05 июня 2010 г.
Ачасемпе ашшĕ-амăшĕсем... Вĕсем хушшинче сиксе тухакан йывăрлăхсем малтан та, халĕ те актуаллă шутланаççĕ. Агрессивлăх ача пурнăçне пачах та тĕрĕс мар йĕрпе кустарма, унăн пĕтĕм ĕмĕт-пурнăçне çапса хуçма пултарать. Мĕн пĕлмелле ашшĕ-амăшĕн хăйсен ачисем агрессивлă ан пулччăр тесен;
– Агрессивлăх пушă вырăнта, йĕркеллĕ лару-тăрура сиксе тухмасть. Унăн сăлтавĕсене пĕлмелле, çавсене пĕтерме тăрăшмалла, – тет районти тĕп больницăри психотерапевт, врач-нарколог Л.М. ИВАНОВА. – Чи малтан кунта пирĕн агрессивлăх мĕн иккенне пĕлни кирлĕ. Ачасен агрессивлăхĕ вăл – чуна е ÿт-пĕве ыраттарнă хыççăн ача хăйне мĕнле тытни. Паллах, кашни ашшĕ е амăшĕ ачисем хăйсене пĕр сăмахранах ăнланмалла, тÿрех итлемелле тесе шутлаççĕ.
Ытларах чухне пирĕн пурнăçра мĕнле пулса пырать-ха; Ача тÿрех итлемесен е вăл хирĕç каласан, ача çине сас хăпартма пуçлатпăр. Çапла майпа ачан калас шухăшне, кăтартас кăмăлне пусарса хума пулать. Анчах та ку проблемăна татса пани пулмасть. Ача тарăхнине урăх çĕре куçарать: чĕрне кăшлама пуçлать, ыйхи лăпкă мар пулать, е пĕрмаях куçĕсене мăчлаттарма пуçлать. Чунри тарăхăвĕ хăй паянхи лару-тăрупа килĕшме пултарайманнин чашăкĕ ун кайран та «тăкăнма» пултарать. Хăйне ялан кÿрентернине пула вăл ыттисене, йытă-кушака кÿрентерме пултарать.
Ача хăйне канăç паман ыйтусенчен пăрăнас тесе ытларах компьютер умĕнче ирттерме пуçлать вăхăта. Кун пек шутласан, вăл каярахпа çăлăнăçа эрех черккинче е урăх сиенлĕ йăлара та тупма пултарать. Ачана уншăн тухма йывăр лару-тăрăва кĕртсе ÿкерни, урăхла каласан, ăна «кĕтесе хĕстерсе хуни» ачана агрессивлă туса хуниех пулать.
-Мĕн пулма пултарать ачан агрессивлăхĕн сăлтавĕ; Мĕн тумалла ашшĕ-амăшĕн ачан кăмăлсăрлăхĕ агрессивлăха куçса ан кайтăр тесен;
–Куçăм тапхăрĕ ачашăн ахаль те çăмăл мар. Кирек епле пулăма та вăл çивĕчлетсе йышăнма пултарать. Çавăнпа та вĕсемпе тимлĕ пулмалла. Агрессивлăхăн сăлтавĕсем тĕрлĕрен пулма пултараççĕ. Чи малтан çакна астуса тăмалла: агрессивлăх чунра лăпкă мар пулнинчен пуçланать. Ку вара тĕрлĕ сăлтавпа çыхăннă. Ачана пач тимлеменни, пур-çук сăлтавшăнах ăна пĕрмаях вăрçни е пачах урăхла, ăна ытлашшипе тимлĕх уйăрса, хăйне, хăйĕн кăмăлне кăтартма май паманни. Калăпăр, тепĕр чух амăшĕ ашшĕн рольне пурнăçласа ачисемпе ытлашшипех хытă калаçать. Ку та ачара хирĕçтăру туйăмне çуратать. Вăл е ку лару-тăрура хăйне вăйсăр туйни ыттисенчен хăйне «катăк» туйни те ачан чун-чĕринче лăпкăмарлăха çуратать. Çав чунри лăпкă мар лару-тăру вара ăна депресси патне илсе çитерет. Депресси вара агрессивлăха куçать. Çакна манмалла мар – ачана депрессине кĕртсе ÿкермелле мар. Ăна мĕн хумхантарать, çав сăлтавсене пĕтерме тăрăшмалла. Ачана вăл е ку лару-тăру тивĕçтермест пулсан, ăна çав йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентмелле, пулăшмалла. Ачана ăнланма тăрăшмалла. Ăна вăрçсан та вăл хăйне мĕншĕн вăрçнине ăнлантăр. Унсăрăн вăл хăйне, хăйĕн личноçне пусарнă пек йышăнма пултарать. Ахальтен каламаççĕ вĕт хăйне алăра тытма пултаракансем çеç вăйлă шутланаççĕ тесе. Ачасене хăйсен проблемисене çĕнтерме вĕрентмелле.
Ачан çемьере авторитет пулмалла. Килте тĕслĕх илмелли çын çукки уншăн пурнăçăн хаклăхне çухатниех пулать. Çемьери час-час пулакан харкашусем те ачана агрессивлăх патне илсе пыраççĕ.
Сăмаха вĕçленĕ май тепĕр хут çакăн çинчен аса илтерес килет. Агрессивлăх депрессирен пуçланать. Усал пуласси вара чун ыратăвĕнчен пуçланать, çавăнпа та ачасен чунĕ ыратмалла лару-тăру тăвас марччĕ. Çакăн пек каларăш пур халăхра: кашни çынрах хĕвел вырнаçнă. Ăна çутатма çеç майсем туса памалла. Чунра хĕвел пайăркисем выляççĕ пулсан, йывăр шухăшсене валли вырăн çук унта.
–Тавах, Лариса Меркурьевна, калаçушăн.
Л.ПАВЛОВА калаçнă.