11 июня 2010 г.
Çĕнĕ Матьăкра пурăнакан пĕр арçын хăйĕнчен аслăрах хĕрарăм патне хăнана каять. Йĕркеллĕ калаçу вара темĕнле майпа хирĕçĕве куçать. Арçын кил хуçине вĕлерессипе хăратма тытăнать: хĕрарăмăн пичĕ патне утюг тытать. Ăна вара вĕрилентерес тесе розеткăна чикет. Çак тискер ĕçе тунăшăн халĕ явапне саккунпа килĕшÿллĕн тытмалла пулать.
Ача-пăча паркĕнче –
пысăккисен «теттисем»
Шупашкар районĕнчи пĕр ялта çуралса ÿснĕ, пĕр вырăнта тĕпленсе пурăнман арçын вунă кун хушши Муркашри ача-пăча паркĕнче çÿренĕ. Паллах, кашни кун чуччупа ярăнма кайман вăл унта. Пиртен çĕленĕ хутаç вырăнтах пулнине тĕрĕслесе тăнă. Хутаçĕ вара ахальли пулман: унта патрон пек япаласем упраннă унăн. Пĕрре мар, 500 ытла! Халĕ ку ĕçпе следстви пырать.
Пичете районти шалти ĕçсен пайĕн материалĕсем тăрăх хатĕрлене