăшу пахалăхĕ ÿсет»

19 июня 2010 г.

Медицина ĕçченĕн пархатарлă та ырми-канми ĕçĕ пĕтĕмпех çынсемшĕн пулса пырать. Çак ĕçре ăсталăх, нумай пĕлни тата ĕçлеме пултарни çеç сахал, ăна чунтан парăнни кирлĕ. Çакнашкаллисем пулсан медицина пулăшăвĕн шайĕ те çÿллĕрех пулать, паллах. Ĕç условийĕсем тата ĕç укçин калăпăшĕ те çакăнпа уйрăлми çыхăнса тăраççĕ. Мĕнлерех вĕсем паянхи кун районти медицина ĕçченĕсен; Çак ыйтăва хуравлама «Муркашри тĕп больница» муниципаллă сывату учрежденийĕн тĕп врачне, ЧР Патшалăх Канашĕн депутатне В.Г. ДАНИЛОВА ыйтрăм:

– Медицина ĕçченĕсен ĕç условийĕсемпе ĕç укçи тивĕçлĕ шайра пулни квалификациллĕ пулăшу парасси çине те витĕм кÿрет. Çавăнпа та ĕç вырăнĕсене аттестацилессине эпир йĕркерен нихăçан та кăларман. Калăпăр, ĕç пÿлĕмĕсенче çутă çителĕклĕ-и, унта уçă сывлăш кĕрет-и, шав енчен лару-тăру еплерех, санитари условийĕсем тивĕçтереççĕ-и – пур енчен те тишкерÿ тăватпăр. Кирлĕ условисемпе тивĕçтерме тăрăшатпăр.

Ĕç укçи пирки калас пулсан пирĕн ĕçченсенчен нихăшĕ те ĕç укçине палăртнă чи пĕчĕк виçерен – 4430 тенкĕрен – кая илмест. Кĕçĕн персоналăн оклачĕсем пĕчĕкрех пулсан вĕсене çак шая çитерсе ĕç укçине тÿлесе тăратпăр. Медицина сестрисен вăтам ĕç укçи 7312 тенкĕпе танлашать, врачсен – 11519 тенкĕ чухлĕ. Пĕтĕмĕшле вара вăтам ĕç укçи 9900 тенкĕ.

– «Сывлăх» наци проекчĕ пурнăçланнипе пирĕн районта та сахал мар ырă улшăну пулса иртрĕ. Медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ ÿсни те палăрать.

– Çапла. Юлашки çулсенче эпир çĕнĕ йышши оборудовани, кирлĕ техника туянма пултартăмăр. Васкавлă пулăшу уйрăмĕн автомашинисене çĕнетрĕмĕр. Çĕнĕ рентгеноаппарат, флюроаппарат тата ытти оборудовани пулни ĕçре питĕ пысăк пулăшу парать. Ятарлă программăна хутшăннипе икĕ реанимобиле тивĕçрĕмĕр. Вĕсем паян кирлĕ чухне яланах çула тухаççĕ, çул çинче инкек тÿснисем патне вăхăтра çитеççĕ. Машинăсенче çакнашкал лару-тăрура кирлĕ оборудовани пулнăран медицина ĕçченĕсем аманнисене «ылтăн вăхăтра» (инкек хыççăн пĕр сехет иртиччен) кирлĕ пулăшу параççĕ. Шăпах çак вăхăт хушшинче пулăшу пама ĕлкĕрейменнипе çул çинче инкек тÿсекенсен 78 проценчĕ вилет-çке. Çак машинăсем тата пысăк квалификациллĕ ĕçченсем пурри питĕ пĕлтерĕшлĕ. Медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ ÿсет.

– Владислав Григорьевич, стационарта койка-вырăнсене кирлĕ чухлĕ чакарасси мĕнлерех пулса пырать; Ку нумай çынна пăшăрхантаракан ыйту паян.

– Пăшăрханма сăлтавĕ çук тесе шутлатăп. Вырăнсене чакарассине социологсем, Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствинчен тĕпченисем тăрăх стационарта койка-вырăн миçе пуласси çак вырăнта пурăнакан пĕтĕмĕшле çын шутĕнчен килет. Çавăнпа та улшăну нимĕн çинче те никĕсленмен тесе каламалла мар. Акă республика Президенчĕ те сывлăхлă çынсен сывлăхне упрама вĕренмелле тесе пĕлтерет. Пирĕн профилактика ĕçне, чи малтан паракан медицина пулăшăвĕн пахалăхне ÿстерессипе тимлемелле. Çапла вара амбулаторлă майпа, кăнтăрлахи стационар мелĕпе сиплессине вăйлатма тăрăшмалла. Çак ен çине ытларах тимлĕх уйăрни талăкĕпе сиплев кирлисем пурте больницăра выртаймаççĕ тенине пĕлтермест.

Акă пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсем районта вуннă. Вĕсенче пуринче тенĕ пекех кăнтăрлахи стационар ĕçлет. Вырăнти çынсем вара çапла майпа сипленме май пурришĕн савăнаççĕ çеç. Мĕншĕн тесен офиссенче чирлĕ çынсене тĕрлĕ енлĕн сиплеме майсем пур.

Иртнĕ çул Муркашри тĕп больница республикăри чи лайăх сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕ пулнă пулсан, кăçал Шетмĕпуçĕнчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ республикăри чи лайăх офис ятне тивĕçрĕ. Малтанхи çулсенче Нискассинчи тата Ярапайкассинчи офиссем те çак сумлă ята çĕнсе илме пултарнăччĕ.

Акă часах районти офиссенчен пĕрне санитари машинипе тивĕçтерĕпĕр. Машинăна ятарлă федераллă программăна кĕме пултарнипе туянатпăр.

– Апла пулсан пĕрре те япăх ĕçлетпĕр тесе каламалла мар сирĕн.

– Юлашки вăхăтра акă демографи лару-тăрăвĕ те, кăшт кăна пулин те, çапах лайăх енне улшăнма пуçлани савăнтарать. Пирĕн больницăри ача çуратмалли уйрăмра кÿршĕ районсенчен, регионсенчен килнĕ хĕрарăмсем ача çуратни те – кăтартуллă пулăм. Алкогольпе пирус туртассине чакарма май килсен демографи кăтартăвĕсем татах та лайăхрах пулĕччĕç, паллах. Кардиологи чирĕсемпе чирлисене те (сăмахран, ишеми инсульчĕ пулсан тата ыт. те) паянхи кун эпир çийĕнчех Шупашкара ятарласа уçнă центра леçетпĕр. Çакăн та усси палăрать: чĕре тымарĕсен чирĕсемпе вилекенсен хисепĕ чакрĕ.

Çавăнпа та ĕçтешсене çитес професси уявĕпе саламласа тăрăшса ĕçленĕшĕн тав сăмахĕ калатăп. Çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшакансен хăйсен те сывлăхĕ çирĕп пултăр.

Н. НИКОЛАЕВА калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика