09 июня 2010 г.
Умра тăракан йывăрлăхсене çĕнсех Муркаш ен хресченĕ хыçа юлнă çур акире çурхи уй-хир ĕçĕсен планне туллин пурнăçа кĕртрĕ. Мехелĕ çитрĕ ăна лартнă тĕллевĕсене пурнăçлама. Тавах ăна уншăн! Çавăнпа çур аки вĕçленнĕ ятпа ирттерекен ырă йăлари Акатуй та Муркашсемшĕн кăçал савăнăçлăрах та теветкеллĕрех иртрĕ.
Акатуй – çĕр ĕçченĕ çурхи ака-суха ĕçĕсене ăнăçлă вĕçленине паллă тума, ĕçри паттăрсене тивĕçлипе чыслама халалланă ĕçпе юрă уявĕ. Ыранхи кунпа пурăнакан хресчен ăна нихăçан та манăçа кăлармасть. Манăçа кăларма çеç те мар, ака-суха ĕçĕсене тĕплĕ тишкерсе малашлăх çулĕсене уçăмлатать. Муркашсем те халăхăмăрăн çак йăли-йĕркинчен юлас темерĕç. Ытти çулсенчи пекех кăçал та районăмăр çыннисем çĕр ĕçченĕн Акатуй уявне Лантăш вăрманĕн уçланкинче паллă турĕç. Акатуй савăнăçне вĕсем Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине тата Чăваш автономине туса хунăранпа 90 çул çитнине халалларĕç.
Уява пуçтарăннисене малтанах район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов саламларĕ. Çавна май вăл районти çĕр ĕçченĕсем патшалăх паракан пулăшупа усă курма пĕлнине, çак çулпа кайса вĕсем ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тунине палăртрĕ.
– Çурхи ака-суха вĕç-ленни çĕр ĕченĕшĕн ял хуçалăхĕнчи чи ответлă ĕçсем пуçланнипе тÿр килет. Умра–акнă-лартнă культурăсене пăхса çитĕнтересси, «симĕс ĕç çине» вăхăтра пурнăçласси, хыççăн кĕрхи ĕçсем т. ыт. те. Мĕн акни-лартнине тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстерсе çухатусемсĕр кĕлете пухса кĕртсен çеç эпир хамăр ума лартнă тĕллевсене пурнăçларăмăр теме пултаратпăр. Çур акине агротехникăна пăхăнса ирттерсе çак çул çинчи пуçламăш утăма турăмăр та ĕнтĕ. Ака-суха ăнăçлă иртнипе эпир паян тивĕçлипех мухтанма пултаратпăр пулсан та кая хăвармасăр татса памалли ыйтусем те çук мар. Вĕсене пурнăçа кĕртес ĕçре те районти çĕр ĕçченĕ пĕр çын пек ĕçлессе шанатăп, – терĕ уява çул парса район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов.
Акатуй пĕтĕмлетĕвĕ уй-хир ĕçĕсене тишкерсе тухмасăр пулмастех. Телее, çак кунччен районти çĕр ĕçченĕ пĕрле пулса уй-хир ĕçĕсене танлаштарса хак пама та ĕлкĕрчĕ. Ĕçсем пĕтĕмĕшле агротехника требованийĕсемпе килĕшÿллĕн вăхăтра тата пысăк пахалăхпа иртнĕ. Çумăр çеç кирлĕ... Çурхи уй-хир ĕçĕсем тата Муркаш енри ял хуçалăх аталанăвĕ пирки пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ тата ял хуçалăх пайĕн ертÿçи В.А. Калинин тĕплĕн те танлаштаруллăн, малта пыракансен тĕслĕхĕсене çиеле кăларса каласа пачĕ.
Çур акире районĕпе çурхи культурăсене 14,6 пин гектар çинче акнă тата лартнă. Вăл шутран тĕш тырă 11 пин гектар, пĕр çул ÿсекен курăксем 1406 гектар, силослăх культурăсем 280 гектар, пахча çимĕç 55 гектар, çĕр улми 1541 гектар йышăнаççĕ.
