Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канупа ĕçе лайăх йĕркеленĕ

16 июня 2010 г.

– Пирĕн шкул çумĕнчи лагерьсене пурĕ 105 ача çÿрет, – пĕлтерчĕ Чуманкассинчи вăтам шкул директорĕ Паян акă сывлăха çирĕплетмелли «Солнышко» лагере çÿрекенсем Раççей кунне паллă тăваççĕ. Пурте çи-пуçĕсене çĕр-шывăн ялав çинчи тĕсĕсене шута илсе тăхăнса килнĕ-мĕн. Хăйсен воспитателĕ – кĕçĕн классене вĕрентекен Т.А. Павлова – Раççей Федерацийĕн историйĕпе, ялавĕпе кĕскен паллаштарнине тимлесех итлеççĕ вĕсем.

Ачасен тепĕр ушкăнĕ А.В. Васильевăна сырса илнĕ: кунта – эмел курăкĕсемпе паллашакансем. «Пирĕн Альбина Вячеславовна пĕлмен курăк çук та пулĕ. Мĕн чухлĕ ÿсен-тăранпа паллашрăмăр»,– тет савăнса кăçал 3 класс пĕтернĕ Люда Семеновская хăйсен вĕрентекенĕ пирки.

Пысăкраххисем вара çĕр ĕçĕпе çыхăннă тĕрлĕ опытсем те тăваççĕ. Вĕсем агроэкологи енне суйласа илнĕ профиль лагерьне çÿреççĕ. Чуманкассисем пĕлтĕр «Шкул – ялти агроэкологи центрĕ» программăна йышăннăччĕ. Унăн пĕр пайĕ шăпах çак лагерьте пурнăçланать те.

– Кашни çулах аслă классенче вĕренекенсем районти ĕçпе тивĕçтерекен центрпа килĕшÿ туса ĕçлекенччĕ сирĕн шкулта. Кăçал та çаплах-и; – ыйтатăп директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕнчен В.Н. Николаевăран.

– Çапла. Кăçал та аслă классенчи ачасем вăхăта усăллă ирттерччĕр тесех килĕшÿсем çыртăмăр. Ачисем хăйсем те хăнăхса çитрĕç пулмалла: май уйăхĕнчех ĕç бригадине йĕркелесси пирки интересленетчĕç. Халĕ 17 вĕренекен шкул таврашĕнчи ĕçсене пурнăçлать. Паян акă пĕрисем палăк сăрлаççĕ, теприсем клумбăсем патĕнче тăрăшаççĕ. Часах пахча çимĕç хумалли хранилищĕне те тасатса тухмалла пулать... Ĕçĕ пур, – хуравлать Валентина Николаевна.

– Эпир хамăрăн документсене илсе килтĕмĕр, – калаçăва хутшăнчĕ Дима Прокопьев хутсене учителе тăсса панă май.

Районти «Зарница» командисем хушшинче кăçал Чуманкасси шкулĕн вĕренекенĕсем мала тухнăччĕ. Халĕ вара республикăна тухма хатĕрленеççĕ вĕсем: докуменчĕсем те йĕркеллĕ пулмалла, хăйсене çÿллĕ шайра кăтартма та пултармалла. Ятарлă форма çĕлеттерме те пуçăннă шкулта. Çак ĕçе пурнăçлама Чкалов ячĕпе хисепленекен хуçалăх ертÿçи П.Г. Ефимов пысăк пулăшу панă. Тав тăвать ăна шкул администрацийĕ: ачасене тĕрĕс воспитани парса ÿстерни те шкултан сахал мар килет-çке-ха. Тăрăшакансене пулăшас текенсем пурри вара хавхалантаратех ĕнтĕ...

Лагерьти кашни кун хăйне евĕр иртет: пĕр кун ачасем – художниксем, тепĕр кунне – пулăçсем... Никам та ĕçсĕр çÿремест шкулта. Аван йĕркеленĕ Чуманкассисем ачасен канăвĕпе ĕçне.

Н. НИКОЛАЕВА.

Çу кунĕсем хаваслă

Шурча шкулĕнче çуллахи кану лагерĕ ĕçлеме пуçлани нумай та мар. Лагере ертсе пыраканĕ – В.В. Бычкова, воспитательсем – А.Н. Рыжковăпа С.Г. Дмитриева.

Кашни кану кунĕ питĕ хаваслă иртет. Пирĕн отряд «Хĕрлĕ ÿтлисем» ятлă. Вăл икĕ тăхăмран тăрать: «Прерия» тата «Айвенго».

Пирĕн лагерь спортпа туслă. Кунсерен тĕрлĕ вăйăсемпе конкурссем иртеççĕ. Эпир лагерь уçăлнишĕн савăнатпăр. Кашни ир шкула хавхалансах утатпăр.

«Айвенго» отрядри А. МИХАЙЛОВ.

В.М. Васильев эпĕ мĕнпе кăсăкланнине пĕлсен. Вĕренекенсем ирхи зарядкăраччĕ. Чăн та шкулта ача туллиех, каникул тесе те калаймăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика