09 июня 2010 г.
Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен хирĕсенчи çур аки вăхăчĕ черетлĕ историе çырăнса юлнă май, маларах акнă хирсем симĕс кавирпе витĕнчĕç. Çакăнпа пĕрлех хресчен умне черетлĕ ĕç çи тухать: паян-ыран унăн выльăх апачĕ янтăлас ĕçе массăллăн кÿлĕнмелле. Ăна çителĕклĕ калăпăшпа та тулăх пахалăхпа ирттересси ĕç çине мĕнле техникăпа тухнинчен нумай килет. Çакна шута илсе паян эпĕ ЧР Патшалăх техника надзорĕн Муркаш районĕнчи патшалăх аслă инспекторне С.А. НИКОЛАЕВА калаçăва чĕнтĕм.
– Сергей Александрович, ял хуçалăх предприятийĕсен аталанăвĕ çĕнĕ техникăпа тата технологипе çыхăнни каламасăрах паллă. Малашлăха пăхнă çĕрте техника пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе эпĕ тĕрĕс калатăп-ши;
– Çапла. Паян пирĕн пурнăçра техника тĕп вырăнта тăнине никам та хирĕçлеймест. Ял хуçалăхĕнчи кирек хăш ĕçе те вăхăтра пурнăçласси – пĕрлехи тĕллев. Çав ĕçпе хуçалăх экономикине курăмлă çĕклесси хуçалăх ĕçченĕсем хăйсен харпăрлăхĕнчи ял хуçалăх техникипе епле тухăçлă усă курнипе çыхăннă. Апла пулсан кунта çулленхи техника тĕрĕслевĕ малти вырăнта тăмалла, анчах...
Майăн 31-мĕшĕ тĕлне пирĕн патăмăрта регистрациленнĕ хăй тĕллĕн çÿрекен 849 машинăпа 308 прицепран 35 тата 28,2 проценчĕ çеç техосмотр тухрĕç. Çу кунĕсем вăй илнĕ май уй-хир ĕçĕсем анлăлансах пыраççĕ. Акă умра «симĕс ĕç çи». Паянхи куна вара пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенчи 141 (62,4 процент) тракторпа 50 (33,8 процент) прицеп кăна хăйсем ĕçе хатĕррине техосмотр тăрса çирĕплетрĕç.
Каламалла, юлашки çулсенче уйрăм çынсен харпăрлăхĕнчи тракторсен йышĕ ÿссе кайрĕ: 476 единица тата 148 прицеп. Паянхи куна вĕсенчен 134-шĕ (28,2 процент) тата 35-шĕ (23,6 прцент) кăна техосмотр тăма пултарчĕç. Çакна валли хамăр енчен ĕçе йĕркелерĕмĕр пулсан та (хаçат урлă хамăр çирĕплетнĕ графика вĕсем патне маларахах çитертĕмĕр, унпа килĕшÿллĕн кашни ял тăрăхнех çитрĕмĕр), техника хуçисем техосмотра васкаманни шухăшлаттарать-тĕлĕнтерет. Вырăна тухса техосмотр ирттерес вăхăт вĕçленчĕ, анчах юсавлă мар техникăпа çул çине тухса саккуна пăсиччен трактор хуçисен хăйсен техникине халĕ Муркаша хăвалама тивет. Çакăн çине алă сулакансен саккун умĕнче ответ тытма тивесси пирки шутламалла пулать. Ял хуçалăхĕнчи ĕçсем юсавлă техникăпа кал-кал пынине курса-пĕлсе тăнă çинчех техосмотр тĕлĕшпе тимлĕх сахал уйăракан хуçасем инкекпе вăйă вылянăн туйăнать. Хÿре вĕçне туй киличчен ку вăййа вĕçлемеллех.
– «Симĕс ĕç çине» хутшăнмалли техника пирки тĕплĕнрех каласан ума мĕнле ÿкерчĕк тухать;
– Савăнмалли кунта та сахал. Районта выльăх апачĕ хатĕрлемелли хăй тĕллĕн çÿрекен тĕрлĕ маркăллă машинăсем 15 единица. Вăл шутран курăк ваклатакан Е-281 марккăлли 3, Е-301, 302, 303 марккăллă косилкăсем 8, КСК-100 марккăлли 2 тата икĕ ДОН-680па пĕр КСК-600. Çак тата кăкарса çулмалли ытти техникăпа тухăçлă усă курсан эпир çитес хĕл валли çителĕклĕ апат хатĕрлейретпĕр. Анчах кунта вĕсене ĕçе хатĕрлесси пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавна май «симĕс ĕç çине» тухакан кашни техникăна техосмотр тăратса «Талон-Допуск» илмелле. Кунта вара пĕр çĕнĕлĕх те çук: тракторсемпе прицепсене техосмотра хатĕрленĕ пекех выльăх апачĕ хатĕрлемелли хăй тĕллĕн çÿрекен машинăпа ĕçлекенĕн çумра медосмотр справки, çав категорипе ĕçлеме удостоверени, вăл техникăна регистрациленине çирĕплетекен свидетельство, медицина аптечки, авариллĕ чарăну палли, вут-кăвартан сыхланма огнетушитель, шыв, кĕреçе, хăйăр тата шăпăр пулмалла. Уйрăм сăмах утă тавăракан агрегатсемпе косилкăсен тата пресс-подборщиксен çаврăнса ĕçлекен узелĕ-агрегачĕсем пирки. Вĕсем çинче ĕç хăрушсăрлăхне пăхăнса щитоксем, кардан-валсен хÿтлĕх кожухсем пулмалла. Тепĕр хут калатăп, выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç юнпа ан пĕвентĕр тесен ĕç хăрушсăрлăхне пăхăнассине малти вырăна кăлармалла.
– Иртнĕ çулсенчи «симĕс ĕç çи» мĕн кăтартса пачĕ тата халĕ каланисĕр пуçне мĕн çине ытларах тимлĕх уйăрмалла паян;
– Каларăм ĕнтĕ, районти хуçалăхсенче паян выльăх апачĕ хатĕрлеме тухассипе ĕçлеççĕ. Кунта техника нумай кирлĕ, çынсем те пур чухне те çитсе каймаççĕ. Çавна май паянхи ĕçе ырана хăваракансем вăхăт çитсен юсавсăр техникăнах ĕçе хăвалаççĕ, ĕç вăхăтĕнче ĕçлекенсене вырăнтан вырăна куçарассине йĕркелес ыйтупа маларах шутламаннисем трактор прицепĕсене çынсене лартса çÿреме усă кураççĕ, тĕрлĕ сăлтавсене пула тракторист удостоверенийĕсĕр тăрса юлнă механизаторсене пĕлсех «хурçă утсем» шанса параççĕ, техосмотр тăман трактор-прицепсенех ĕçе явăçтараççĕ. Çакă вăл инкек-синкек еннеллех утăмлани пулмасть-и-ха;..
Çуллахи каникул çитнĕ май утă типĕтсе купаланă, сенаж-силос хывнă çĕре шкул ачисем те сахал мар хутшăнаççĕ. Вĕсемпе вара питех те тимлĕ пулмалла. Ачасем хутшăнакан ĕçсене, сенаж-силос пусăрăнтарнă çĕре опытлă механизаторсене кăна çирĕплетмелле.
Хăш чухне выльăх апачĕ хатĕрленĕ тапхăрта КИР-1,5 косилкăпа симĕс массăна автомашина е трактор прицепĕ çине çулса тиенĕ чух массăна сапаласа тăма çÿле çынсене тăратнине курма пулать. Кун пекки пачах пулмалла мар.
«Симĕс ĕç çине» тухиччен унта ĕçлеме тĕплĕ хатĕрленнине нимĕн те çитмест.
Анатолий БЕЛОВ калаçнă.