Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрăлла ĕç хакла ларать

09 июня 2010 г.

– Унта радиатор та пур тенĕччĕ-çке пичче, – аса илчĕ Эдуард пĕлĕшне кивçен илнĕ укçана Çĕнĕ çулччен тавăрса памалли çинчен шухăшласа. – Тен ăна сутса укçа тумалла; – вĕлтлетрĕ шухăш малалла.

Çапла шухăшласа вăл хĕллехи пĕр каç пиччĕ-шĕн машинипе (пиччĕшĕ шăпах çав кунсенче эрех ăшне «путнă» пулнă) Муркаш районне вĕçтерет.

Акă вăл Ярославка ялĕ. Çулне пĕрре килсе курнипе те аван астуса юлнă-ха арçын. Нумай пулмасть пиччĕшĕпе пулнăччĕ вăл кунта. Лешĕ кивĕ аккумуляторсем пухать, тĕслĕ тимĕр те пуçтарать.

Иртнинче çак яла килнĕ чух руль умĕнче Эдуарда ларма ыйтнăччĕ вăл. Пĕр кил патĕнче чарăнса пиччĕшĕ шала хуçипе кĕрсен Эдуард машинăрах ларса юлать. Евгений, Эдуардăн пиччĕшĕ, кăшт тăхтасан каялла кăмăлсăр таврăнать. Килнин усси пулмарĕ тесе машинăна ларать. Çула май çак кил хуçин кĕлетĕнче радиатор пуррине те, ăратлă сурăхсем ĕрчетнине те пĕлет шăллĕ. Радиатор пĕр 5 пин тенкĕне те кайма пултарнине пĕлсе Евгений кил хуçипе калаçса татăлманнишĕн хытах пăшăрханать. Тепĕр темиçе кунран вăл эрех ăшне «путать» те. Çавăнпах унăн машинипе шăллĕ ĕç тăвать, телефонне те хăйне илсе шăнкăравсем çине хуравлать...

Яла Эдуард çĕрлехи иккĕмĕш сехетре çитет. Машинăна кирлĕ вырăнта чарса палланă кил патнелле утать. «Пахча картинче пĕр хăма малтанах çукчĕ, çавăнтан кĕрес пулать», – шухăшлать арçын малалла утнăçемĕн. Кĕлет патне çывхарнă чух витере сурăхсем пуррине те чухлать вăл.

Кĕлет алăкне çăрапа питĕрменнине курсан хытах хĕпĕртет Эдуард – ĕçĕ сахалрах пулать-çке-ха. Шалта хунарпа çутатса радиатора çăмăллăнах тупать. Пысăк, анчах та йывăрах мар иккен. Килнĕ çулпах машина патне таврăнать. Радиатора машинăн малтипе хыçалти ларкăчсем хушшине вырнаçтарса хăварать, хăй багажникран вĕрен илсе каллех кил еннелле утать. Ку хутĕнче арçын витене кĕрет (кунта та çăран шăрши-марши те çук иккен). Алла лекнĕ пĕрремĕш сурăха илсе тухать, хыççăн сиксе тухнă путеке те хул хушшине хĕстерсе малалла утать. Машина патне çитсен путеке тÿрех багажника пăрахать, сурăха та урисенчен çыхса çавăнтах хурать. «Çĕрлехи сунарçă» Шупашкаралла çул тытать.

Ирхи 5 сехет тĕлнелле вăл хулана аванах çитет: çул çинче ăна никам та чармасть. Тÿрех тĕп пасара кайма шутлать «анлă» тавракурăмлă арçын. Машинăра кăшт ларнă хыççăн тухса тĕттĕмрех ÿтлĕ арçынпа «килĕшÿ» тăвать. Сурăхпа путеке Эдуард 3 пин тенкĕпе сутать. Малалла вара радиатор сутма урăх çĕре васкать арçын. Радиатора 1 пин тенкĕлĕх хаклаççĕ. «Юрать, ку та укçа», – тесе шухăшлать те кукăр алă япалана илекене тыттарать. Çапла майпа укçаллă пулса киле таврăнать.

Пиччĕшĕпе арăмĕн хваттерĕнче пурăннă вăл, çапах та унта çитсен пиччĕшне хăйĕн ĕçĕ пирки пĕр сăмах та каламасть.

Тепĕр темиçе кунтан пиччĕшĕн арăмĕпе унăн каллех Муркаш районне кивĕ аккумуляторсем туянма çула тухма тивет. Юнкăпуçĕнче кафене кĕрсен кĕтмен çĕртен вĕсене милици ĕçченĕсем чараççĕ. Машина пирки ыйтса пĕлсен «хăнасене» шалти ĕçсен пайне илсе килеççĕ. Часах кунта шăллĕпе арăмĕ Евгение те кĕтсе илеççĕ, тăкак тÿснĕ кил хуçисене те...

Следстви тĕрĕслĕхе çиеле кăларать, район сучĕ вара Эдуарда 90 пин тенкĕ штрафласа айăплама йышăнать.

Л. ПЛЕЧОВА, районти шалти ĕçсен пайĕ çумĕнчи следстви уйрăмĕн следователĕ, юстици майорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика