19 июня 2010 г.
Автомашинăна тытса пыраканăн çул çÿренĕ чухне епле тимлĕ те асăрхануллă пулмалли каламасăрах паллă. Çул-йĕр правилисене пăсни, ÿсĕрле руль умне ларни питех те хакла ларма пултарать. Мĕншĕн тесен ытларах чухне çакă аварисенче çынсем сусăрăнассипе, автотранспорт хатĕрĕсем ванса юрăхсăра тухассипе, хăш чухне тата çынсен пурнăçĕ татăлассипе те çыхăннă.
Çак чăнлăха пурте пĕлсе тăнă çинчех вара правилăсене пăсакансен шучĕ чакса пыни палăрмасть. Çавна май çулсем çинче аварисем те тăтăшах пулаççĕ.
Халĕ 2009 çулхи ноябрĕн 4-мĕшĕнче пулса иртнĕ пĕр аварипе çыхăннă ĕç çинче чарăнса тăрар. Çав кун автомашинăсем çÿремелли «Мускав – Хусан – Уфа» çулпа Канаш выççăлкки тĕлĕнче Омск облаçĕнче пурăнакан М. А. Гуськов «VOLVO VNL64T» автомашина-тягача тытса пынă. Вăл хăвăртлăха çул-йĕр правилисемпе пăхнă виçерен ÿстерсе умри автомашинăран иртсе каясшăн пулнă. Çавăнпа та хирĕç килекен автомашинăсен çулĕ çине тухса кайнă. Çакă мĕнпе вĕçленни паллă – тягач сылтăм енĕпе хирĕç килекен И.Ф. Габдерахманов тытса пыракан «КамАЗ» автомашинăпа çапăннă. Кабинăра Ильштат Фарзетдиновичăн мăшăрĕ пулнă. Аварире унăн пурнăçĕ татăлнă.
Асăннă ĕçе февралĕн 24-мĕшĕнче Муркаш район сучĕ пăхса тухрĕ. Суд айăпланакан М.А. Гуськов тĕлĕшпе хăйĕн йышăнăвне тăвиччен айăплава йывăрлатакан тата çăмăллатакан сăлтавсене те, преступлени характерне тата вăл обществăшăн епле хăрушă пулнине шута илчĕ. Айăплава йывăрлатакан сăлтавсене тупса палăртман. Çăмăллатма май пуррисем шутĕнче ăна ĕç вырăнĕнче лайăх хак пани, вăл хăй айăпне пĕтĕмпех йышăнни, яланлăх пурăнмалли тата ĕç вырăнĕ пурри, врач-нарколог е врач-психиатр патĕнче учетра тăманни, унччен судпа айăпланманни, мăшăрĕ иккĕмĕш ушкăн инваличĕ пулни.
Апла пулин те, судпа айăпланаканăн лайăх енĕсем çук мар пулин те, аварие пула çын пурнăçĕ татăлнине суд уямасăр хăварма пултараймарĕ. Çапла вара асăннă преступление вăтам йывăрăшли тесе квалификацилесе М.А. Гуськова икĕ çуллăха ирĕкрен хăтарма, колони-поселение яма приговор йышăнчĕ, çулталăк çурă хушши автотранспорт тытса пыма ирĕксĕр хăварчĕ.
Ку çеç те мар. Аварире мăшăрне çухатнă И.Ф. Габдерахманов мораль тĕлĕшĕнчен кÿнĕ тăкака саплаштарма иск требованийĕ тăратнă. Çапла вара суд М.А. Гуськовран И.Ф. Габдерахманова, унăн Айгуль тата Алина ачисене 120-шер пин тенкĕ, адвокат тытма кайнă 14 пин тенкĕне шыраса пама йышăну турĕ.
Çакăнпа вĕçленчĕ ку ĕç. Халĕ шухăшласа пăхар: çавăн чухне çул-йĕр правилине пăсман пулсан çын пурнăçĕ те татăлас çук, ачисем те амăшĕсĕр юлмĕччĕç, колоние те лекмелле пулмĕччĕ.
И. ВАСЮХИН,
районти шалти ĕçсен пайĕ çумĕнчи следстви пайĕн аслă следователĕ.