Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Учитель – патшалăхăн пархатарлă ĕçченĕ

11 июня 2010 г.

Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш автономине туса хунăранпа 90 çул çитет. Ун чухне Пĕтĕм Раççейри тĕп ĕçсене туса пыракан халăх комиссарĕсен канашĕ çакăн пек йышăну кăларнă: «Раççей Федерацийĕн Социализмла Совет Республикинче Чăваш автономине туса хурас, унăн административлă центрне Шупашкар хули тесе палăртас, унта Хусан кĕпĕрнинчен Çĕрпÿ, Етĕрне тата Шупашкар уесĕсене пĕтĕмпех, Чикме уесĕнчен Янгильдино, Сюндыр, Тутаркасы, Шурча тата Кĕçĕн Хураçка вулăсĕсене, Чĕмпĕр кĕпĕрнинчен – Курмăш уесĕнчен Атаевск, Курмăш, Алгаш вулăсĕсене, Пăва уесĕнчен Хăмпуç-Патăрьел, Мурат, Турхан, Шăмăршă тата Шомкин вулăсĕсене кĕртес».

Вăл тапхăрта наци ыйтăвĕсене çак ĕçпе ĕçлекен халăх комиссариачĕ туса пынă. Чăвашсен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комиссариата 1918 çулхи пуш уйăхĕнче туса хунă. Наци комиссариачĕ вырăнти органсемпе тачă çыхăну тытса ĕçлесе пынă. Çав çулхинех чÿк уйăхĕн 13-мĕшĕнче халăха вĕрентес тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комиссариатпа наци шкулĕсем хушшинчи çыхăнусем çинчен калакан йышăну кăларнă. Çак йышăнупа килĕшÿллĕн Раççей Федерацийĕнчи шкулсен ĕçне çĕнĕлле йĕркелесе янă.

Паллах, çăмăл пулман çак тапхăрта ĕçленĕ вĕрентекенсене. Революци хыççăн Чĕмпĕрти чăваш учителĕсен шкулне салатса яни те нумай чăрмав кăларса тăратнă. Анчах та Иван Яковлевич Яковлев тунă ĕçсем çухалман. Кунтан вĕренсе тухнă вĕрентекенсем тин çеç туса хунă Чăваш автономи облаçне çĕклеме пулăшнă. Вĕсем хушшинче Якаткасси ялĕнче çуралса ÿснĕ Тимухха Хĕветĕрĕ (Федор Тимофеевич Тимофеев) та пулнă. Вăл тăван Чăваш патшалăхĕ валли çамрăк специалистсем хатĕрлес ĕçре нумай вăй хунă, тĕпчев ĕçĕсем ирттернĕ, вĕрентÿ кĕнекисем çырнă.

Çавăн пекех çак çулсенче Шарпаш тăрăхĕнчи паллă революционерăн Семен Ивановăн çемйинчен тухнă Мария Кирилловна та Чăваш автономине çĕклес тĕлĕшпе нумай тăрăшнă. 1921–1922 çулсенче Чăваш автономи республикин халăха вĕрентес ĕç комиссариатĕнче куçару ĕçĕсене туса пынă. 1928 çулхи авăн уйăхĕнче Чĕмпĕрти чăваш учителĕсен шкулне вĕренме кĕнĕ. Вĕрентÿ ĕçĕнчи çитĕнÿсемшĕн ăна «Хисеп палли» орденĕ парса чысланă.

Чăваш патшалăх тытăмне йĕркелес ĕçре партин Х съезчĕн йышăнăвĕ те пысăк вырăн йышăннă. Вăл вак халăхсен патшалăх тытăмне çирĕплетесси çинчен, вĕсенче суд, влаç тытăмĕнчи ĕçсене тăван чĕлхепе туса пырасси çинчен, тăван чĕлхепе хаçат-журнал кăларасси, кĕнекесем пичетлесси, шкулсенче вĕрентÿ ĕçне тăван чĕлхепе туса пырасси çинчен. Паллах, çак ĕçе чи малтанах чăвашран тухнă вĕрентекенсем явăçнă, вырăнти халăх хушшинче ăнлантару ĕçне те туса пынă.

2010 çул – Учитель çулталăкĕ. Чăваш автономине туса хунăранпа 90 çул çитнине уявланă май пирĕн хамăрăн патшалăх тытăмне йĕркелеме пулăшнă, ăна яланах никĕслесе тăнă вĕрентекенсем çинчен манмалла мар. Тĕнчере темĕнле паттăрла професси те пур: космонавтсем, разведчиксем, çар çыннисем тата ыттисем те. Анчах вĕсене вĕрентсе кăлараканĕ, пурнăç çулĕ çине тухма пулăшаканĕ яланах вĕрентекен пулнă. Паян та вĕсем нумаййăн. Эпĕ вĕсене патшалăх тытăмне тытса тăракансем тесе хакласшăн. Мухтав сана, учитель! Чăваш автономине туса хума пулăшакансене, чăвашлăха тытса тăракансене тайма пуç.

В. ВАСИЛЬЕВ,

Чăваш Республикин вĕрентÿ ĕçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика