16 июня 2010 г.
Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнă чухне эпĕ 7 çул та тултарайман-ха. Манăн анне Ксения Степановна Мастерова аттене Нил Андреевича вăрçа ăсатнине лайăх астăватăп. Эпир кăмака çинче лараттăмăр. Атте пире пурне те ыталаса чуп турĕ. Эпир виççĕн пулнă: манран пĕр çул асли Лариса тата икĕ çул асли Капитолина аппасем. Пурте макăрса ятăмăр. Халĕ та çак сăмахсене çырнă чухне куç шывланать.
Атте 1944 çулта вăрçăра е Новгород, е Псков облаçĕнчи çапăçусенче çĕре кĕчĕ. Ăна эпĕ çапла шухăшлатăп. Мĕншĕн тесен атте хăйĕн юлашки çырăвĕнче вĕсене çурçĕрелле илсе кайни, Вышний Волочекран иртсе кайни пирки хыпарланăччĕ.
Вăл ăçта вилнине тупса палăртас тесе эпĕ Раççей Оборона министерствин архивне Подольска та çыру ярса пăхрăм. Анчах та халĕ те нимĕн те тупса палăртма май килмерĕ. Пĕртен-пĕр чун йăпатмăшĕ вăл – Асăну кĕнекинче çырса хуни. Ăна эпĕ Чăваш Республикинчи Çар комиссариачĕн Муркашпа Элĕк районĕсен уйрăмĕнче тупса вуланăччĕ. Тата Е. Андреев ячĕпе хисепленекен пĕрлешÿллĕ хуçалăхăн кантурĕ умĕнче асăну хăми çинче çырса хуни пур. Евтихий Андреевич пирĕн ялта асăну хăми вырнаçтарса чыслă ĕç тунă.
Кунпа пĕрлех çакна та асăнса хăвармалла. Çак асăну хăмине кирлĕ пек пăхса тăмаççĕ. Пачах пăхса тăмаççĕ тесен те тĕрĕсех. Çулла кунта курăк çитĕнсе ларать, нимĕн те курăнмасть. Тăрăшсан вара кунта йĕрке тума ытлашши нимех те тăккаланмалла мар.
Эпир, ачасем, вăрçă çулĕсенче аслисем ертсе пынипе ун чухне «Авангард» ятлă пулнă колхоз уй-хирĕнче тăрăшаттăмăр. Çимелли енчен илес пулсан вара тутă пулнине астумастăп, яланах хырăм выçăччĕ. Пултран, серте, ытти курăксем çиеттĕмĕр. Эп хам астăвасса çитĕнекен çĕр улми çеçкине татса яшкана яни, хирте кĕркунне юлнă çĕр улмине çуркунне çиме пуçтарни те пулнă.
Паян эпир иртнĕ йывăрлăхсене аса та илместпĕр, ун пирки калаçмастпăр та. Ун пирки эпир хамăрпа пĕр вăхăтрисемпе кăна канашлама, аса илме пултаратпăр.
Шкула эпĕ 1942 çулта кайрăм. Ун чухне Сталинградшăн питĕ хаяр çапăçусем пыратчĕç. Çавăн чухне пĕтĕм çĕр-шывшăн епле хăрушă самант пулни пирки халĕ аван пĕлетпĕр ĕнтĕ. Тăшман Атăл тăрăх çăмăллăнах малалла кайма пултарнă. Чăваш Ен вара Атăлăн сылтăм çыранĕнче вырнаçнă.
Эпир вĕреннĕ шкул пĕр хутлăччĕ, йывăçранччĕ. Вăл хальхи перекет банкĕнчен кăшт анатарах вырнаçнăччĕ. Хĕлле шкулта сивĕ пирки тумтирпех лараттăмăр. Кайран пире Шаптака куçарчĕç. Пирĕн учительница Татьяна Матвеевна Авдеева вĕренекенсене чĕркемелли хут валеçсе паратчĕ, эпир ун çине саспаллисем çыраттăмăр.
Акă апрель уйăхĕнче эпир Шаптакран уй урлă шкултан таврăнатпăр. Ăçта юр е шыв пулнине уяса та тăмастпăр. Урара – çăпата. Пурин те урисем йĕп-йĕпе. Анчах та эпир савăнатпăр, кулатпăр. Мĕншĕн тесен çуркунне çитсе килнине курса епле савăнмăн-ха. Хурăнай варĕ патне çитетпĕр. Юртан тасалнă сăрт çамкине тупатпăр. Çăпатасене салтса хуратпăр, ура тăлисене типĕтетпĕр. Хамăр вара ăшăнса çитмен çĕр тăрăх çарран чупатпăр. Шаптака шкула ун чухне эпир Валериан Александрович Костин, Николай Серафимович Ораин, Николай Романов пĕрле çÿреттĕмĕр. Çавăн пек пулнă пирĕн ачалăх.
Мĕншĕн çыратăп-ха эпĕ çак йĕркесене; Хальхи ăрăвăн пирĕн ачалăх çулĕсем епле йывăр килни, эпир мĕнле условисенче пурăнни, апла пулин те вĕренессишĕн тăрăшни пирки пĕлмеллех.
Нумаях пулмасть телевиденипе «Школа» сериал кăтартрĕç. Чи малтанах кунта пирĕн хальхи çамрăксен япăх енĕсем куç умне тухса тăраççĕ. Вĕренес килмест вĕсен. Сăлтавĕсем тĕрлĕрен. Анчах та тĕп сăлтавĕ – ыйтма кăна хăнăхса пынинче. Çамрăксене, ачасене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарас пулать. Ĕç çынна çуратнă тени тĕрĕсех. Çак чăнлăха хирĕçлеме май çук.
В. МАСТЕРОВ,
вăрçă тата ĕç ветеранĕ.
Муркаш ялĕ.