19 июня 2010 г.
Халăх хушшине тухсан: «Пирĕн патшалăхра йĕрке çук»,– тенине час-часах илтме пулать. Шухăшлатăн та, çак çынсем тĕрĕсех калаççĕ-çке. Çулран çул пирĕн аркану чарăнма шутламасть, çĕнĕрен те çĕнĕ ял хуçалăх предприятийĕсем, тĕрлĕрен промышленность предприятийĕсем панкрута тухса арканса пыраççĕ. Çав вăхăтрах «ил те сут» текенсен шучĕ ÿссе пырать. Хамăр патшалăхра туса илмесĕр, суту-илÿпе анчах пăтраннипе тата миçе çул тытăнса тăрăпăр-ши; Мĕншĕн-ха çак арканусемшĕн никам та ответлă мар; Мĕншĕн миллиардерсен шучĕ тĕнчери кризис вăхăтĕнче те ÿссе пырать; Патшалăхра вара ним тума та укçа çук. Малтанхи пек шкулсем, больницăсем, комплекссем, çулсем, мехпарксем, механизациленĕ токсем, клубсем... тăвас пулсан; Ун чухне укçа тупăннă-çке;
Мĕншĕн; Мĕншĕн; Мĕншĕн; Çак ыйту паян халăха канăç памасть. Çав шутра мана та. Халĕ вара тата тепĕр мĕншĕн сиксе тухрĕ.
Март уйăхĕнче Мускавра тухса тăракан хаçатсенче, апрелĕн 17-мĕшĕнче районти «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçатра та халăхран туянакан сĕт хакĕ кăçал 11 тенкĕрен чакмалла марри пирки çырнăччĕ. Хам шухăшлатăп: «Нивушлĕ патшалăхра ку тĕлĕшпе йĕрке тума пултарĕç;»– тетĕп. Тарăнрах шухăшлатăп та çÿлте ларакансен куçĕ тинех чăннипех те уçăлчĕ пулĕ тетĕп.
Анчах та ку нумая пымарĕ. Манăн таçта чун тĕпĕнче ларакан иккĕленÿ тĕрĕс пулни палăрчĕ. Сĕт хакĕ кунран кун чакма пуçларĕ: 10 тенкĕ, 9 тенкĕ те 50 пус, 9 тенкĕ, 8 тенкĕ те 50 пус... Хама вара малтан халăха сĕт хакĕ кăçал улшăнмасть тесе каланăшăн лайăх мар пулса Муркашри сĕт заводне шăнкăравларăм. Илемлĕ сасăллă хĕрарăм, эпĕ депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ пулнине пĕлтерсен, илекен сĕт хакĕ 11 тенкĕ тесе пĕлтерчĕ.
Тепĕр кунне хайхи сĕт пуçтаракана эпĕ каллех пăсăрлантаратăп. Вăл каллех сĕт завочĕ çине йăвантарать. Кун хыççăн манăн тепĕр хут сĕт заводне шăнкăравлама тиврĕ. Илемлĕ сасăллă хĕрарăма: «Ма суятăр-ха илекен сĕт хакĕ 11 тенкĕ тесе», – тетĕп. Вăл мана: «Пире сĕт хакне калама хушман»,– тесе хучĕ. «Апла пулсан завод ĕçне-хĕлне депутатсен комиссине йĕркелесе тĕрĕс-лĕпĕр»,– тетĕп. Хĕрарăм вара: «Эпĕ пĕлместĕп, каламастăп! Директор патне шăнкăравлăр!»– терĕ.
А. Воробьев ертÿçĕ сĕт хакĕ пирки çапла ăнлантарса пачĕ. «Халăхран пуçтаракан сĕте 10 тенкĕпе, ял хуçалăх предприятийĕсенчен илекен сĕте 10 тенкĕ те 50 пуспа йышăнатпăр»,– терĕ. «Сĕт хакĕ магазинсенче улшăнман вĕт-ха тата мĕншĕн икĕ тĕрлĕ хак;»– тетĕп. Вăл татăклăн ăнлантарма пултараймарĕ. Ял çыннисен выльăхĕсен сĕчĕ аран-аран пурăнакан ял хуçалăх предприятийĕсенчинчен те çусăртарах, япăхрах-ши вара; Сĕтне заводра пахалăх енчен тĕрĕслесен çакă палăрнă-ши; Апла та, капла та ăнлантару пулмарĕ. Анчах та çакă ял çыннине шута хуманнине тĕрĕссипех кăтартса пачĕ.
Çак мĕншĕн ыйтăва халĕ кама памалла-ши; Мĕнле хуçан патшалăхра, районта йĕрке тумалла-ши;
П. ВОРОБЬЕВ,
депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ.