05 июня 2010 г.
Тĕнчери экономика кризисĕнчен тухса пыратпăр пулин те, тăван тавралăха сыхлассипе пурне те çывăх тăракан çивĕч ыйту кун йĕркинчен тухман-ха. Анчах ăна паян эпир пурте ăнланса илнĕ теме пулать-и-ха; Çак ыйту çине пĕр тăхтаса тăмасăр хурав париччен кашниех хăй пурăнакан тăван тавралăха тишкерсе тухтăр-ха... Çитменлĕхсем куç умĕнчех вĕт! Апла пулсан Тăван тавралăха хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери куна паллă тăвасси эпир хамăр пурăнакан тавралăха тирпей-илем кĕртессипе çыхăннă. Пĕтĕм тĕнчери тăван тавралăха хÿтĕлемелли кун – Эколог кунĕ. Экологи пирĕн пурнăçра епле вырăн йышăнни пирки калама та кирлĕ мар. Ку вăл пирĕн обществăн малашлăх аталанăвĕн никĕсĕ.
Маларах каланине самантлăха та кун йĕркинчен кăлармасăр район администрацийĕ, ял тăрăхĕсен администрацийĕсем, районти шкулсемпе предприятисем тата Муркаш енре пурăнакансем тăван тавралăха сыхлассипе, хамăр тăрăхри экологи тасалăхне тивĕçлĕ шайра тытса тăрассипе пысăк ĕçсем туса ирттереççĕ. Хăш-пĕр ĕçсем республикăшăн та паха опыт пулса тăраççĕ. Тĕслĕхрен, йăлари хытă каяшсене тирпейлемелли полигон хута кайни. Çак кунсенче вăл ĕçлеме пуçлани кĕçех ял тăрăхĕсенчи кашни ял çумĕнчех йышланса кайнă ăпăр-тапăр купаланса тăракан санкцилемен вырăнсенчен хăтăлма пулăшасса шанатпăр. Çакă çывăх малашлăхрах пирĕн культура шайне ÿстересси кашниншĕнех паллă. Анчах вăл пурте пĕрле пулса ĕçлемесĕр çитмĕ. Тăван тавралăха илемлетессишĕн тата ăна хÿтĕлессишĕн пурин те паянах çанă тавăрса ĕçе кÿлĕнмелле.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн Ю. Ивановăн йышăнăвĕпе район территорийĕнче кашни çуркунне-кĕркуннех йывăç лартмалли уйăхлăхсем ирттерни те тăван еншĕн пĕлтерĕшлĕ. Кунпа пĕрлех ялсене тирпей-илем кĕртессипе çуллен ирттерекен районти конкурс та пирĕншĕн ырă йăлара ĕнтĕ. Вĕсене районти предприятисемпе организацисем, шкулсем, ялсенче пурăнакансем активлă хутшăнни тăван тавралăха хÿтĕлессишĕн кашниех ответлăха туйнине кăтартса парать. Акă йывăç лартассипе кăçал ирттернĕ уйăхлăхра районта 11800 тĕм йывăç лартса хăварма мехел çитертĕмĕр. Кунпа пĕрлех çак уйăхлăхри ĕçсене активлă хутшăнса Муркашри тата Мăн Сĕнтĕрти газонсем илемленчĕç. Ялсенчи палăксемпе обелисксем çĕнĕ тум тăхăнчĕç.
Кăçал çамрăк экологсем «Думай по-зеленому» акци ирттрени те ÿсекен ăру тăван тавралăх пуласлăхĕнче хăйĕн малашлăхне курнине кăтартса пачĕ. Акцие хутшăнакансем 200е яхăн пулчĕç. Вĕсем Муркаш ене татах илемлетесси, Çĕр планетăна сыхласа хăварасси сăмахпа каланинчен ĕçпе çирĕплетни вырăнлăрах пулни пирки каларĕç. Çаксем пурте паллă вăрманçă Б. Гузовский çуралнăранпа 150 çул çитнине паллă тунă май курăмлă ĕçсем пулчĕç.
Тăван тавралăха сыхлассинчен айккинче тăман кашни çынна Тăван тавралăха хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчерикун ячĕпе саламлатăп. Çак кун пĕлтерĕшĕ çултан-çул ÿссе пынинче пирĕн граждансен активлăхĕ аталанни курăнать. Вăл çапла пултăрччĕ те!
Г. СИМАКОВ,
район администрацийĕн çут çанталăка сыхлассипе ĕçлекен специалисчĕ.