11 июня 2010 г.
Ял хуçалăхĕнче ĕçлеме нихăçан та çăмăл пулман. Апла пулин те хресчен йывăрлăхсенчен хăрамасăрах çĕр ĕçне пĕр вырăнта тăратман, шав малалла аталантарнă. Кулленхи ĕçре тăтăшах çĕннине алла илнĕ, ырă опыта малалла çул уçса пынă. Çак тимлĕх ял хуçалăхĕнче паян та çухалман. Ăна никам та хирĕçлемĕ, хирĕçлеймĕ те. Юлашки çулсенче РФ Президенчĕ палăртнă «АПК аталантарасси» приоритетлă наци проекчĕ ял хуçалăх предприятийĕсене, ялта пурăнакансене çĕнĕ аталану çулĕпе кайма май туса пачĕ. Мĕн тетĕр эсир; Пăр тапранчĕ, малашлăха шанса çанă тавăрса ĕçе кÿлĕннисен ĕç продуктивлăхĕ ÿсрĕ. Анчах кун йĕркинче темĕнле проект-программа пулсан та, конкретлă ĕçлекен ăсталăхĕ малти вырăнта тăрать. Вăл çапла пулнă, пур, пулĕ те.
Çавăнпа та обществăлла выльăх-чĕрлĕх патĕнче чунне парса ĕçлекенсен малтуртăмлăхне аталану çулĕ çинче пурнăçпа тан илсе пырас тĕллевпе район администрацийĕ çулленех машинăпа ĕне сăвакан операторсемпе техник-осеменаторсен конкурсне ирттерет. Кăçал та çак ырă пуçару кун йĕркинчен тухса ÿкмерĕ.
Уяр çанталăк-и е пĕлĕтлĕ кун – ĕçлекеншĕн çул уçă. Çав вăхăтрах пурнăçлама пултарайман ĕç пирки хĕрсе кайсах калаçакансем пирки ĕмĕртен пуш параппан çапакан тесе хакланă. Çак каларăш пурнăçра чылай чух тÿр килсе пырать пулсан та, “Свобода” ял хуçалăх производство кооперативĕ-ăратлă выльăх заводĕнче каланине ĕçпе çирĕплетесси кун йĕркинчи çирĕп йăла. Вуншар çул пырать вăл, çĕр-шыври политикăпа экономикăн нихăш хумĕ айне те пулман. Мĕнре-ха сăлтавĕ; Çак ыйту çине хурав шыраса районăмăр çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче «Ударник» сăнавлă производство хуçалăхĕн Йÿçкассинчи сĕт ферминче хамăр енри пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенчи ĕнесене машинăпа сăвакан операторсемпе ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерекен техник-осеменаторсен конкурсне ирттерчĕ. Палăртнă вăхăта конкурса хутшăнакансемпе командăсен представителĕсем фермăна нумаййăн пырса çитрĕç.
Кашниех вăхăт пуррипе усă курса Йÿçкассисен фермипе, кунти ĕç условийĕсемпе паллашать, хăйсем патĕнче пурнăçа кĕртме май пуррине шырать. Палăртмалла, район шайĕнче ирттернĕ çакнашкал ĕçлĕ тĕл пулăва кашни хуçалăхранах хутшăнма кăмăл турĕç. Хăшĕсенчен ăмăртăва икшер оператор та килсе çитнĕ. Вĕсем ăмăртура туптанă ăсталăхпа производствăра усă курасси пирки иккĕленÿ çук.
Ăмăртăва хутшăнакансем умĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх пайĕн ертÿçи В.А. Калинин сăмах калани асра юлчĕ:
– Ырă йăлана кĕнĕ çак лайăх конкурса кун йĕркинчен кăларманни эпир пурсăмăр та малалла пăхнине çирĕплетет. Пирĕн вара умри тĕллевсем пысăк. Вĕсене пурнăçлама çĕннине алла илмелле. Паянхи конкурса хутшăнса эпир çав çĕнĕлĕхсене алла илме хатĕр пулнине кăтартмалла, – терĕ конкурса хутшăнакансене ăнăçу сунса Владимир Аркадьевич.
Хыççăн районти выльăх-чĕрлĕх отраслĕн аталанăвĕпе паллаштарса район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Иванов сăмах каларĕ. Вăл паян фермăра ĕçлекенсем район экономикишĕн питĕ сăваплă ĕç тунине, çак тытăмра «Ударник» хуçалăх тĕреклĕхпе палăрса тăнине тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пачĕ. Район пуçлăхĕ çĕннине алла илмесĕр малашлăх аталану ик телейлĕ пулнине те палăртрĕ. Çĕннине алла илесси вара конкурсра курăнать те ĕнтĕ.
– «Ударник» хуçалăхăн Йÿçкассинчи сĕт фермин çитес хĕле хатĕр сарайне кĕрсен кунти тасалăх тыткăна илет. Унти хĕвел çутипе тулнă пÿлĕмсем кунти ĕçченсем хăйсен ĕçĕ çине ответлăха туйса пăхни, вĕсем ĕçре тирпейлĕхе мала хуни, юсав ĕçĕсем пыни вĕсем малашлăха пăхни пирки калать, çаксем пурте пĕрле ăнăçу никĕсĕ пулни курăнать, – терĕ ăмăртăва хутшăнакансене фермăри ĕçсемпе тĕплĕнрех паллашса кайма сĕнсе Юрий Александрович.
