16 июня 2010 г.
Ял хуçалăхĕнче пĕр ответлă тапхăр тепринпе улшăнсах пырать. Анчах çĕр ĕçченĕ çур акиреччĕ, паян вара вăл ирлесех улăх-çаранпа нумай çул ÿсекен курăксен пуссине васкать. Унăн тĕллевĕ – уяр кунăн кашни саманчĕпе туллин усă курса çитес хĕл валли ытлă-çитлĕ выльăх апачĕ янтăласси.
Çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ытларах пайĕ ут çине тухрĕ. Кĕске хушăрах вĕсем 972 гектар çинче нумай çул ÿсекен курăксене çулнă. Çав лаптăксенчен 135 тонна типĕ утă хатĕрлеме те ĕлкĕрнĕ. Ку ĕçре паянхи куна Чкалов ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕ тĕслĕх пулса тăрать. Исетерккĕсем кĕске хушăрах 70 тонна утă хатĕрленĕ. Ку вăл ума лартнă тĕллевĕн 41 проценчĕ.
Çывăх кунсенчех симĕс ĕç çи маршручĕсем сенаж-силос траншейисене çитĕç. Çĕр ĕçченĕ çак хĕрÿ тапхăра пĕтĕмĕшле хатĕр.
Ут çи вăй илсе пынă хушăрах хресчен çур акире акнă-лартнă культурăсене тĕрĕс-тĕкел пăхса çитĕнтерессипе сахал мар ĕç туса ирттерет. Асăннă кун тĕлне хуçалăхсенче тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсен 51,6 процентне (6328 гектар) гербицидпа имçамланă. 2222 гектарне (18,1 процент) тĕрлĕ сăтăрçăсенчен хÿтĕленĕ. Çак хушăра çирĕплетнĕ агрегатсем 987 гектар çĕр улмие иккĕмĕш хут чĕрсе-кăпкалатса тухнă.
Кашни ĕçĕн вăхăчĕ пуррине районти çĕр ĕçченĕ питĕ аван ăнланать. Çавăнпа паянхи ĕçе ырана хăварассинчен асăрхансах пырать.
А. БЕЛОВ.