Паян акнă-лартнă культурăсене тĕрĕс-тĕкел пăхса çитĕнтерессипе хуçалăх уйĕсенче ĕçсем анлăн сарăлчĕç. Хальлĕхе «Ударник», Ильич яч. хис., «Восток», «Свобода», Суворов яч. хис., «Оринино», Чкалов яч. хис. пĕрле-шÿллĕ тата В. Горбуновпа А. Толстов, В. Бархаткин хресчен (фермер) хуçалăхĕсен уйĕсем уйрăмах пысăк тухăç шантараççĕ. Тырă-пулăн çĕнĕ тухăçĕшĕн уйрăмах тимленисем хушшинче вун-вун çĕр ĕçченĕ. Çак тараватлă ĕçре кăçалхи çур акире «Свобода» хуçалăхри Николай Петрович Максимов, «Волга» хуçалăхри Димитрий Геннадьевич Сеньков, «Ударник» хуçалăхри Леонид Алексеевич Степанов, Чкалов яч. хис. кооперативри Эдуард Николаевич Алексеев, «Восток» хуçалăхри Виктор Александрович Пушкин, Ирина Ивановна Платонова (Ильич яч. хис.), Юрий Васильевич Крылов («ВТМ» ООО), Викторин Егорович Соколов («Передовик»), Роза Николаевна Николаева («Ударник»), Юрий Иосифович Скворцов (Чапаев яч. хис.), Светлана Николаевна Михайлова («ДаАн» ООО), Геннадий Петрович Ильин («Гея» ООО), Тамара Николаевна Соколова («ВаСем» ООО), Владимир Иванович Яковлев («Мичурин яч. хис. АФ» ООО), Владислав Валерианович Бархаткин (КФХ пуçлăхĕ) пысăк тимлĕх кăтартрĕç. Уявра вĕсем район администрацийĕн дипломĕсене тивĕçрĕç. Тăрăшуллăраххисем тĕлĕшпе пысăкрах парнесем те иртмерĕç. Çапла вара çак уявра «Муркашри сĕт завочĕ» уçă акционерлă обществăри хими анализĕн лаборанчĕ Раиса Евтихеевна Михайлова Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Тав çырăвне, Юрий Нестерович Жуков композитор Чăваш Республикин Президенчĕн Тав çырăвне, «Муркаш районĕнчи выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станци» Патшалăх учрежденийĕн ветеринари врачĕ Ирина Николаевна Яковлева Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕç. Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине тивĕçекенсем те уяв сцени çине хăпарса ĕçлекен çынна патшалăх манманнине çирĕплетсе пачĕç. Вĕсем: КФХ пуçлăхĕ Виталий Владимирович Горбунов, «Оринино» хуçалăх водителĕ Иван Алексеевич Ершов, «Моргаушская» чăх-чĕп фабрики» уçă акционерлă общество водителĕ Леонид Михайлович Карандаев, «Герой» кооператив водителĕ Михаил Валерианович Макаров, «Моргаушская» чăх-чĕп фабрики» уçă акционерлă обществăн цех пуçлăхĕ Олег Дмитриевич Макаров, Суворов яч. хис. хуçалăх ĕçченĕ Людмила Алексеевна Михайлова, «А. Толстов КФХри» тракторист-машинист Василий Георгиевич Туртышкин.
Юлашки çулсенче районта хресчен (фермер) хуçалăхĕсем аталанма пуçлани тата пушă выртнă çĕрсене пусă çаврăнăшне ытларах та ытларах кĕртни район çыннисем çĕр ĕçĕ çине тимлĕх нумайрах уйăрни пирки калать. Кăçал вĕсем пĕлтĕрхинчен самай ытларах акса-лартса хăварма мехел çитерчĕç. Кунта уйрăмах Александр Иванович Толстов, Виталий Владимирович Горбунов, Владислав Валерьевич Бархаткин фермерсен ĕçĕ курăмлă.
Çĕр ĕç кăтартăвĕсем мал туртăмлă пулнине выльăх-чĕрлĕх отраслĕн экономика утăмĕсем те çирĕплетсе пыраççĕ. Çакна районти обществăлла выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарас тапхăр ăнăçлă вĕçленни те ĕнентерет. Кăçалхи 5 уйăхра çулталăк каяллахинчен сĕт сăвасси 3,1 процент ÿснĕ, аш-какай туса илесси 95,7 процентпа танлашнă. Паян ĕне пуçне талăксерен 15 килограмм ытла сĕт сăвакан «Герой», Суворов яч. хис., «Ударник» хуçалăхсем – выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче хăйне евĕр малашлăх туртăмĕн чиккисем.
Суворов яч. хис. хуçалăхри мăйракаллă шултра выльăхсем талăксерен 1055 грамм, «Свободăпа» «Орининăра» 960-шар грамм, «Герой» тата Суворов яч. хис. хуçалăхсенчи самăртма хупнă сыснасем 549-540 грамм ÿт хушни те пирĕн хресчен пĕр вырăнта тăпăртатса тăманни пирки калать.
«Моргаушская» чăх-чĕп фабрики» уçă акционерлă общество производство культурине ÿстерсе пырса кăçалхи 5 уйăхра 24 миллион та 663 пин штук çăмарта илме пултарчĕ. Ку вăл пĕр чăх пуçне 135 çăмарта илнипе танлашать.
Ял хуçалăх производствине аталантаракансене «Единая Россия» политика партийĕн районти уйрăмĕ те тав сăмахĕсĕр хăвармарĕ. Кунти Тав çырăвĕсене Акатуя пынисем умĕнче Суворов яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçи Владимир Славич Андреев тата «Халăхăн социаллă ыйтăвĕсене татса паракан Муркашри центр» заведующийĕ Светлана Егоровна Илларионова тивĕçрĕç. Вĕсен ырă тĕслĕхĕсенчен вĕрен-мелли нумай.
Çĕр ĕçченĕ пирки калаçнă чух ĕç династийĕсем пирки те асăнмасăр иртме çук. Вĕсем – ял хуçалăхĕнчи ĕçченсен ырă тĕслĕхĕ. Акă Суворов яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕнчи çĕр ĕçĕнче вăй хуракан Ивановсен династине 155 çул. Вĕрентÿ сферинче 532 çул ĕç стажĕ пухнă Авдеевсен династийĕ кирек камшăн та тĕлĕнтермĕш тĕслĕх. Ярапайкасси ял тăрăхĕнчи Константиновсен халăха вĕрентес ĕçри династийĕ те нумайăшĕшĕн кăмăллă пулăм.
Районта нумай ачаллă çемьесем те чылай. Ача ÿстернипе пĕрлех районăн экономика аталанăвне тÿпе хывакансенчен нумайăшне Акатуйра чысларĕç. Амăшĕн капиталне илекенсемшĕн те Акатуйра хăйсене халăх умĕнче свидетельствăсем пани нумайлăха асра юлĕ.
Уява хутшăннисем çак кун çамрăк çемьесене район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов социаллă тÿлев сертификачĕ панине те, профсоюз учрежденийĕсен республикăри комитечĕ Хисеп грамотипе чысланине те, Чăвашпотребсоюзăн Хисеп грамотине тивĕçнисене те курса савăнса ларчĕç.
Район çыннисем пушă вăхăта епле ирттерни ял тăрăхĕсем Акатуя тăратнă ал ĕç выставкинче аван курăнчĕ.
Хăйсен пурнăçĕнчи пушă вăхăта спорт аталанăвне уйăракансем çак кун çумăрчченхи шăрăх çанталăка пăхмасăрах хĕрÿ кĕрешÿре вăй виçрĕç. Акатуя пынисем хаваспах волейболла вылякансен, çамрăк боксерсен юлташла тĕл пулăвне, кĕрешÿçĕсен ăмăртăвĕсене, турник çинче ăсталăх кăтартакансен номерĕсене, хĕрарăмсем тата арçынсем алă вăйĕ виçнине курса киленчĕç. Волейболла выляссипе «Моргаушрайбыт» командине çитекенни пулмарĕ.
Кăçалхи Акатуй та ытти çулсенчи пекех çĕнĕлĕхсемсĕр пулмарĕ. Халăхăмăр йăли-йĕркине, тăван ялпа харпăр хăй тăрăхĕсенчи предприяти-организацисен пурнăç çулĕпе, ял тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ паллă ентешсене сума сăвассипе тата вĕсене ыттисене кăтартассипе ял тăрăхĕсем кăçал ытти çулхисенчен активлăрах пулни курăнчĕ.
– Ял тăрăхĕнчен уява хамăн ăсталăха кăтартма тухма ыйтрĕç те, хирĕçлемерĕм. Кÿршĕ-аршăсемпе тăван-пĕтене хамăн тĕрĕсемпе савăнтарнисĕр пуçне кунашкал выставкăсенех хутшăнманччĕ. Паян вара ытти ял тăрăхĕсене курнипе уява тухса йăнăшмарăм тесе шутлатăп. Пирĕн ялсенче ăстасем нумай иккен. Вĕсене кăтартма пĕлесси çеç уксахлать. Паян вара çак çитменлĕх те кун йĕркинчен тухса ÿкрĕ. Куншăн савăнмалла, – терĕ Суворов яч. хис. хуçалăх складовщици, виçĕ ача амăшĕ Елена Филимоновна Дмитриева.
Оринин ял тăрăхĕнчен килнĕ ал ĕç ăсти Вера Титовна Вершкова патĕнчен район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Алевтина Евстафьевна Андреева чылайччен уйрăлаймарĕ. «Кунашкал теттесене алăпа ăсталани хăех пысăк ăсталăх», – терĕ вăл çиппе çыхса тунă акăшсене алă çине илсе. Çатракасси ял тăрăхĕнчен килнĕ Марс Димитриев художникăн ĕçĕсем те куракансемшĕн хăйне евĕр парне пулчĕç. «Парне пама вырăнлă тесе Марс Михайлович енне укçа тăсакансем те куракансем хушшинче пĕр-ик çын çеç пулмарĕç.
Акатуй çумăрĕччен уява йĕркелекенсем те, курма пынисем те пĕтĕмлетÿ туса уйрăмах хастарсене тăвăллăн алă çупса чыслама ĕлкĕрчĕç.
«Тăван енри йăла-йĕркесемпе ял пуçланса кайнин историйĕсем тата вĕсене тытса пыракансем» выставкăра пĕрремĕш вырăна Муркаш ял тăрăхĕ йышăнчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче Катькассемпе Турайсем. «Тăван енри ырă йăла-йĕркесене упраса хăварни тата вĕсене аталантарни» номинацире Уйкас Янасалпа Оринин ял тăрăхĕсем малти ретре пулчĕç. Хорнуй ял тăрăхĕпе «Сундырь-Хлеб» чикĕллĕ яваплăхлă общество тăрăшулăхне жюри «Хăйсен экспозицийĕсене ăнăçлăрах кăтартакансем» хак пачĕ. Ярославка ял тăрăхĕн – вĕренекенсен çулталăкне, Ильинка ял тăрăхĕн Б. Гузовский пултарулăхне халалланă экспозицийĕсем патĕнчен те курма пынисем тулли кăмăлпа иртрĕç.
Çак кун Акатуя пынисем «Ÿс, çĕклен, Муркашăмăр!», «Аслă Çĕнтерĕве – 65 çул» фотовыставкăсемпе савăнсах паллашма пултарчĕç.
Сцена çинчи художество пултарулăх коллективĕсен уяв номерĕсене пăхакансене те хамăр артистсен пултарулăхĕ куç умĕнчех ÿсни савăнтарчĕ. Художество пултарулăх коллективĕсем хушшинче ирттерекен кăçалхи тупăшăва районĕпе 45 коллектив хутшăнчĕ. Вĕсенчен саккăрăшĕ Акатуй сцени çине тухма тивĕç пулчĕ. Камсем-ха вĕсем;
Уяв репортажĕ вулакансемшĕн тулли пултăр тесе кашнинех ятран палăртар-ха. Вĕсем: Москакассинчи Культура çурчĕ çумĕнчи «Шуçăм» халăх юрăпа ташă ансамблĕ, Муркашри Культура çурчĕ çумĕнчи ветерансен хорĕ, Ярапайкассинчи Культура çурчĕ çумĕнчи «Екрем» фольклор ансамблĕ, Çурлатринчи ял клубĕнчи «Çеçпĕл» эстрада ансамблĕ, Мăн Сĕнтĕрти Культура çурчĕ çумĕнчи «Янаш» халăх юрăпа ташă ансамблĕ, Тойкилтĕри Культура çуртĕнчи «Çĕлхем» эстрада ансамблĕ, Калайкассинчи Культура çурчĕн юрăпа ташă ансамблĕ, Мăн Сĕнтĕрти «Картина» вокалпа инструмент ансамблĕ.
Акатуйрах Аслă Çĕнтерĕве халалласа ирттернĕ халăх пултарулăх фестивальне пĕтĕмлетрĕç. Кунта та пĕтĕмлетÿ тума çăмăл пулмарĕ. Апла пулин те халăх ансамблĕсем хушшинче Орининти «Шуракăша», Москакассинчи «Шуçăма», Мăн Сĕнтĕрти «Янаша» çитекенни пулмарĕ. Ташăпа юрă ансамблĕсем хушшинче Калайкассисем, Сыпайсем, Шетмĕпуçсем палăрчĕç. Фольклор ансамблĕсенчен Ярапайкассинчи «Екрем», Муркашри «Муркаш», Мăн Токшикри «Тăванлăх» маттуртарах пулни курăнчĕ. Драма коллективĕсем хушшинче Кашмашсемпе Орининсене çитекенни пулмарĕ. Эстрада ушкăнĕсем хушшинче пĕрремĕш вырăна никама та паман. Иккĕмĕш вырăнта Çурлатринчи тата Тойкилтĕри ансамбльсем. Уйрăм номинацисенче «Расна», «Картина», Муркашри ветерансен хорĕ палăрнă.
Муркаш тата Мăн Сĕнтĕр райповĕсен суту-илÿ магазинĕсем Лантăш уçланкинче Акатуй уявне пухăннисене техĕмлĕ шашлыкпа, вĕри апатпа сăйларĕç. Суту-илÿ киоскĕсене меллĕ вырнаçтарни те уява пынисемшĕн питех те кăмăллă пулчĕ.
Пĕр сăмахпа каласан, Акатуй район çыннисемшĕн чăн-чăн пысăк уяв пек иртрĕ. Паян вĕсем çанă тавăрсах «симĕс ĕç çине» кÿлĕнеççĕ. Апла пулсан кĕрхи тулăх кĕрекене пуçтарăниччен ăнăçу та пултарулăх сунар вĕсене!
Анатолий БЕЛОВ.