...Ăмăртăва килнĕ техник-осеменаторсемпе машинăпа ĕне сăвакан операторсем хăйсен ăсталăхĕпе пултарулăхне ушкăна пайланса кăтартрĕç пулин те, кашни номинацирех ăмăрту çивĕч пулчĕ. Уйрăммăн илсен конкурса килнĕ дояркăсемпе доярсем малтан теори пĕлĕвне кăтартнă хыççăн жюри членĕсем умĕнче сĕт сумалли аппарата вăхăтра сÿтсе пуçтарассипе тата ĕне сăвассипе, техник-осеменаторсем хăйсен ĕç йĕркипе тата ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерес культура пĕлĕвĕпе ăмăртрĕç.
– Конкурса ирттерме çуллен хутшăннăран тата тăтăшах жюри членĕ пулнăран ĕне сăвакансемпе техник-осеменаторсен пĕлĕвĕ ырă еннелле улшăнни курăнать. Тăтăшах çак конкурса хутшăнакансен малтуртăмлăхĕ малалла утăмлани яр уççăн палăрать, – терĕ конкурссем вĕçленсе пынă май районти выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станцин тĕп врачĕ Н. Яковлев. Специалист çапла хак пани – конкурсăн чи курăмлă енĕ. Чăнах та конкурса хутшăнакансем ăмăртăвăн нихăш енĕпе те çухалса кайманни вĕсем хăйсен ĕçĕнче чăн-чăн ăстасем пулнине çирĕплетрĕ.
– Ĕçе пĕлсе тата юратса пурнăçлатпăр пулсан мĕншĕн пирĕн çĕнтерÿçĕсен картлашки çине хăпармалла мар-ха; – ыйтуллăн хуравларĕç Чкалов яч. хис. хуçалăхри Исетерккĕрен килнĕ Елизавета Федоровăпа Татьяна Тимофеева операторсем.
Каçхи сăвăмпа вĕçленнĕ конкурс çĕнтерÿçĕсене çапла пайларĕ.
Çамрăксем хушшинче «Ударник» хуçалăхран ăмăртăва тухнă Валентина Александровна Максимовăна çитекенни пулмарĕ. Тăтăшах ĕнесене машинăпа сăвакан операторсен конкурсне хутшăнса çÿлти картлашкана çĕнсе илекенскерĕн кăçалхи ÿсĕмĕ те кĕтмен утăм мар. Ун хыççăнхи вырăнсенче Е. Андреев яч. хис. хуçалăх операторĕпе Елена Андреевăпа «Ударник» хуçалăхри Алиса Волкова.
Тĕп дояркăсем хушшинче Суворов яч. хис. хуçалăх ĕçченĕпе В.В. Макаровăпа «Оринино» хуçалăх доярки Г.П. Ковалева хушшинче хăйне евĕр чăн-чăн ăмăрту пулчĕ. Кăçалхи конкурсра Валентина Валерьяновна маттуртарах пулни курăнчĕ. Виççĕмĕш вырăнта та Суворов яч. хис. хуçалăх представителĕ пулни Анаткассинче фермăри ĕç-хĕле тивĕçлĕ шая çĕкленине кăтартрĕ. Çапла вара пьедестал çинчи виççĕмĕш картлашка çине хăпарма тивĕçнĕ Надежда Журавлева хăйсен хуçалăхĕнчи ăнăçлă малашлăха çирĕплетрĕ çеç.
Арçын доярсем хушшинчи çĕнтерÿçĕ «Оринино» хуçалăхри Арсентий Алексеевич Казамбаев уйрăм парнене тивĕçрĕ.
Çак кун тепĕр пысăк ăмăрту, маларах палăртрăм ĕнтĕ, техник-осеменаторсем хушшинче те иртрĕ. Кунта та çивĕч кĕрешÿ пулчĕ. Суворов яч. хис. хуçалăхри хăй ĕçĕнче яланах ырăпа палăрнă Фаина Николаевна Максимовăна кăçал виççĕмĕш вырăна тивĕçни те кĕрешÿ вăйлă пулнине çеç çирĕплетрĕ. Иккĕмĕш вырăнта – Е. Андреев яч. хис. хуçалăхран конкурса пынă Александра Владимировна Васильева. Çĕнтерÿçĕ хăйăвне вара кăçал «Ударник» хуçалăхри Валентина Алексеевна Димитриева тивĕç пулчĕ.
Яра куна тăсăлнă конкурс ăнăçлă иртрĕ. Вăл районти выльăх пăхакансем хушшинче маçтăрсем, хăйсен ĕçне чунĕпе парăннисем сахал мар иккенне кăтартрĕ. Конкурса хутшăнакансене Йÿçкассинчи ваттисен çуртĕнче ĕçлекенсемпе Культура çурчĕ çумĕнчи çамрăксен «Туслăх» эстрада ушкăнĕ çепĕç юрăсемпе савăнтарчĕ, тивĕçлĕ кану йĕркелесе пачĕ.
Анатолий БЕЛОВ.