Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ашшĕ-амăшĕн ответлăхне ÿстермелле

11 июня 2010 г.

Чылайăшĕ ют çĕр-шывсенчен килекен «çĕнĕлĕхсене» пуç тайсах хисеплет. Хăйсем вара кайран сисмесĕрех пĕртен-пĕр пепкинчен «этеме майлă чĕр чун» ÿссе çитĕннинчен тĕлĕнеççĕ, ÿкĕнеççĕ, макăраççĕ. Çурт-йĕре тĕрĕс мар тусан ăна сÿтсе çĕнĕрен тума пулать, ачаран вара тепĕр хут йĕркеллĕ, çĕр-шыва, ашшĕ-амăшне юрăхлă этем тума май çук.

Ачасем – пирĕн пуласлăх, тетчĕç малтанах. Çавна май ун чухне ачасене тĕрĕс воспитани парасси çине пысăк тимлĕх уйăратчĕç. Мĕн пĕчĕкрен пуçласа çитĕнекен ăрăва тĕрлĕрен майсемпе сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнма вĕрентетчĕç тата нравственноç шайне ÿстерессишĕн тăрăшатчĕç. Хальхи пек пур кирлĕ-кирлĕ мара ачасене телевизорпа та, кинотеатрсенче те кăтартман. Интернет пирки вара ун чухне сăмах та пулман. Эрех-сăра ĕçесси, наркотиксемпе пăтранасси, пирус туртасси те шкул ачисем хушшинче сарăлман.

Паянхи кун та «çÿлте ларакансем» ачасене пирĕн пуласлăх тесе хаклаççĕ. Анчах та чăн пурнăç çакна урăхла çирĕплетсе парать. Ачасемшĕн паракан патшалăх пособийĕ çуллен пĕр-икĕ памперс илмелĕх шайра кăна тытăнса тăрать. Шкулта апатланма ачасем валли пĕр тенкĕ те уйăрса памаççĕ. Шкулсенчи классене юсама та ашшĕ-амăшĕсен кĕсйисене «çÿхетеççĕ». Кунсăр пуçне ытти тĕрлĕ йышши тăкаксене те «çемье касси» шучĕпе саплаштараççĕ. Çитменнине тата çулсерен шкулсене хупса пыраççĕ. Ялта вара шкул хупрĕç пулсан ку вăл çак ялăн нимĕнле малашлăх та çуккине кăна пĕлтерет.

Кунсăр пуçне çакна аса илер. Ачасене октябренока, пионера, комсомола илни епле хавас самант пулнă. Çак ача-пăча, çамрăксен организацийĕсем никама та нимĕнле те сиен кÿменнине кам хирĕçлеме пултарĕ-ха; Ун чухне япăх вĕренекенсене, тĕрлĕрен киревсĕр ĕçсем тăвакансене тÿрех сÿтсе яватчĕç, намăслантаратчĕç. Çĕр-шыва юратма, аслисене хисеплеме, таса чунлă, ĕçчен пулма, чĕр чунсене юратма... вĕрентетчĕç. Çакăн пек воспитанин кăтартăвĕсем те куç кĕретех пулнă.

Хальхи пекех пурăнсан вара эпир ăçта кайса тухăпăр-ха; Ахальтен мар ĕнтĕ пирĕн çĕр-шывра çапкаланса çÿресе шкула та кайман, ашшĕ-амăшĕсĕр ачасен хисепĕ ÿссех пырать. Кун пек ачасем мĕнле çынсем пулса ÿсĕç-ши вара;

Манăн çакăн пек тĕслĕх илсе кăтартас килет. Иртнĕ вăрçă вăхăтĕнче нимĕç фашисчĕсем пирĕн çĕр-шывран нумай-нумай çамрăка Германие ĕçлеме хăваласа кайнă. Вара Майданекри концлагерьте пирĕн хĕрсене тĕрĕсленĕ хыççăн вĕсен 90 процентне яхăн хĕр чысне çухатманни паллă пулнă май концлагерь ертÿçи Гитлер патне çыру ярать. Çырура вăл Совет Союзĕпе çапăçма чарăнса мир тума ыйтать. Хăйĕн ыйтăвне вăл çапла сăлтавлать: «Нравственноç енчен çакăн пек çÿллĕ шайри халăха çĕнтерме май çук»,– тет. Паянхи пурнăçра вара... пĕтĕмпех пуç хĕрлĕ.

Паллах, малтанхи вăхăтра ашшĕ-амăшĕн ачисене тĕрĕс воспитани пама майсем ансатрах пулнă. Паян вара, патшалăх ертÿçисем çак питĕ пĕлтерĕшлĕ ыйтусем çине кирлĕ пек тимлĕх уйăрманнине пула, çемьери воспитани ыйтăвĕсен пĕлтерĕшĕ калама çук ÿсрĕ. Анчах нумай ашшĕ-амăшĕ çакна ăнланмасть-ха.

Мăн Сĕнтĕр шкулĕнчи ашшĕ-амăшĕсен комитечĕн председателĕ пулнă май, эпĕ нумай чухне тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕп. Ашшĕ-амăшĕсен ытларах пайĕ хăйсен ачисен вĕренĕвĕпе, вĕсен шкулти пурнăçĕпе пачах интересленмест. Хăшĕ-пĕри шкулне те кĕрсе курман пулĕ. Шкулта ашшĕ-амăшĕсен пĕрлехи пухăвĕ пулса иртнĕччĕ. Пухăва районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем М.А. Конузина, В.П. Петров, çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн представителĕсем те пынăччĕ. Вĕсем ашшĕ-амăшĕсене усăллă канашсем, сĕнÿсем нумай панăччĕ, тĕрлĕрен саккунсемпе паллаштарнăччĕ. Вĕсемпе пĕрлех шкул директорĕн ачасене вĕрентес енĕпе ĕçлекен çумĕ Н.Б. Горнова, воспитани парас енĕпе ĕçлекен çумĕ Е.И. Гунина питĕ пĕлтерĕшлĕ ыйтусем çинче чарăнса тăчĕç. Шел пулин те, çак пухăва ашшĕ-амăшĕсен 80 процентне яхăн пыма кăмăл тумарĕ. Камсемшĕн тăрăшаççĕ-ха шкулти учительсем; Пирĕн ачасемшĕн мар-и; Юрать-ха вĕсем сирĕн ачасене шкулта вĕреннĕ вăхăтра чăтĕç. Сирĕн вара, хăвăр айăплă пулсан, ĕмĕр вĕçне çитичченех чăтма лекĕ. Çапла пултăр текенни пĕр ашшĕ-амăшĕ те çук пулĕ тесе шутлатăп. Çапла пулин те ашшĕ-амăшĕ шкул пулăшăвне хисеплеменни тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтерет. Нивушлĕ вĕсем хăйсене çав териех ăслă тесе шутлаççĕ;

Ачаран лайăх, çĕр-шыва юрăхлă çын тума çăмăл мар терĕмĕр. Патшалăх кашни ача пуçне пĕр çул вĕрентме вуншар пин тенкĕ тăкаклать. Çавăнпа та шкулта хăйсене йĕркеллĕ тытман, кирлĕ пек вĕренмен ачасен ашшĕ-амăшĕсенчен çирĕпрех ыйтмалла, вĕсен ответлăхне ÿстермелле.

П. ВОРОБЬЕВ,

депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика