16 июня 2010 г.
Иртнĕ эрнере «Ударник» сăнавлă производство хуçалăхĕнче районти ĕне сăвакансемпе техник-осеменаторсен конкурсĕ иртрĕ. Кунпа пĕрлех Йÿçкассинчи ĕне ферми республикăри обществăлла выльăх пăхакансемшĕн те хăйне евĕр пĕрлештерÿ, ĕçри ырă опытпа паллашмалли тĕп вырăн пулса тăчĕ.
Халăх хуçалăхĕнче паян ыранхине пăхса тунă кашни утăм ылтăн пĕрчипех танлашать. Çакна пурте пĕлетпĕр, анчах ăнăçу вăй илтĕр тесе çĕнĕлĕхе тата çĕнĕ технологие пурнăçа кĕртме тытăнса тăратпăр. Кайран вара хамăр наянлăхăмăра пытарма тăрăшса «çÿлтисене» ятланçи тăватпăр: çак хаклава пăхсан хаксем ÿснишĕн, вĕсем пире майлă марришĕн, ĕç условийĕсем хамăра тивĕçтерменнишĕн пирĕн пĕр айăп та çук. Çав вăхăтрах кÿршĕри хуçалăх аталану çулĕпе пырать, çĕнĕ техникăпа, ытларах продукциллĕ выльăх-чĕрлĕхпе ĕçлет. Ăçта-ха аталанупа юхăну чикки; Çак ыйту çине тулли хурав пачĕ те ĕнтĕ çĕртме уйăхĕн 10-11-мĕшĕсенче «Ударник» хуçалăхра иртнĕ республика шайĕнчи конкурс.
– «АПКна аталантарасси» наци проекчĕ ял хуçалăхне ырă улшăнусен варкăшне илсе çитерчĕ. Унпа усă куракансем ял хуçалăхĕнче сулмаклă утăмсем тума та мехел çитерчĕç ĕнтĕ. Ыранхи куна пăхса ĕçлекеншĕн паян условисем те çителĕклĕ. Ĕнесене машинăпа сăвакан операторсемпе техник-осеменаторсен республикăри конкурсĕ те çавнах çирĕплетет. Ĕçлеме пултаракансем пур. Тухăçлă ĕçлекенсем те çителĕклех. Апла пулсан пирĕн ырă малашлăх пирки шутлани те ытлашши мар, – терĕ конкурса уçма хутшăнса ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ С. Павлов.
Конкурса хутшăнакансене хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май П. Давыдов конкурс тĕллевĕ хуçалăхсем ăратлă выльăх ĕрчетес енĕпе мĕнле ĕçленине ыттисене кăтартасси, республикăри ял хуçалăх организацийĕсене ăратлă çамрăк выльăх ытларах сутасси, ăратлăхпа ĕçлесе продукци нумайрах илесси, вырăнта паха апат-çимĕç хатĕрлессине ÿстересси пулнине палăртрĕ. Çак сăмахсем конкурсăн пĕтĕм ĕçне сăнларĕç, конкурса хутшăнакан малтуртăмлă ĕçченсен пултарулăхне хакларĕç.
Республикăри чи хастар ĕçченсен пултарулăхĕпе паллашасси икĕ куна тăсăлчĕ.
– «Ударник» хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе паллашни питĕ вырăнлă пулчĕ. Кунти тасалăхпа тирпейлĕх производство никĕсĕ пулнине хам куçпа курса ĕнентĕм. Тепĕр çыннăн килĕнче те шăна карри кăна пулсан, Йÿçкассисен фермисенче «çак пурçăн капăра» курма пулмарĕ. Çакăнти тирпейлĕх кунта алă усса ĕçлеменнине çирĕплетрĕ çеç, – терĕ сарайсемпе паллашнă май Вăрмар районĕнчи Мичурин яч. хис. хуçалăхран килнĕ Л. Якимова доярка (çак ĕçре вăл 1976 çултанпа).
Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ те Муркашсен ĕçне çапса хуçмарĕ. Унта пирĕн районтан хамăр патăмăрти конкурсра тĕп дояркăсем хушшинче палăрнă Суворов яч. хис. хуçалăх ĕçченĕ В.В. Макарова, арçын доярсем хушшинче «Оринино» хуçалăхри А.А. Казамбаев тата «Ударник» хуçалăхри В.А. Димитриева техник-осеменатор хутшăнчĕç. Арсентий Алексеевич арçын доярсем хушшинче пĕрремĕш вырăна тивĕçни, Валентина Алексеевна иккĕмĕш вырăна тухни Муркаш енче те хастар ĕçченсем пуррине çирĕплетрĕ.
Çĕнтерÿçĕсене парнесем пама район пуçлăхĕпе Ю. Ивановпа тата «Ударник» хуçалăх ертÿçипе П. Давыдовпа пĕрле ЧР ял хуçалăх министрĕ М. Игнатьев та килсе çитрĕ.
– Çак конкурс Чăваш Республикинче обществăлла выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçе юратса вăй хуракансем йышлă иккенне, вĕсен пултарулăхĕ сÿнменнине кăтартса пачĕ. Паянхи çĕнтерÿçĕсем Раççей шайĕнчи ăмăртура та палăрасса шанатăп, – терĕ вăл çĕнтерÿçĕсене чысланă май.
Çакна эпир те шанатпăр!
Анатолий БЕЛОВ.