Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хамăр ĕçсене пĕрле хак патăмăр

05 июня 2010 г.

Сисмерĕмĕр те, черетлĕ çур аки хыçа юлчĕ. Мĕнпе палăрчĕ тата асра юлчĕ вăл Муркаш ен хресченĕшĕн; Çулпа çул пĕр килменнине кашниех ăнланатпăр-ха, анчах пурпĕрех хамăр туса çитерейменнине час-часах çумăрлă е шăрăх çанталăк çине йăвантарса ответлăха айккинелле сиретпĕр. Хÿре вĕçне туй килсен вара йывăрлăхсен пĕтĕм сăлтавне ютра шыратпăр, анчах ... хамăрта мар.

Çĕртме уйăхĕ ума тухрĕ. Урамра çулла. Апла пулин те иртнĕ çур аки паян та куç умĕнчех: ял хуçалăх техникине (тракторсемпе прицепсем) техосмотр тăратни, çĕр пулса çитессе кĕтнĕ кунсем, паянхи ĕçе ырана хăварасран сыхланса иртен пуçласа каçчен хирте ĕçлени, ĕç вăйĕ çитсе пыманни, техника ванса кайни т. ыт. те. Апла-и, капла-и, анчах районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем çурхи ака-суха ĕçĕсен планĕсене туллин пурнăçлама тăрăшрĕç. Ума лартнă тĕллевсем пурте пурнăçланчĕç-и; Пулас тухăçăн никĕсне çирĕп хывса хăвартăмăр-и; Çак ыйтусем çине хурав пама июнĕн 1-мĕшĕнче шуратса хăварнă уй-хирсене пăхса тухса ĕçсен пахалăхне хакласси иртрĕ.

КĔСКЕ СПРАВКА.

Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе агрофирмăсем, чикĕллĕ яваплăхлă обществăсем тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсем 11 пин гектар çуртрисем, 1406 гектар пĕр çул ÿсекен курăксем, 29 гектар выльăх кăшманĕ, 1541 гектар «иккĕмĕш çăкăр», 23 гектар пахча çимĕç, 280 гектар силослăх культурăсем акса-лартса хăварчĕç. 6752 гектар çинчи кĕрхи культурăсенчен 3900 гектарĕ хĕл сиввисемпе пĕтни те çур аки ĕçĕсен калăпăшне ÿстерчĕ кăна.

Хаклава хутшăнакансем район тăрăх икĕ ушкăна пайланса тĕрĕслев ирттерчĕç. Кашни хуçалăхăн уй-хирĕсенчех пулчĕç вĕсем. Каламалла, типĕ çанталăк тăрать пулсан та технологие пăхăннисен хирĕсенче ешĕл калча пысăк тухăçа шантарса кашласа ÿсет. Вĕсен хирĕсенче калчана шăтма чăрмантаракан кунтăк пек тăпра муклашкисем те, чылай ÿссе кайнă çум курăкĕ те курăнмаççĕ. Вăл хирсене пăхсан çĕр ĕç культури пуш сăмах пулманни курăнать. Кунта Суворов яч. хис. хуçалăхăн тĕп агрономĕ Г. Албутова калани пысăк пĕлтерĕшлĕн туйăнчĕ.

– Пысăк тухăç пирки калаçнă чух эпир час-часах çĕр ĕç культури пирки манса каятпăр. Тырă вăрлăхне çĕре варăнтарнипе кăна тухăç пулмасть. Кунта паха вăрлăхпа ĕçлени, пусă çаврăнăшне пăхăнни, çĕре акма-лартма агротехнологие пăхăнса хатĕрлени тата ĕçсене вăхăтра пурнăçлани кĕрет. Эпир çак ĕçсене кăçал нихăшне те хăй еккипе кайма памарăмăр. Манăн сăмахсем суя пулманнине паян хуçалăхри кирек-хăш хире тухсан та курма-ĕненме пулать, – терĕ вăл пĕр ыраш хутăшĕсĕр кашласа ÿсекен кĕрхи тулă пуссине алăпа кăтартса.

Уй-хир куравĕ çак кун чылай ыррине, технологие пăхăнсан юмахри пек пуртăран та апат пĕçерме май пуррине, паянхи ĕçе ырана хăварни мĕн патне илсе çитернине тата малашне çак çултан пăрăнмаллине кăтартрĕ. Акă паян «Оринино», «Восток», «Свобода», «Ударник», «Передовик», Ильич яч. хис., Суворов яч. хис., А. Толстов, В. Бархаткин, В. Горбунов хресчен (фермер) хуçалăхĕсен уй-хирĕсем пысăк тухăç шантараççĕ пулсан, ыттисенчен çакна кĕтме йывăртарах. «Передовик» хуçалăх кăçал çур аки ĕçĕсене «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикин пулăшăвĕпе ирттернĕрен кунти хирсене кăçал пачах урăх сăн кĕнĕ: калчасене юман пек пиçенсемпе чăрăш пек чăрăш тăррисем картласа хуман, «иккĕмĕш çăкăр» пуссинче çĕр улми вăрлăхĕ чылай çĕрте çиелтех юлни çук. Çĕнĕлĕхсене тăтăш шырамасан нимĕнле наци проекчĕ те пирĕ тутă тăваймĕ.

Çумпа паян химилле майпа кĕрешмеллине кашни ертÿçĕпе агроном пĕлет. Анчах... Уй-хир тишкерĕвĕ пулнă кун тĕлне чылай хуçалăхра гербицид сапас ĕçе пуçăнманччĕ те. Ку ĕçе вăхăтра пурнăçлани «Восток», «Оринино», «Герой», «Ударник», Чапаев яч. хис. хирĕсене паян тирпейлĕх ытамне кĕртсе ÿкернĕ. Асăннă кун тĕлне ку ĕçе 546 гектар çинче пурнăçланăччĕ. Кунпа пĕрлех «иккĕмĕш çăкăр» пуссинче ретсем хушшине чĕрессине «Восток», «Свобода», «Оринино», Ильич яч. хис. хуçалăхсенче, «ВаСем» чикĕллĕ яваплăхлă обществăра, С. Сретинскийпе В. Бархаткинăн хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 400 гектар ытла пурнăçланăччĕ.

Вăхăтра акнă-лартнă культурăсем паян пĕр тикĕс ÿсеççĕ, пысăк тухăç шантараççĕ. Хресчене паян ытларах хумхантараканни – çумăр çукки.

– Паян камран мĕн вĕренмеллине хамăр куçпа куртăмăр. Малашлăха пăхаканшăн мĕнрен асăрханмалли те алă тупанĕ çинчи пекех. Хăвăршăн паллă пулнă хирсене хуçалăхри механизаторсене илсе кайса кăтартни те вĕсемшĕн пысăк урок пулмалла, малашлăхпа пурăнсан çакăн çине алă сулманни те ытлашши пулăм мар. Паян акă «симĕç ĕç çи» пуçланчĕ. Суворов яч. хис. тата Чкалов яч. хис. хуçалăхсем нумай çул ÿсекен курăксене çулма тухрĕç. Сисмĕпĕр те вырма çитĕ. Çавăнпа та кашни ĕçе вăхăтра пурнăçласси тăтăш кун йĕркинче пулмалла, – терĕ пĕтĕмлетÿ тунă май район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Иванов.

– Хĕл ыйхинчен вăраннă хыççăнхи пĕрремĕш утăмсене пĕтĕмлетни никамшăн та ытлашши пулчĕ тесе калаймăн. Ку питĕ вырăнлă мероприяти. Çĕр ĕçĕнче вăй хуракансем пурте пĕрле пулсан çеç умри йывăрлăхсене çĕнме пултарăпăр. Пирĕн урăхла çул çук, – терĕ «Ударник» хуçалăхăн ертÿçи Платон Павлович Давыдов.

Уй-хир хуçисем хăйсен ĕçне пĕрле пулса хаклани пирĕн çĕр ĕçченĕ шав малалла пăхнине çирĕплетет.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика