09 июня 2010 г.
Муркаш район судĕнче Роза Степановна Сергеева 1975 çултанпа тăрăшать. Хĕр çамрăклах район судне ĕç йĕркелевçи-машинистка пулма вырнаçнă та унăн пĕтĕм пурнăçĕ судпа уйрăлми тачă çыхăннă. 1975 çулхи август уйăхĕнче вăл суд ларăвĕсен секретарĕнче ĕçлеме тытăннă. Пĕрремĕш кунран тытăнсах хăйĕн ĕçне юратнине, ответлăх туйăмĕ пысăк пулнине кăтартса панă. Çапла вара 1988 çулхи февраль уйăхĕнчен тытăнса ăна ответлă участок шанса панă – вăл район сучĕн канцелярийĕн заведующийĕ пулса тăнă. 1999 çултан тытăнса ку должноçе район сучĕн тĕп специалисчĕпе улăштарнă.
2004 çулта Роза Степановна «юриспруденци» специальноçпе Мускаври гуманитарипе экономика институтне куçăмсăр майпа вĕренсе пĕтернĕ. Коллективра вăл авторитетпа усă курать. Унăн опычĕ пысăк пулнă май кунта ĕçлекенсем унпа пурте канашлама тăрăшаççĕ. Çавăнпа та судăн пысăк пĕлÿллĕ тата опытлă ĕçченне, юриста 2006 çулхи февраль уйăхĕнче судьян пулăшаканĕн должноçне шанса параççĕ. Кунта вăл 2010 çулччен, тивĕçлĕ канăва тухичченех тăрăшать.
Р.С. Сергеевăн пĕтĕм пурнăçĕ район сучĕпе çыхăннă. Юлашки çулсенче суд ĕçĕ-хĕлĕнче улшăнусем чылай пулса иртрĕç: саккунсем, ĕç требованийĕсем, çынсем улшăнчĕç, çĕнĕ çынсем ĕçлеме пуçларĕç. Кирек епле должноçре пулсан та Р.С. Сергеева пĕтĕм вăйне парса тăрăшрĕ, хăйĕн ĕçĕнче вăхăт ыйтăвĕсене тата должноç инструкцийĕсене тĕпе хума тăрăшрĕ.
Роза Степановна Муркаш район сучĕн чи ăста специалисчĕсенчен пĕри кăна мар. Хăйĕн ĕçĕпе вăл пĕтĕм Раççей шайĕнчех палăрчĕ. Çак кунсенче Чăваш Республикин Аслă Судĕнче ЧР Аслă Сучĕн председателĕ Н.П. Порфирьев тата Чăваш Республикинчи Суд департаменчĕн Управленийĕн пуçлăхĕ В.П. Петров ăна пысăк награда – «Раççей Федерацийĕнчи суд системи умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» иккĕмĕш степень медаль парса чысларĕç. Суд департаменчĕн Управленийĕн пуçлăхĕ В.П. Петров палăртнă тăрăх ку шайри наградăна чи тивĕçлисене кăна параççĕ, ăна тивĕçнисем Раççейре нумаййăн мар.
Муркаш район сучĕн судйисем тата кунта вăй хуракансем судьян пулăшаканне Роза Степановна Сергеевана пысăк наградăна тивĕçнĕ ятпа чĕререн саламлаççĕ, малашне те ăна çавăн пекех уçă кăмăллă, тÿрĕ чунлă, ĕçчен пулма сунаççĕ.
Паян Р.С. Степанова тивĕçлĕ канура, хăйĕн мăнукĕсене пăхса савăнать.
В. ИВАНОВ.